Республика шайӗнче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула тата ял тӑрӑхӗсем ҫулталӑкӗпех «Чи хӑтлӑ тӑрӑх» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Халӗ ҫӗнтерӳҫӗсем раҫҫей шайӗнче тупӑшма пултарӗҫ.
Пӗтӗмпе 11 заявка пулнӑ. Пӗрремӗш категорире 2-ӗн пулнӑ, унта Вӑрнар ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш категорире 3-ӗн хутшӑннӑ, 1-мӗш вырӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ. Тӑваттӑмӗш категорире хутшӑнакан нумайрах пулнӑ. Чи маттурри ятне Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗ илнӗ.
Конкурсҫӑсем ҫулталӑкӗпех тӑрӑшнӑ. Комисси ял е хула тӑрӑхӗнче тӗллевлӗ программӑсем мӗнле пурнӑҫланнине, строительство мӗнле пынине, пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене пӗтернине, тавралӑха мӗнле илемлетнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсем хушшинче 1 миллион тенкӗ пайлӗҫ.
Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ.
Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ.
Ҫак кунсенче республикӑн чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗсене палӑртнӑ. Конкурса 35 ҫула ҫитичченхи 9 ученӑй хутшӑннӑ. Вӗсен вӑтам ҫулӗ — 32-33 иккен. Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ.
Естествӑллӑ ӑслӑлӑхсен енӗпе чи лайӑх ӑсчах ятне хими ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Алексей Ерёмкин тивӗҫнӗ. Органика хими енӗпе вӑл 60-а яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ иккен. Техника ӑслӑлӑхӗсен енӗпе физикӑпа математика кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн математика тишкервӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Тихонов ҫӗнтернӗ. Социогуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе юлашикнчен асӑннӑ аслӑ шкулта педагогикӑпа яковлевоведени кафедрин доцентӗнче тӑрӑшакан Игорь Кожанов мала тухнӑ.
Ҫакӑн пек шухӑшлать иккен Чӑваш патшалӑх эксперимент театрӗн актриси Елена Светлая. Ҫав хастар пуҫарнипе республикӑра кӑҫал та «Хӗрарӑмӑн пултарулӑхӗн чикки ҫук» конкурс иртмелле. Ӑна республикӑн Наци вулавӑшӗпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса камсем хутшӑнма юрани пирки кӗскен каласан, кирек камӑн та хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхма юранине пӗлтермелле. Конкурса пуҫласа ирттернӗ чух, ав, вӗрентекенсем, вулавӑшра тӑрӑшакансем, блогерсем, фотографсем, килте ларакансем, усламҫӑсем хутшӑннӑ-мӗн. Пӗртен-пӗр услови — ӗҫпе кӑсӑклану пӗр килмелле марри.
Конкурс условийӗпе вулавӑшӑн сайтӗнче паллашма пулать.
Чи маттур хӗрарӑмсене арҫынсенчен кӑна тӑракан жюри палӑртӗ.
Республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли кӗнеке ҫыракансен хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта пӗчченшерӗн те, темиҫе автор пӗр пулса та хутшӑнаяҫҫӗ.
Номинацисем ҫапларах: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав, вӑтам ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлав, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав. Кашни номинаципех пӗрер грант пӑхса хӑварнӑ. Шӑпӑрлансем валли шӑрҫаланипе 50 пин тенке тивӗҫес шанчӑк пур, вӑтам ӳсӗмрисемпе аслисем валли ҫырсан — 75-шер пин тенке.
Конкурса хут ҫине пичетленӗ тата электрон вариантлӑ алҫырӑва тӑратмалла. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫав уйӑхӑн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Камсем ҫӗнтернине юпа уйӑхӗн ҫурринчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ.
Республикӑн Вӗренӳ министерстви Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн логотипне палӑртма конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта камсем хутшӑнма юрассипе асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма пулать. Кӗскен каласан, унта хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Кӑмӑл тата илеме туйма тата кӑтартма пӗлни, шухӑша уҫса пама пӗлни кӑна кирлӗ тесен те юрать.
Ҫӗнтерӳҫӗ-логотипа кайран интернет-сайтсене илемлетме, тӗрлӗ информаци, реклама тата парнелӗх япаласем хатӗрленӗ чух усӑ курӗҫ.
Конкурс ҫитес уйӑхӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 28-мӗшӗччен пырӗ. Ӗҫсене obrazov3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен (8352) 64-21-77 номерпе шӑнкӑравлама юрать.
1839-мӗш ҫулта, 175 ҫул каялла, Франци художникӗ тата химикӗ Луи Дагер фотоаппарат шутласа кӑларнӑ. Республикӑра ҫак юбилея тата Культура ҫулталӑкне халалласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 24-мӗшӗччен «Ҫӗнӗ Ҫул каникулӗ» инҫет фотовикторинине ирттернӗ.
Сӑнсен викторинине пурӗ 70 ытла вӗренекен хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районӗсенчен тата Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен викторинӑн 10 ыйтӑвӗ ҫине ответлемелле, ҫав шутра сӑнӳкерчӗк авторӗсене пӗлмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне 4 йӗркерен тӑракан пӗчӗк сӑвӑпа ӳкерчӗке сӑнласа памаллаччӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртакансен «Ман юратнӑ Хӗл Мучи, Юр кӗлетке, Юрпике» темӑпа сӑн ӳкерсе ярса памалла пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче хӑш ӳсӗмрине кура палӑртнӑ: 4–6-мӗш, 7–9-мӗш тата аслӑ класра вӗренекенсемпе студентсем хушшинче. 4–6-мӗш класра вӗренекенсен йышӗ ытларах пулнӑ пирки ҫӗнтерӳҫӗ ятне 6 ача, призер ятне 3 ача тивӗҫнӗ. 7–9-мӗш класрисем — 4 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер, аслӑ класрисемпе студентсем хушшинче 3 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер. Вӗсене пурне те дипломсемпе чыслама палӑртнӑ.
Чӑваш наци конгресӗ ҫӗнӗ медаль ӑсталасшӑн иккен — «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ятлине. Ятарласа конкурс та пуҫарнӑ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ӳнерҫӗсем, геральдистсемпе ювелирсем кӑна мар, ахаль халӑх та хутшӑнайрать — медаль эскизне нарӑcӑн 24-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле те конкурс комиссине кӑтартмалла. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне камӑн ӗҫӗ ҫӗнтернине палӑртмалла.
Ӑмӑрту йӗркипе туллин ЧНК сайтӗнче паллашма пулать.
Элӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2014» конкурс ирттересси пирки пӗлтерет. Унта ҫӗнтернисем республика шайӗнчи ҫавӑн пек конкурсра хутшӑнайӗҫ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенӗ — Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Паха тӗрӗ» ӳнер промыслисен фирми. Конкурса унти «Асамлӑ тӗрӗ» тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейсем йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртекен конкурса хутшӑнакансен чӑваш орнаментне тата нӑн пӗлтерӗшне кӑтартмалла. Ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнассине, ачасен тӑрӑшӑвне ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа хаклассине пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑн Культура министерстви «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс валли материалсем пухма пуҫлассине пӗлтерет.
Ҫулсеренех иртекен конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 13-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта сцена ҫине пӗлтӗр кӑларнӑ спектакльсене кӗтеҫҫӗ. Кашни театрӑн икӗ спектакльтен ытла тӑратмалла мар. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ номинаци валли пӗрер кандидат сӗнмелле.
Ку конкурса Театр кунӗ тӗлне, вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулать, пӗтӗмлетекенччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |