Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: парӑмсем

Республикӑра

Республикӑри 3 округа 55 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа вӗсем газ тата электроэнерги парӑмӗсене татӗҫ.

Резерв фондӗнчен Улатӑр округне газ парӑмне татма 33,9 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри округне 7,6 миллон тенкӗ парӗҫ. Ку укҫапа газ (3,3 миллион тенкӗ) тата электроэнерги (4,3 миллион тенкӗ) парӑмӗсене татӗҫ. Ҫӗмӗрле округне газшӑн тата электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татма 7,7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынран коллекторсем укҫа тавӑрса пама тапӑннӑ. Вӑл вара ҫав вӑхӑтра салтакра пулнӑ, кивҫен укҫа паракан нимле организацирен те укҫа илмен. Арҫын пулӑшу ыйтса прокуратурӑна ҫул тытнӑ.

Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫав ҫын ячӗпе икӗ микрофинанс организацийӗнче 22 пин тенкӗ ют ҫын укҫа илнине палӑртнӑ. Укҫана илме арҫыннӑн паспорт даннӑйӗпе тата кивӗ абонент номерӗпе усӑ курнӑ.

Ҫавна май йӗрке хуралҫисем улталакансем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, арҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн кредит организацине укҫа тӳлеттерме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енри суд приставӗсен сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те уншӑн тӳлеме васкаман. Пӗтӗмӗшле парӑм виҫи 750 пин тенке ҫитсе кайнӑ.

Арҫын парӑма тӳлесе пыманран суд приставӗсем унӑн «БМВ» машинине арестленӗ. Автомобиле сутасран хӑранипе арҫын парӑма тӳлесе татнӑ. Кредит парӑмӗсӗр пуҫне вӑл суд приставӗсене тӳлемелли укҫана та, пурӗ 50 пин тенкӗ, кӑларса панӑ.

 

Республикӑра
tvsamara.ru сайтри сӑн
tvsamara.ru сайтри сӑн

Республикӑра икӗ ача ашшӗ алимент тӳлемен, парӑм вара самай пухӑннӑ. 2023 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, юпан 26-мӗшӗнче вара чарса лартнӑ – вӑл РФ Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырса ятарлӑ ҫар операцине кайнӑ.

Икӗ ҫултан вӑл парӑма татнӑ. Отпуска килсен арҫын суд приставӗсен депозит счечӗ ҫине 721 пин тенкӗ куҫарнӑ, ҫапла пӗтӗм парӑма татнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе хупнӑ.

 

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Парӑмҫӑ суд приставӗсенчен... балкон ҫинче пытаннӑ. Ку пӑтӑрмахла истори – Шупашкарти 37 ҫулти арҫын пирки.

Вӑл 15 ҫулти хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм сахал мар пухӑннӑ: 350 пин тенке ҫитнӗ.

Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн пулнӑ, анчах арҫын суд йышӑнӑвне пурнӑҫламан, алимент тӳлемен. Кайран вуҫех ҫухалнӑ. Суд приставӗсем ӑна хваттерне шырама кайсан тупайман. Тепрехинче каллех шыраса хваттере килнӗ те ӑна ӑнсӑртран балкон ҫинче тупнӑ. Вӑл приставсем килмессерен пытанса ларнӑ иккен. Халӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарма хатӗрленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14721
 

Пӑтӑрмахсем
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи «Промтехстройсервис» предприяти рабочисене шалу тӳлемен. 27 ҫын умӗнче вӑл 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.

Пӑтӑрмах пирки пӗлсен прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ, асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ертӳҫӗ тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.

Халӗ прокуратура парӑма пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗсене алимент тӳлесшӗн пулман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ май ӑна 5 уйӑх ӗслесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.

Ачисене алимент тӳлеменшӗн арҫынна унччен административлӑ майпа явап тытарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл парӑма ҫур миллион тенкӗрен те ирттерсе янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм ачисем умӗнче 2 миллиона яхӑн тенкӗлӗх алимент парӑмӗ пухса тултарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, парӑм 1,8 миллион тенке ҫитсе кайнӑ.

Ултӑ ача амӑшне халӗ пуҫиле майпа явап тытарма йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла ҫулталӑк ӗҫлеме тивӗ, ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ.

36 ҫулти хӗрарӑм официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемен, вӑхӑтлах вырнаҫса тупӑш курнине хӑйне валли тӑкакланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗнче пурӑнакан 39 ҫулти арҫыннӑн ҫул ҫитмен хӗрне алимент тӳлес килмен. Унӑн парӑмӗ 1,2 миллион тенкӗрен каҫса кайнӑ.

Вырӑнти район сучӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Унччен ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Халӗ арҫыннӑн 5 уйах ӗҫлесе юсанма тивӗ, унӑн тупӑшӗн 5 процентне патшалӑх тытса юлса пырӗ.

 

Хулара
tambov.mk.ru сайтри сӑн
tambov.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти арҫын лӑпкӑ кӑна пурӑннӑ. Тӑрук пӗр кунхине ун патне суд приставӗсем килсе 400 пин тенкӗ парӑма татмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Арҫын ӑнланман: ара, вӑл нимӗнле кредит та илмен-ҫке-ха.

Ӗҫ-пуҫ вара ҫапла пулса тухнӑ иккен: 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ултавҫӑсем суя паспортпа усӑ курса ун ячӗпе икӗ банкра кредитсем илнӗ. Ҫапла парӑм пухӑнса та пухӑнса пынӑ.

Арҫын Ленин районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн материала полицие панӑ, унта вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21534
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 24

1919
107
Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ.
1993
33
Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем