Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тӗрӗ ӑстисем тупӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.04.2015 13:58 | 1848 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш Ен ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче алӗҫ ӑстисем тупӑшнӑ. Тӗрӗ ӑстисем юлашки хут 2010 ҫулта пулнӑ.

«Ҫӗр пин юрӑ тӗнчинче» ятпа иртнӗскер конкурс кӑна мар, ӑсталӑх класӗ те. Ӑстасем республикӑри пур районтан та килнӗ. Кашниех хӑйӗн ӗҫӗпе паллаштарасшӑн ҫуннӑ.

Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, 5 ҫул каяллахи тата хальхи ӗҫсене танлаштарма ҫук. Конкурсҫӑсен ӗҫӗсем — чӑн-чӑн шедевр.

Татьяна Петрова жюри палӑртнӑ тӑрӑх, ӑсталӑх ҫемьене кура аталанать. Ачасем асламӑшӗ, амӑшӗ тӗрленине кура вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫамрӑксем арчари япаласене кӑларса кураҫҫӗ, ҫав ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ вӗт.

Акӑ Светлана Прохорова Елчӗк районӗнче «Астапи» клуба ертсе пырать. Вӑл конкурса К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ хӑйне евӗр кӗнеке хуплашкине илсе килнӗ. Вӑл амӑшӗнчен тӗрлеме вӗреннӗ.

Конкурсра килтен илсе килнӗ ӗҫсемсӗр пуҫне экспромта та хакланӑ. Конкурсҫӑсем хушнӑ ӗҫе 5 сехет тӗрленӗ. Жюри хӑвартлӑха, пахалӑха, хитрелӗхе хакланӑ.

Элӗк районӗнчен килнӗ Светлана Константинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти пултарулӑх ҫурчӗн ӑсти Ольга Волкова ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

#чӑваш тӗрри, #Элӗк районӗ, #Елчӗк районӗ, #Трактор тӑвакансен КК, #конкурссем, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем