Паян чӑваш композиторӗ Александр Васильев (9.1.1948-7.12.2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.
Александр Георгиевич — композитор, педагог, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ.
Композитор Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусствӑсен кафедрин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ ӗҫӗсен хушшинче Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хура айӗнче» поэми тӑрӑх хайланӑ «Чакка» оперине асӑнса хӑварма пулать.
Чӑваш Енре композиторсен конкурсӗ иртӗ. Кун пирки республика Правительствин раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Музыка хайлавӗсен республикӑри конкурсне композиторсене хавхалантарас тата профессиллӗ пултарулӑх коллективӗсен репертуарне хальхи вӑхӑтри кӗвӗ-ҫемӗпе пуянлатас тӗллевпе йӗркелеме йышӑннӑ.
Конкурса виҫӗ ҫулта пӗр хутчен ирттерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗҫ: «Инструмент сочинененийӗ», «Вокалпа хор жанрӗ», «Пысӑк музыка форми».
Ҫӗнтерӳҫӗсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Вӗсен хайлавӗсене патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсенче усӑ курма сӗнӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш композиторӗн, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Юрий Кудаковӑн юбилей концерчӗ иртнӗ. Хитререн те хитре чӑваш юррисене юратакансем, композиторӑн пултарулӑхне хаклакансем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Тӑван халӑха юратса юрӑсем эпӗ хыврӑм» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ. Ансамбль хорӗ концерта темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Репетицисене Юрий Дмитриевич хӑй те пырса ҫӳренӗ.
Юрий Кудаков 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ӗҫленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫленӗ Николай Зимин ҫуралнӑ кун, асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Пурӑннӑ пулсан Николай Зимин ҫак кунсенче 80 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн чӗри 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.
Паллӑ музыковеда тӑван тӑрӑхра манмаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарти ача пахчисенче «Культурная Чувашия» (чӑв. Культурӑллӑ Чӑваш Ен) фестиваль иртет. Ҫавна май ачасене республикӑри паллӑ композиторсемпе, музыкантсемпе, театр тата кино артисчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗ пулнӑ май хулари 140-мӗш ача пахчинче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, юрӑҫпа тата композиторпа Людмила Кинерпе тӗл пулнӑ.
209-мӗш ача пахчинче музыка квесчӗ, «Кӗвве уйӑрса ил» вӑйӑ ирттернӗ. 142-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем Аннита Лоренцова ача-пӑча композиторӗпе тата хулари 3-мӗш музыка шкулӗнче ӗҫлекен педагогпа тӗл пулнӑ. 8-мӗш ача пахчинче ӑсталӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Элла Леонтьева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Ольга Шарыкина, училище преподавателӗсем Раиса Андреева, Надежда Данилова, Зоя Долгова, вокал уйрӑмӗн студенчӗсем Мефодий Галкин тата Роман Волков хутшӑннӑ.
Григорий Хирпӳ 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Шупашкар уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑвашрадиори вокал ансамбльне, Чӑваш Енри Хор обществине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Пултарулӑх енӗпе 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Григорий Хирпӳ тӗрлӗ жанрлӑ тата содержаниллӗ 5 пин ытла вокал сочиненийӗ ҫырса хӑварнӑ. Григорий Хирпӳ 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.
Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.
Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.
Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.
1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.
Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикӑн Композиторсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӑнче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин 60 ҫул тултарнӑ.
Андрей ГалкинФ.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ.
Андрей Петрович тӗрлӗ жанрлӑ композицисем хайлать. Ҫав шутра — симфони тата камера музыки, эстрада юррисем, драма спектаклӗсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетет. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Вӑл «Аттила. Легенда ҫурални», «Хуркайӑк ҫулӗ» балетсем валли юрӑ-кӗвӗ ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |