Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗн ӗҫченӗ машина урапи айне пулнӑ. Инкек браконьерсене тытса чарма хӑтланнӑ чух сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫи урине хуҫнӑ.
Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑсса пулӑ тытакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсаканни 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Ывӑлне пулӑшма 60 ҫулти ашшӗ машинӑпа персе ҫитнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын йӗрке хуралҫисенчен тарса ӳкес тесе пакунли ҫинех пырса кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 60 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчен кайса ҫухалнӑ, ывӑлӗ ҫыран хӗррипе чупса тарнӑ.
Вӗсене каярах ҫапах та тытса чарма май килнӗ. 60 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Браконьер вара пулла саккуна пӑсса тытнӑшӑн явап тытӗ.
Муркашра 71 ҫулти арҫын 5 ҫулти ачана машинӑпа таптанӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 17 сехетре Коммуналлӑ урам картишӗнче пулса иртнӗ.
5 ҫулхи хӗрачапа кукашшӗ (тен, аслашшӗ-тӗр. Вырӑсла «дедушка» тесе ҫырнӑ) ача пахчинчен таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ача ҫине «ГАЗ-2752» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 71 ҫулти арҫын пулнӑ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Микроавтобус водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ.
Чӑваш Енпе иртекен «М-7»федераци ҫулӗ ҫинчи инкекре водитель тата икӗ ҫамрӑк пассажир суранланнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑрушсӑрлӑх пиҫихиййӗпе ҫыхӑнман.
Ҫул ҫинчи инкек Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче ӗнер пулса иртнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Скани» водителӗ малта пыракан машина ҫывӑхне пырса кӗнӗ. Вӑл «Рено Сандеро» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ҫавна май Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан ҫынсем суранланнӑ. Вӗсенчен пӗри – водитель, ҫавӑн пекех — 2005 тата 2007 ҫулсенче ҫуралнӑ пассажирсем.
Шупашкар районӗнчи кашни яла асфальт ҫулпа темиҫе ҫул каяллах ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кайран ялти ҫулсене те е асфальт, е вак чул сарма тытӑнчӗҫ. Ҫапах та 21-мӗш ӗмӗрти ырлӑх ҫитмен урамсем те пур-ха. Вӗсенчен пӗринче васкавлӑ пулӑшу машини лакса ларнӑ.
Чирлӗ ҫын патне пынӑ тухтӑрсем автомобильтен анса ҫуран кайнӑ. Утса мар, чупса. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинине ялти пӗр тракторист лачакаран туртса кӑларнӑ. Унтан чирлӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Федерацин медицина страхованийӗн фончӗн территорири уйрӑмӗ машина туянӗ. Ӑна вӑл 2,4 миллион тенкӗпе туянма палӑртса хунӑ. Медицина страхованийӗн фончӗ «Toyota Camry» автомобиль пирки ӗмӗтленет.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, инҫетрине тата ҫывӑхрине кӑтартакан ҫутӑ диочӗллӗ хунарсем пулмалла, айккинчи кантӑка ӑшӑтмалли тытӑмпа тивӗҫтернине, ларкӑчсене ӑшӑтма май пуррине тата ыттине шута илӗҫ.
Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Машинӑпа фондӑн уйрӑмне ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тивӗҫтермелле.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви «Volkswagen Phaeton» автомобильсем сутассине пӗлтернӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пуҫланӗ.
Асӑннӑ икӗ машинӑна республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ вӑхӑтра туяннӑ. Ҫӗнӗ чухне пӗр машина хакӗ 8,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ аукционти пуҫламӑш хака 847 пин тенкӗ пулӗ тесе палӑртнӑ.
Аукционта ытти машинӑна та сутӗҫ. Сӑмахран, 2007 ҫулта туса кӑларнӑ «Mersedes-Benz» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ — 852 пин тенкӗ, 2002 ҫулхи «ГАЗ 3102» — 24 пин, 2004 ҫулти «ВАЗ-21099» — 11 пин, «УАЗ 39629» санитари автомобилӗ — 15 пин, 1988 ҫулхи «ГАЗ-САЗ-3507» — 52,1 пин, 1996 ҫулхи «УАЗ-315-12» — 37,3 пин.
Унсӑр пуҫне «Амур-М» катера та сутасшӑн. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 23 пин тенкӗ. Вӑл ҫалавпа шырав службин балансӗ ҫинче тӑнӑ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫ енне, тата тӗрӗсрех каласан, 17 сехет тӗлӗнче, Шупашкара хӗвеланӑҫ енчен кӗнӗ тӗлте инкек пулса иртнӗ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Порше-Кайен» автомобиль водителӗ пӑрӑннӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫулӑн ҫав енӗпе 58 ҫулти водитель тытса пыракан «Рено-Дастер» автомобиль пынӑ . Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Порше-Кайен» автомобильти виҫӗ ҫынна – икӗ арҫынпа хӗрарӑма — пульницӑна илсе кайнӑ.
Асӑннӑ машина водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн административлӑ майпа пӗлтӗр 24 хутчен явап тыттарнӑ. Машинӑри ҫынсенчен пӗри те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен.
Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ.
Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар.
«Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур.
Паян ирпе Патӑрьел районӗнчи Ишлӗ ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫуннӑ. Инкек ирхи 6 сехетре пулса иртнӗ. Чӑваш Ен Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шел те, пушар час-часах унта та кунта алхасать. Канаш хулинче, сӑмахран, ӗнер вут-ҫулӑм «Kia-Rio» ҫӑмӑл автомобиле сиенлетнӗ. 2015 ҫулта туса кӑларнӑскер Некрасов урамӗнчи 6-мӗш ҫурт умӗнче ларнӑ. Машина кӑнтӑр кунӗнче, 12 сехет те 30 минутра, хыпса илнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автомобилӗн электрооборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ.
Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |