Улатӑр арҫынни кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ют ҫын машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Анчах нумаях та каяйман — лакса ларнӑ.
«УАЗ 31514» автомобиле чӗртсе тухнӑ ӳсӗр арҫын пӗр 10 метр кайсанах хӑйӑр ӑшне путса ларнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын автомобилӗпе саккуна пӑсса хуҫаланма хӑтланнӑ арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Судра, сӑмах май каласан, арҫын хӑйӗн айӑпне тунса тӑман, йышӑннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ватӑ хӗрарӑм машина айне пулса вилнӗ.
Инкек 18 сехет те 30 минут тӗлӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Сӑр» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа 82 ҫулти хӗрарӑм утса пынӑ. Унӑн ҫипуҫӗ те тӗттӗмре аякранах курӑнакан йышшискер пулман. Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх ҫав. Кинемей ҫине «Лада-Калина» автомбиль пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти арҫын пулнӑ. Автомобиль ҫапса хӑварсан хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмаха халӗ специалистсем тишкереҫҫӗ, вӗсемех татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Паян Шупашкар хулинчи Фучик урамӗнче, пассажирсене турттаракан транспортра, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисен дежурнӑй пульчӗ ҫине ирхи 7 сехет те 40 минутра хыпарланӑ. Инкек вырӑнне полицин темиҫе нарячӗ пырса ҫитнӗ.
Маршрутка водительне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен чикнӗ. 23 ҫулти аманнӑ арҫын-водитель микроавтобуса Сӑкӑт кӗперӗ патӗнчи автозаправка патӗнчи лапама пӑрса илсе чарса лартма пултарнӑ.
Полицейскисен машининче ҫамрӑк хӗрарӑм лӑпкӑ ларнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
ХУШСА КАЛАНИ
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче паян 16 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗҫӗпе чикекен ҫамрӑк хӗрарӑм водительпе юнашар ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна вӑл ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑмран хӳтӗленес тӗллевпе машинӑна чарса лартнӑ та ҫӗҫӗллӗ хӗрарӑма хирӗҫ тӑнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пӗр ҫамрӑк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
17-ри каччӑн руль умне ларма ирӗк пулман пулин те ҫав каҫхине вӑл ашшӗн машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Руль умне вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑсенче ларнӑ.
Ҫул ҫитмен водитель Тӑрмӑша «Лада-Веста» автомобильпе тепӗр ялтан ҫитнӗ. Ял урамӗпе пынӑ чухне машина ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫула водитель прависӗр тухнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аманса пӗтнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ.
«Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман.
Инкекре водительсем аманман.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Шупашкар хулин администрацийӗ икӗ электроавтомобиль туяннӑ. Асӑннӑ транспорт хула тӑрӑх патруле тухӗ.
Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем Хӗрлӗ тӳрем, залив тата Мускав ҫыранӗ тӑрӑх тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – вандалсене тытса чарасси.
Транспорта туянма Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗ ыйтнӑ имӗш. Ҫавна кура хула администрацийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Патруль транспорчӗсем – Таиландри «Voltus» маркӑллӑ машинӑсем. «Voltus LP41B» гольфкар пӗр сехетре 25–30 километр каяйрать. Ҫутӑ заправки машинӑна 100 километр каймалӑх ҫитмелле.
Электромобильсене Шупашкара кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. Вӗсене тивӗҫлипе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫула кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви транспорт сутассине пӗлтернӗ. Конкурс юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ. Унта хутшӑнас тесен электрон аукциона кӗмелле.
Министерство республика хыснинчи икӗ транспорта сутӗ. Вӗсенчен пӗри — «ГАЗ-32213» ГАЗель (микроавтобус). 2003 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ 62 пин тенкӗпе танлашӗ. Микроавтобуспа Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗ усӑ курнӑ.
Сутлӑха кӑларнӑ тепӗр транспорт — «ПАЗ-3206-110-70» автобус. 2008 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ — 197,1 пин тенкӗ. Автобуспа Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав служби усӑ курнӑ.
Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пысӑк ҫухату пулса иртнӗ. Асӑннӑ ял урамӗпе пыракан «Ford Focus» автомобиль хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, юпа тӳнсе кайнӑ.
Водитель пирки кипкепе ҫуралнӑ теме юрать. Вӑл инкекре чӗрех тӑрса юлнӑ. Унӑн арӑмӗ вара вилмеллех аманнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн юнӗнче 0,8 мг/л спирт тухнӑ.
Арҫыннӑн 30 ҫулти мӑшӑрӗ машинӑра хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна пырса ҫитиччен вилсе кайнӑ.
Спидометрӑн стрелки тӑрӑх хакласан, водитель автомобиле сехетре 90 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫей» партин пайташӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн директорӗ Юрий Попов машинӑпа ҫул хӗррипе пынине видеорегистратор ҫине ӳкерсе илекенсем тупӑннӑ.
Вӑл К781ЕУ 21 номерлӗ «Мерседес» автомобиль рулӗ умӗнче ларса пынӑ. Машина Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн харпӑрлӑхӗнче шутланать иккен.
Пӑтӑрмах пирки «Руль умӗнче» порталта ҫырса кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилине пӑсакан ҫав ҫын тепӗр икӗ уйӑхран 60 ҫул тултарӗ. Ҫамрӑк мар пулин те вӑл ҫул айккипе кайма хирӗҫ мар иккен.
Депутата ҫул айккипе иртсе кайма тепӗр машина кансӗрленӗ. Анчах кӑштахран Попов машини каллех ҫул айккипе сиксе тухнӑ. Хӑйне кансӗрленӗ водителе вӑл ятлсшӑн пулнӑ имӗш, анчах лешӗ телефонпа ӳкернине курсан хӑйне тытса чарнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |