Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.2 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шарана вӗрентме республика Правительствин резерв фондӗнчен 11,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Кун пек йышӑнӑва Сергей Артамонов премьер-министр кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Укҫана Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтне уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана «Социаллӑ архитектура тата политика управленийӗ» программа валли тӑкаклӗҫ.

Патшалӑх службинче ӗҫлекенсене вӗрентсе кӑларма тата вӗсен квалификацине ӳстерме ҫав шутран 7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, муниципалитетсенче тӑрӑшакансене вӗрентме — 4,5 миллиона яхӑн тенкӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне Ленар Балтаева ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамонов премьер-министр алӑ пуснӑ.

Ку дожноҫре вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен Мари Элте патшалӑх службин тытӑмӗнче вӑй хунӑ.

Халӗ ял хуҫалӑх министрӗн Андрей Макушевӑн икӗ ҫум юлнӑ: Инна Волкова тата Ольга Кудрявцева.

 

Политика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекенсен йышӗ кӑҫал 202 ҫынна ҫитнӗ.

«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Олег Николаев республикӑна ертсе пынӑ вӑхӑтра администарцире ӗҫлекенсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳснӗ. 2020 ҫулта Элтепер аппаратӗнче 110 ҫун шутланса тӑнӑ пулсан, 2026 ҫулта ку йыш 202 ҫынпа танлашнӑ. Унсӑр пуҫне «патшалӑхӑн ытти ыйтӑвне» татса паракан тепӗр 9 ҫын пур-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pravdapfo.ru/tcheboksary/
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР промышленноҫ министрӗн ҫумӗ Евгений Теллин ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва Сергей Артамонов премьер-министр алӑ пуснӑ.

Вӑл ку должноҫре ҫур ҫул ытла кӑна ӗҫленӗ – пӗлтӗр ҫӗртмен 6-мӗшӗнче министр ҫумӗ пулса тӑнӑ. Унччен «Чӑваш Республикинчи промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗн» ертӳҫи пулнӑ. «Чеб.ру» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫав должноҫех таврӑнма пултарать.

Халӗ промышленноҫ министрӗн Марат Якушевӑн пӗр ҫум юлнӑ: Дмитрий Гринев.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

1905 ҫулта Н.А. Бобровников Патша манифесчӗ пирки текст кӑларнӑ, унта чӑвашсене Патшалӑх думине юрӑхлӑ ҫынсене суйлама чӗнсе каланӑ. 120 ҫул ытла унтанпа иртнӗ. Апла пулин те вӑл вӑхӑтри текст стилистики питӗ кӑсӑклӑ. Хӑй текстпа эсир Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма пултаратӑр.

Орфографи

Чи малтанах орфографие пӑхса тухар. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра ҫирӗп орфографи правили пулман, ҫавна май йӑнӑшсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Ку кӗнекесене те вӑл вӑхӑтра наборласа ҫапнӑ — ҫакӑ та йӗр хӑварнӑ. Калӑпӑр, пӗр вырӑнта «кӗперне» тесе ҫырнӑ, тепӗр вырӑнта — «кӗпӗрне».

Халь эпир «уес» тесе ҫырма хӑнӑхнине «уяс» (уйас) тенӗ, ҫапла май вулама йывӑр «Хусан уйасин» (Хусан уесӗн) пулса тухнӑ.

Тепӗр вырӑн: «школа», «больница» сӑмахсем. 1905 ҫулсенче ку сӑмахсене чӑвашлатса ҫитереймен ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫапла ҫырнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан, 1920–1930-мӗш ҫулсенче сӑмахсене ытла та чӑвашлатнишӗн ятланӑ пулин те вӗсен ӗҫӗ чӑваш ҫырулӑхне витӗм кӳнӗ-кӳнех.

Лексика

Усӑ куракан сӑмахсем те кӑсӑклӑ: мальен, кайьен.

Малалла...

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ФСБн Чӑваш Республикинчи управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должноҫе Сергей Бобровников генерал-майора шанса панӑ.

Вӑл Красноярск крайӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе ФСБн Саха (Якути) Республикинчи управленине ертсе пынӑ.

Палӑртмалла: ФСБн Чӑваш Республикинчи управленине 2021 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа хальччен Альберт Савинцев ертсе пынӑ. Ӑна Раҫҫей хӑрушсӑрлӑх органӗсен структуринчи урӑх должноҫе куҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Политика

Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне «Владимир Путинпа — ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем» кӑларӑма 1,3 пин ытла ыйту килнӗ. 556 пин ҫын шӑнкӑравланӑ, 221 пин смс-ҫыру килнӗ. 300 пине яхӑн ҫын ыйтӑва MAX мессенджер урлӑ панӑ. Халӑх тетелӗсенче вара 156 пин ытла ыйту ҫырнӑ. Ыйтусем официаллӑ сайта та, сарӑма та, ММСпа та килнӗ.

Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин раштавӑн 19-мӗшӗнче тӳрӗ лини тата пысӑк пресс-конференци ирттерет. Ыйтусене кӑларӑм вӗҫленичченех йышӑнаҫҫӗ.

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Ольга Александровӑна шаннӑ.

Унччен Ольга Сергеевна Экологин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Паян ӑна ҫав должноҫрен хӑтарса министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Министр ҫумӗ пулса вӑл ырантан, раштавӑн 16-мӗшӗнчен, ӗҫлеме тытӑнӗ.

 

Политика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Ольга Александровӑна шаннӑ.

Унччен Ольга Сергеевна Экологин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Паян ӑна ҫав должноҫрен хӑтарса министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Министр ҫумӗ пулса вӑл ырантан, раштавӑн 16-мӗшӗнчен, ӗҫлеме тытӑнӗ.

 

Политика

Халӑх тетелӗсенче ЧР Элтеперӗпе Олег Николаевпа ҫыхӑннӑ суя видео сарӑлма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӑна такамсем нейросетьпе тунине, калаҫӑва чӑн мар ӑс-хакӑлпа ҫыртарнине пӗлтернӗ.

Видеора Элтепер тӳлевсене пӗчӗклетнӗ хыҫҫӑн ҫынсем ятарлӑ ҫар операцине кайманшӑн пӑшӑрханнине калать-мӗн. Олег Николаев ку хыпара ӗненмелле маррине пӗлтернӗ, официаллӑ ҫӑлкуҫсене кӑна шанмаллине каланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗслӗх тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем ӗҫлеҫҫӗ — видеоролике хатӗрленӗ ҫынна тупсан явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 208
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть