Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Фестивальте чӑваш музыкин концерчӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.10.2023 12:42 | 2863 хут пӑхнӑ
Культура

Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) фестиваль иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Культура министерствипе Раҫсейӗн композиторсен союзӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ятсемпе тата музыкӑри ҫӗнӗ енсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хутчен иртекен фестиваль вӑхӑтӗнче концертсем тӗрлӗ ҫӗрте пулӗҫ. Ҫав шутра — Мускаври академи филармонийӗ, «Зарядье» концерт залӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерватори. «Мускаври концертсемсӗр пуҫне симфони, камера тата хор программисене ҫичӗ хулара – Барнаулта, Чулхулара, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Сартура, Хабаровскра тата Шупашкарта — кӑтартӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Раҫҫейри композиторсен союзӗн генеральнӑй директорӗ Карина Абрамян.

#Шупашкар, #Санкт-Петербург, #Петрозаводск, #Чулхула, #Барнаул, #музыка, #фестивальсем, #культура, #Сарту, #Хабаровск, #композиторсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2621.19.5120
2023.10.21 14:45
"Концертсем тĕрлĕ лапамара пулĕç". Хо-хо!.. Мускав филармонийĕ тата ыттисем пурте лапамра? Мĕскĕнсем, мĕнле ишсе тухĕç унтан?

Лапам - лощина, ложбина, низина// низинный, низменный; лапамлă вырăн - низменная местность; лапама шыв илнĕ - низину затопило водой.
Чăвашла-вырăсла словарь. Под. ред. М.И. Скворцова.: М, изд-во "Русский язык", 1982 г.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем