Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑшӑлвирусран прививка тумаллисен списокне анлӑлатас шухӑшлӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнвӗсен министерстви те ку сӗнӗве ырлать иккен.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑш-пӗр регионта обществӑлла апатлану предприятийӗсем ҫеҫ мар, мӗнпур суту-илӳ сфери QR-кодсене тӗрӗслет». Тепӗр майлӑ каласан, суту-илӳ центрӗсене те тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ. Тавар туянакансен е ковидран вакцинациленнине ҫирӗплетсе памалла, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул иртменнине кӑтартса паракан справка кирлӗ, е ковид ерменнине ӗнентерекен ПЦР-тест ыйтаҫҫӗ.
Прививка тутарма никама та ӳкӗте кӗртме хӑтланмалла мар, вакцинаци тутармаллисен списокне анлӑлатмалла. Ҫапларах татса каланӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин Роспотребнадзор сӗнӗвӗпе килӗшнине палӑртса.
«Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине директор пулса Юрий Бабаве ертсе пырӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ иккен.
Аса илтерер: унпа коллектива пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче гендиректор тесе паллаштарнӑччӗ. Халӗ Юрий Бабаев — гендиректор мар, директор.
Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ.
Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти тилхепене халӗ Оксана Ивановӑна шанса панӑ. Унччен гендиректорӑн тивӗҫне Александр Спиридонов пурнӑҫланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, корпораци тупӑшӗ пысӑках мар. Кӑҫалхи ҫур ҫула унта 1 миллиона яхӑн тупӑшпа ҫеҫ вӗҫлеме мехел ҫитернӗ. Ҫавна май корпорацин сӑнав канашӗн иртнӗ уйӑхри ларӑвӗнче пуҫлӑха тупӑша ӳстерме сӗнсе хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх, Оксана Иванова, хальлӗхе гендиректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑрӑшать. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Ларӑва республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма Сергей Тоцкие шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Иванович пирки ҫак самантра нимӗн те пӗлместпӗр. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хыпар шыранӑ май ҫакӑн пек информацие асӑрхама тӳр килчӗ. Сергей Иванович Тоцкий ятлӑ ҫынна (сӑнӳкерчӗкре) 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗ пулма шаннӑ. Ҫав ҫын унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ. Вӑл 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Сӑмах май каласан, Удмурт Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин тытӑмӗнче хальхи вӑхӑтра Тоцкий хушамачӗ курӑнмарӗ.
ХУШСА КАЛАНИ
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Сергей Тоцкий, чӑн та, Удмурт Республикинчен.
Чӑваш Енӗн «Информаци технологийӗсен центрӗ» автономи учрежденийӗн директорне ӗҫрен авӑн уйӑхӗн 29-иӗшӗнче кӑларнӑ.
Асӑннӑ организацире пуҫлӑх пулса Михаил Степанов тӑрӑшнӑ.
Михаил Владимировича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Директора ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
Информаци технологийӗсен центрӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине пӑхӑнать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, асӑннӑ ведомствӑн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Сергей Фролова ҫирӗплетнӗ.
Сергей Руслановича яваплӑ тивӗҫе шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Сергей Фролов унччен регионти виза сервисӗн центрӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ӑна ертсе пыракан кадрсен резервне «Экономика тата финанс» отрасльпе кӗртнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра килес ҫул епле канасси паллӑ. Уяв кунӗсем канмалли кунсене лекнӗ чухне кану кунӗсене урӑхларах палӑртаҫҫӗ. Ҫавна ҫӗршыв Правительствин шайӗнчех йышӑнаҫҫӗ.
2020 ҫул валли палӑртнӑ ҫӗнӗ календарьте ҫитес Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшччен канма йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗнчи уявсем икӗ пайран тӑрӗҫ. Пӗрре ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ-ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче канӑпӑр, унтан тепре — ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче те канмалли кун пулӗ. Пуш уйӑхӑнӗче харӑсах виҫӗ кун: 6-8-мӗшӗсенче — кантарӗҫ.
Чӑваш Енӗн физкультура тата спорт министрӗн ҫумӗ пулма паян Ольга Смирновӑна ҫирӗплетнӗ.
Ольга Владиславовна асӑннӑ ведомствӑра ҫӗнӗ ҫын, ӑна унта пурте пӗлеҫҫӗ. Маларах ҫав хӗрарӑм финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Сӑмах май, министертствӑн структурине тишкерсен ҫакӑ палӑрать: Ольга Смирнова пай пуҫлӑхӗн тивӗҫне те пурнӑҫлӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл министр ҫумӗ — финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерствине Василий Петров ертсе пырать. Унӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина (пӗрремӗш ҫум), Ольга Букина тата Ольга Смирнова.
Ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Николай Жукова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине документра ӑнлантарса тӑман.
Паянхи ир тӗлне илсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем: Алексей Лукшин тата Наталия Скворцова. Министрӑн ҫавӑн пекех пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Влада Бадина.
Пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑн та, пирӗн пӗчӗк тӑрӑхӑмӑртан ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ тухса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине территорие тата отрасльсене кура йӗркелесшӗн. Ӑна хатӗрлеме мӗнпур министерство, районсемпе хуласен администрацийӗсем хутшӑнӗҫ. Олег Николаев ку ӗҫе чӑваш диаспорисене те явӑҫтарассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Людмила Васильевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |