Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: политика

Политика

Николай Федоров сенаторӑн, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн, «Контактра» халӑх тетелӗнче страница пур. Анчах ӑна хӑй сенатор тытса пымасть иккен. Ӑна кам уҫнине, постсене кам лартса пынине Николай Васильевич хӑй те пӗлмест. Кун пирки вӑл «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.

Сенатор Роскомнадзор урлӑ страницӑна блокировка тума палӑртман. Страница ӑна нимле сиен те кӳмест-мӗн.

«Ҫак интервью хыҫҫӑн ятсӑр автор туйӑнать, манпа тӗл пулма кӑмӑл тӑвать пулсан ӑна чейпе хӑналӑп, чунран «Тавах» тейӗп», – тенӗ Николай Федоров.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Цифра министрӗн виҫҫӗмӗш ҫум тупӑннӑ. Ку пукана Игорь Спиридонов йышӑннӑ.

Игорь Михайлович – 35 ҫулта, вӑл МФЦра ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, унтан директорӑн филиалсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

Палӑртмалла: халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн виҫӗ ҫум: Екатерина Грабко, Алексей Гурьянов тата Игорь Спиридонов.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «РИА Новости» реклама агентствине интервью панӑ. Унта вӑл халӑхшӑн уҫӑ пулнине палартнӑ.

Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кунсерен лавккасенче пулать, урамра ҫӳрет, ун чухне ҫынсем ун патне пырса калаҫаҫҫӗ. «Ку савӑнтарать», – тенӗ Элтепер.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ чухне ун патне ыйтусемпе ытларах пынӑ. Халӗ вара – ӗҫшӗн тав тума е пӗрле сӑн ӳкерӗнме.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш хулин пуҫлӑхӗ Виталий Михайлов отставкӑна кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл темиҫе кун маларах хӑйӗн ҫумӗпе Валерий Черновпа паллаштарнӑ. Шӑпах вӑл халӗ хулапа пӗрлештернӗ Канаш округӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.

Сӑмах май, ку пукан ҫине икӗ ҫынран пӗри ларма пултарнӑ: Валерий Чернов е Наталия Суркова. Валерий Чернов вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 23 ҫул ӗҫленӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех «тӳрӗ лини» ирттерме палӑртнӑ. Хальхинче вӑл чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре пулӗ.

Ӑна Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, «Контактри» унӑн страницинче, «Чӑваш Республики» сообществӑра, Наци телекуравӗпе курма, Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» итлеме май пулӗ. Ыйтусене Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ яма, пост-анонс айӗнче комментари хӑварма юрать.

Сӑмах май, юлашки хутчен «тӳрӗ лини» ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/7288
 

Политика
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян Ҫӗмӗрле округӗн администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ.

Округ пуҫлӑхне суйласси пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата малалла кӗрешме ирӗк панӑ. Вӗсем – Эдуард Васильев тата Ольга Краснова.

Сасӑлав иртнӗ хыҫҫӑн округ администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Эдуард Васильев йышӑннӑ.

 

Политика
Анатолий Аксаков Телеграм-каналӗнчи сӑн
Анатолий Аксаков Телеграм-каналӗнчи сӑн

РФ Патшалӑх Думини финанс рынокӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ Анатолий Аксаков Тӗп банк пуҫлӑхне Эльвира Наибуллинӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе «Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине» парнеленӗ.

Кӗнекере – 328 страница, пӗлтӗр вӑл 1500 тенкӗ тӑнӑ.

Сӑмах май, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулта хӑтлӑлатнӑ.

 

Политика
"Чеб.медиа" сайтри сӑн
"Чеб.медиа" сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанине интервью панӑ, авӑн уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ.

Олег Алексеевичран вӑл хӗл валли пахча ҫимӗҫ консервлани пирки ыйтнӑ. Вӑл ку ӗҫпе мӑшӑрӗпе пӗрле аппаланнине каланӑ.

Элтепер ялта тӑванӗсем патӗнче пахча ҫимӗҫ пуҫтарнине, хӑйсен килӗнче те йӑрансем пуррине каланӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла тӳрӗ линире Олег Алексеевич чи юратнӑ апачӗ хуппипе пӗҫернӗ ҫӗрулми пулнине каланӑ.

 

Политика
Алла Салаева архивӗнчи сӑн
Алла Салаева архивӗнчи сӑн

РФ Патшалӑх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Патшалӑх депутатне Алла Салаевӑна Тав хучӗпе чысланӑ.

Палӑртмалла: Алла Салаева Патшалӑх Думин депутатӗнче 2021 ҫултанпа ӗҫлет. Ун умӗн вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Унсӑр пуҫне парламентӑн аялти палатинче Чӑваш Ен интересӗсене Алена Аршинова (ЕР), Анатолий Аксаков (СР) тата Ирина Филатова (КПРФ) хӳтӗлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/salaevaalla
 

Политика

Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис суйлавра ҫӗнтернӗ. ЦИК пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсен 41 проценчӗ сасӑланӑ, 73,99 проценчӗ Андрей Чибисшӑн сасӑ панӑ. Сувлава «Пӗрлӗхле Раҫҫей» партирен хутшӑннӑ.

Андрей Владимирович - Чӑваш Енрен. Вӑл 1979 ҫулта Шупшкарта ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑнать. Унччен вӑл РФ строительство тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 198
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 07

1980
45
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
45
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын