Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Республика ачисем мордва чӗлхин олимпиадинче маттур пулнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.02.2014 16:54 | 1713 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ.

Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ.

Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унтан ачасем И.Д.Воронин ячӗллӗ таврапӗлӳ музейне кайса курнӑ.

#Пӑрачкав районӗ, #Улатӑр районӗ, #олимпиадӑсем, #кӳршӗре, #Мӑкшӑ Республики, #Напольное, #Алтышево, #ҫитӗнӳсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем