Пирӗн республикӑн тӗп хулинче «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «Технодинамика»холдингӗн тытӑмне кӗрекен В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, малалла аталанса пырать. Унта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем туса кӑларнипе пӗрлех резина мечӗк ӑсталаҫҫӗ. Анчах завод хӑйӗн ҫав продукцине Шупашкарта ваккӑн сутман. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пекки уҫӑлӗ.
Резина мечӗк сутакан лавкка ГОСТ ыйтнипе килӗшсе тӑракан ача-пӑча теттине 1960 ҫултанпа туса кӑларать. Шупашкарти мечӗке ют ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ. Ӑна Великобритание, Германие, Австралие, Сауд Аравине, Кувейта тата Монголие ӑсатаҫҫӗ.
Мечӗке халӗ Шупашкарта «ПОЙМАЙ» (чӑв. Тыт) брендпа кӑлараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти улма-ҫырла сутакан лавккана уйӑхлӑха хупса хунӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
«Фрукты-Сухофрукты» суту-илӳ павильонӗнче санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑснине тупнӑ. Сӑмахран, унта сивӗ тата ӑшӑ шыв пулман. Сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл 5 литрлӑ кӗленчесенчи шывпа усӑ курать. Анчах вӑл гигиена тӗлӗшӗнчен таса пулнине ӗнентерекен документ та ҫук. Кӗленчесене шал енчен дезинфекцилемеҫҫӗ, ҫумаҫҫӗ. Шыва канализацие тӑкаҫҫӗ, ӑна юхтарса ямашкӑн килӗшӳ туман.
Ҫавӑн пекех алӑ ҫума раковина ҫук, дезинфекци шӗвекӗ те курӑнман. Кунсӑр пуҫне павильонра арпуса ҫурмалла касса сутнӑ. Ҫапла адмӗҫ пуҫарса павильона 30 кунлӑха хупнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ.
Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви лавккара суя укҫа тыттарса хӑварнӑ хӗре шыранине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Ленинград урамӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗрне тавар туянма пынӑ хӗр лавккари япалашӑн кулӑш банкӗн билечӗпе татӑлнӑ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хӗр сутуҫӑна 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тыттарса хӑварнӑ, сутуҫӑ ҫавна уйӑрса илеймен.
Тавар туяннӑ хӗр сӑнпа пӑхсан 19-20 ҫулсенче, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳллӗшӗ — 165-170 сантиметр, ҫырӑ ҫӳҫлӗ. Хӑй ҫутӑ куртка тата кӑвак джинс тӑхӑннӑ.
Хӗре уйӑрса илнисене 8-917-664-60-06 е 102 телефонпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Красноармейски ялӗнче лавккари холодильникпе морозильник ҫуннӑ. Вӗсенче тинӗс ҫимӗҫӗсем пулнӑ.
Ҫимӗҫсем йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна та сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман, аманман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кӑҫал 946 пушар пулнӑ. Вӗсенче 57 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 43 ҫын суранланнӑ.
Тутарстанри ҫамрӑк амӑшӗ Чӑваш Енре 5 пин тенкӗлӗх суя 11 укҫа вырнаҫтарнӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑри банксене суя укҫа пулни пирки хыпарсем ҫитнӗ. Пурте – 5 пин тенкӗллӗххисем, серийӗ те пӗрешкел.
Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн Тутарстанра пурӑнакан 21 ҫулти хӗрарӑма тытса чарнӑ. Хӑй вӑл – Киров облаҫӗнчен.
Вӑл 4 уйӑхри ачине пулницӑра хӑварса пирӗн республикӑна килнӗ, суя укҫасене вырнаҫтарнӑ. Полицейскисене ҫапла каласа кӑтартнӑ: тавара ытларах пӗчӗк лавккасенче туяннӑ. Пысӑк мар япаласем суйланӑ: кушака ҫитермелли апат, пирус, канфет, апат-ҫимӗҫ…
Анчах хӑш-пӗр лавккара кассирсем укҫа суя пулнине палӑртнӑ.
Ҫӗршыври пысӑк суту-илӳ сечӗсенчен пӗри, «Магнит», Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫе ытларах сутма тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче хыпарланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ компанипе пирӗн республика Питӗрти экономика форумӗнче килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе кӳршӗллӗ регионсенчи лавккасенче ытларах сутма пуҫласси пирки каланӑ.
«Магнит» суту-илӳ сечӗн пирӗн республикӑри лавккисенче «Фермер картишӗсем» уҫӑлӗҫ. Унта фермерсен апат-ҫимӗҫ пулӗ. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев сӗннӗ-мӗн.
Республикӑри тӗрлӗ районта мобильлӗ ушкӑнсем лавккасенче, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта кӑшӑлвирусран епле сыхланнине тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Муркаш районӗнче те ҫаплах.
«Ҫӳретӗр кунта ухмахланса (Фейсбукри постра вырӑнти тӳре-шара хӗрарӑм каланӑ сӑмах вырӑнне синонимпа усӑ курнӑ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ). Пахчара ыхра лартасчӗ», — ҫапла вӑрҫса хӑварнӑ лавккара тавар туянакан хӗрарӑмсенчен пӗри. Хӑй вӑл маскӑпа пулнӑ. «Мӗн тери айванла ӗҫ сирӗн», — тарӑхса алӑка хыттӑн хупнӑ тепӗр лавккана маскӑсӑр кӗме хӑтланнӑ хӗрарӑм.
Тепӗр лавккара вара мобильлӗ ушкӑнпа пӗр арҫын вӑрҫма тапранса кайнӑ. Вӑл ушкӑн пайташӗсене ҫеҫ мар, вӗсен тӑванӗсене тата ҫитес виҫӗ ӑру таран ылханса пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн мобильлӗ ушкӑн пӗрле ҫӳреме полицейскисене чӗннӗ.
«Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре майонез тата ытти соус хакланма пултарать. Производительсем кун пирки суту-илӳ сечӗсене пӗлтернӗ.
Хаксене ака уйӑхӗнчех хӑпартма палӑртнӑ. Майонез тата соус 5-12 процент хакланӗ, вӑтамран – 10 процент. Мӗншӗн? Сӑлтавӗсене палӑртнӑ: ҫу, упаковка, бензин, тата ытти те хакӗсем пысӑкланаҫҫӗ.
Производительсем палӑртнӑ тӑрӑх, хака хӑпартни хӑйӗн хакне саплаштармасть, тӑкакран хӑтӑлма ҫеҫ пулӑшать. «Коммерсантъ» хыпарланӑ тӑрӑх, ахӑртнех, лавккасен кун пек условисемпе килӗшме тивӗ.
Сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасенче майонезпа тӗрлӗ соус хакӗ хӑпарма пуҫланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна полици тытса чарнӑ. 36 ҫултискер унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл супермаркетсенчен 40 хутчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Иртнӗ тунтикун ҫак арҫын лавккаран эрех йӑтса тухма хӑтланнӑ. Шӑпах ун чухне ӑна сутуҫӑсем асӑрханӑ та. Анчах арҫын тарса ҫухалнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ. Ыйтса тӗпченӗ чухне акӑ мӗн ҫиеле тухнӑ: вӑл 40 лавккаран вӑрланӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти супермаретсенчен вӑл апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем йӑкӑртнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе 19 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |