СССР халӑх артисчӗ Максим Дормидонтович Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа унӑн ячӗпе хисепленекен Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнче республикӑри олимпиада ирттернӗ. Ҫав инҫет конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртнӗ, хальхинче ӑна кама халалланине каларӑмӑр.
Гран-прие Тӑвайри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑнта Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекенсем: Наталья Гаранина (5-мӗш музыка шкулӗ), Елена Полутова (2-мӗш ӳнер шкулӗ), Софья Падиарова (1-мӗш ӳнер шкулӗ), Ирина Ухтиярова Ирина (2-мӗш ӳнер шкулӗ) тата Татьяна Каратаева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази).
Кунсӑр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене те дипломсемпе чысланӑ.
И.Я.Яковлев ячӗлле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗн-и?» ятпа регионсен хушшинче куҫӑн мар майпа олимпиада ирттернӗ.
Олимпиадӑна 5–7-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Унта Комсомольски районӗнчи Явӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ те палӑрнӑ. Арина Галкина 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Никифорована хӗрачана олимпиадӑна хатӗрленӗшӗн Хисеп хутне панӑ.
Паянтан Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри предмет олимпиадисен Чӑваш Енри тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӗренӳре уйрӑмах талпӑнуллисенчен пӗрисем 21 предметпа хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ. Олимпиада ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Паянпа ыран, сӑмахран, ачасем акӑлчан чӗлхипе олимпиадӑна хутшӑнаҫҫӗ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекен 83 ача тупӑшӗ. Ҫавсенчен ытларахӑшӗ, 46-шӗ, Шупашкар ачисем, 6-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартан, 31-шӗ — районсемпе ытти хула ачисем.
Регионти олимпиадӑна хутшӑнма тӗп хулари 4-мӗш лицейре вӗренекен 20 ача тивӗҫнӗ.
Муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна 7–11-мӗш классенче вӗренекен 35 пин ытла хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ, 2 730-шӗ, пӗлӗве математикӑпа тӗрӗсленӗ. Биологие кӑмӑллакансем те йышлӑ: 2 703 ача район е хула шайӗнче иртнӗ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Олимпиадӑна хутшӑннисен хисепӗ тӑрӑх хакласан, ҫавӑн пекех ачасенчен самайӑшӗ вырӑс чӗлхипе историе юратса вӗренеҫҫӗ тесе шухӑшламалла.
Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе...
Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи машинтӑвакансен факультет студенчӗсен ушкӑнӗ механизпа урапа теорипе II Халӑхсем хушшинчи олимпиадӑна хутшӑнма Китай ҫӗршывӗнчи Шанхай хулине тухса кайнӑ.
Раҫҫейӗн, ҫав хушӑрах Чӑваш Республикӑн чысне Алена Егорова, Николай Мулюхин, Алексей Кокоулин, Владимир Варякин хӳтелет. Олимпиада вара юпан 12–14-мӗш кунсем хушшинче иртет.
Вӑрӑм ҫула тухиччен олимпиадӑна хутшӑнакансем университетӑн ректорӗпе, профессорӗпе Всеволод Агаковпа тӗл пулнӑ. Вӑл студентсене ӑслӑлӑх ӑмӑртӑвӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Китая каякансем вара ректора тав тунӑ, ют ҫӗршывра Раҫҫейпе республика чысне тивӗҫлӗ хӳтӗлеме шантарнӑ.
Шупашкарти машин тӑвакан техникумра вӗренекен Виктор Петров ҫак кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл професси, теори тата практика пӗлӗвне кӑтартса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ку ҫӗнтерӳпе техникум тивӗҫлипех мӑнаҫланма пултарать. Ҫук, тахҫан та пӗрре ҫӗнтернипе мар. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӳ илекенсем Раҫҫейри олимпиадӑсенче ҫӗнтересси ырӑ йӑлана ҫаврӑннипе. 2011 ҫулта, акӑ, Дмитрий Иванов, 2009-мӗшӗнче Павел Вторкин пӗрремӗш мала тухнӑ. 2007-мӗш ҫулта Иван Сергеев, пӗлтӗр Прохор Чугунов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, 2010-мӗшӗнче Екатерина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑнпа таврӑннӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче республика шайӗнче «ял-хуҫалӑх производствин тракторист-машинисчӗ» профессипе олимпиада иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва вӑтам, пуҫламӑш профессиллӗ учрежденийӗсенче вӗренекен аслӑ курссем хутшӑннӑ. Олимпиада икӗ турпа иртнӗ: пӗрремӗш — вӑтам профессилле паракан учрежденисенче, иккӗмӗш — республика шайӗнче — Етӗрне районӗн агротехника техникумӗнче.
Ӑмӑртура теори ыйтӑвӗсемпе практикӑра кӑтартмалли ӗҫсем пулнӑ. Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи агротехника техникумӗн студенчӗ Алексей Филиппов, иккӗмӗш вырӑна Кӳкеҫ посёлокӗнчи 27-мӗш училищӗре вӗренекен Александр Павлов, виҫҫемӗш вырӑна вара Патӑрьелти 7-мӗш профессилле училищин вӗренекенӗ Дмитрий Рубцов тухнӑ.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех.
Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Ен ачисем хушшинче чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади иртрӗ. Кунта 130 чӑваш ачи пуҫтарӑнчӗ.
Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчен Якуртушкӑньпе Юманай шкулӗсем тапӑҫнӑ. Олимпиада вӗсемшӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. 11-мӗш классра вӗренекен Юманай хӗрӗ Яковлева Оксана 2-мӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ, Якуртушкӑнь хӗрӗ Пакулаева Анастасия 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗмӗрлӗ ачисене те вӗсен вӗрентекенӗсене те ҫак пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр, малалла та хӑйсен пултарулӑхне аталантарасса шанатпӑр.
Иртнӗ ҫулӑн раштав уйӑхӗнчи 15-22-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине кӑмӑллакан 10-11-мӗш класс ачисем валли «Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттерчӗ. Тӗнче тетелӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса Чӑваш Республикинчен тата кӳршӗллӗ регионтан пурӗ 113 вӗренекен хӑйсен пӗлӗвне кӑтартма пултарчӗ.
Олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма жюри ҫителӗклӗ балл пухма пултарнисене суйласа илчӗ:
• «Тӑван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (чӑваш шкулӗсем) — 35 баллран кая мар;
• «Чӑваш чӗлхипе литератури» (вырӑс шкулӗсем) — 40 баллран кая мар.
Пӗрремӗш тапхӑра ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ шкул ачисене эпир хӗрӳллӗн саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑтура та ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Сенкер инҫет» олимпиадӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ асӑннӑ университетӑн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |