Халӑх академикӗсен журналӗн черетлӗ номерӗ — кӑҫалхипе вӑл иккӗмӗш — пичетленсе тухнӑ. Ӑна вара Константин Иванов ҫулталӑкне тата Раҫҫейре палӑртакан Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Журнал страницисенче эсир паллӑ ӑсчахсем, вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем хальхи литература ыйтӑвӗсем тавра ҫырнӑ статяьсемпе паллашма пултаратӑр. Авторсен шутӗнче ҫавӑн пекех студентсемпе шкул ачисен ӗҫӗсем те пур.
«Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем» журнал кӑҫал тухма пуҫланӑ. Пӗрремӗшне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ, унта Чӑвашран тухнӑ фронтпа тыл паттӑрӗсем пирки каласа панӑ.
Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.
2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.
Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта «Тантӑш» хаҫатӑн, «Теттепе» «Самант» журналсен корреспонденчӗсем хӑнара пулчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене хаҫат тата журналсем ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсене хаҫат-журналти туслӑха малашне те тӑсма чӗнчӗҫ. Шкулти вӗренекенсем хаҫата час -часах хӑйсен хайлавӗсене ярса параҫҫӗ, вӗсем хаҫат страницисенче кун ҫути курсан савӑнаҫҫӗ.
«Паянхи номерте те Коля Ивановпа Филипп Афанасьевӑн халапӗсем пичетленнӗ», — савӑнтарчӗ ачасене Лариса Петрова, вӗсене асӑнмалӑх хаҫат парнине — «Тантӑш, Тетте, Самант», — тесе ҫырнӑ ручка парнелесе. Нина Царыгина «Тетте» журнал пирки, Илья Клочков — «Самант» пирки каласа кӑтартрӗҫ. Илья Клочков фото ӑсти пухӑннисене фотоаппаратпа туслашма чӗнсе каларӗ.
Кашни ачах парнеллӗ пулчӗ, «Тантӑш» хаҫатпа журналсем, хаҫат хастарӗсем — асӑнмалӑх парне-ручка. Хама илес пулсан эпӗ яланах «Тантӑш» хаҫата та, «Тетте» тата «Самант» журналсене те яланах ҫырӑнса илетӗп, мӗншӗн тесен шкулта ӗҫлекен кашни вӗрентекенӗн шкул ачисене куллен пулӑшса пыракан хаҫат-журнала ҫырӑнса илмеллех тесе шутлатӑп.
Юпа уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ виҫӗ ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ регистрациленӗ. Ҫапла майпа «Агрик», «Каталог под ключ» реклама журналӗсем, ачана памалли воспитани ыйтӑвӗсене ҫутатакан «Шпаргалка для родителей» журнал уйӑхсерен тухса тӑрӗҫ.
Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 188 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленӗ. Вӗсенчен 151-шӗ — пичет кӑларӑмӗ: 104 хаҫат, 41 журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 1 пуху, 1 каталог.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре электронлӑ 35 массӑллӑ информаци хатӗрӗ регистрациленнӗ: 2 телекӑларӑм, 3 радиокӑларӑм, 14 телеканал, 14 радиоканал, 1 электронлӑ периодика кӑларӑмӗ, 2 информаци агентстви.
Ку журнала кам кӑларассине кӑтартман та, анчах паянтан Чӑваш Енре тепӗр ҫӗнӗ журнал официаллӑ майпа регистрациленӗ. Кун пирки Роскомнадзор хыпарлать. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмӗ — «Панулми». Вӑл — ачасен журналӗ. Ӑна уйӑхра пӗрре кун ҫути кӑтартӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енре 185 массӑллӑ информаци хатӗрне шута илнӗ. Вӑл шутран 148-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем. 148-тан 103-шӗ хаҫат, 39-шӗ журнал, 1 бюллетень, 1 альманах, 3 сборник, 1 каталог. Электрон МИХсем — 35. Кунта 3 телекӑларӑм кӗрет, 14 телеканал, 1 электрон периодика кӑларӑмӗ кӗрет. Кунсӑр пуҫне 2 информаци агентствине регистрациленӗ.
«Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне.
Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет.
Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — http://www.shkul.su.
«Шкулта» интернет журналӑн 2013 ҫулхи 5-мӗш номерӗ пичетленсе тухрӗ. Ку номере Яков Ухсай пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ пысӑк презентаци, чӑваш ҫыравҫисем ҫутҫанталӑка упрас ыйтусемпе ҫырнӑ хӑйлавсене тӗпчени уҫать.
Красноармейски районӗнчи Именкасси шкулӗнче ӗҫлекен Раиса Егоровна Евсеева чӑваш тӗррисем ҫинчен хатӗрленӗ проект ӗҫӗ ҫӗнӗ номерте уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ку материал нумай вӗрентекене усӑллӑ пуласса шанас килет.
Вӗренӳ ӗҫӗнче класс тулашӗнчи ӗҫсем те пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавна шута илсе «Шкулта» журнал тӗрлӗ сценарисем кашни номертех пичетлеме тӑрӑшать. Чӗретлӗ номерте ҫӗнӗ ҫул каҫне йӗркелеме, пушар хӑрушлӑхӗ ҫинчен класс сехетне хатӗрленме пулшакан сценарисем пичетленнӗ.
Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫӗнӗ 3 журнал регистрациленнӗ иккен — «Все о здоровье, красоте и бодрости», «В мире детства», «Асамат & Шевле».
«Все о здоровье, красоте и бодрости» журнал уйӑхне пӗр хутччен тухса тӑрӗ, вӑл сывлӑх, медицина, хитрелӗхпе илем тата спорт тематикисене ҫутатӗ. «В мире детства» журнал — рекламӑллӑ кӑларӑм, вӑл ҫулталӑкне 10 хут тухмалла. «Асамат & Шевле» журнала ача-пӑча валли уйӑхне 1 хут кӑларма палӑртнӑ (ку журнал пирки каярах тӗплӗнрех ҫырса кӑтартӑпӑр).
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре пурӗ 175 МИХ регистрациленнӗ иккен. Вӗсенчен 130-шӗ — пичетленекен кӑларӑм (95 хаҫат, 29 журнал, 3 сборник, 1 бюллетень, 1 альманах, 1 каталог). Ҫавӑн пекех республикӑра 12 телеканал (вӗсенчен 2-шӗ кӑна чӑвашла кӑларӑмсемпе тухаҫҫӗ пулас), 21 радиоканал, 5 телепрограмма, 4 радиопрограмма, 2 информаци агентстви, 1 электронлӑ кӑларӑм (ку шайра «Чебоксары онлайн» ӗҫлет пулас).
Кӑҫал ҫурлан 1-мӗшӗнче «Ана» чӑваш журналӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Чӑваш хресченӗсем валли ӑна 1918 ҫулта кӑларма пуҫланӑ. Журнал нацисен ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗпе ӗҫлекен Халӑх Комиссариатӗнчи чӑваш уйрӑмӗнче тухса тӑнӑ.
Журналта ҫак ыйтусене ҫутатнӑ: ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх ерчетни, пахчана тытса тӑни, вӗлле хурчӗ ерчетни. Унсӑр пуҫне кӑларӑмра правительствӑри ҫӗр политики ҫинчен, выльӑх ерчетес ӗҫре тата уй-хире мӗнлерех тытса пымалли ӗҫре ӑслӑхӑх ҫитенӗвӗсем ҫинчен, тӑр-пул таврашӗнче тухнӑ ҫӗнӗ сорт ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен ҫырса тӑнӑ. Килти хуҫалӑха тӗрес тытса пама канашсем те панӑ. Журналта ытларах ялти ҫынсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ пулин те ҫапах унӑн страницисенче ҫӗршывӑн обществӑлла-политика пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни та тӗл пулнӑ.
Ытларах вулакансен кӑмӑлне «Почта пайӗ» рубрика ҫӗкленӗ. Унта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Сӑмахран, мӗнле улма йывӑҫҫи лартмалла, ҫӗре мӗнле майпа кӑпкалатмалла. Рубрикӑра ҫӗкленнӗ ыйтусем паянхи кун та кӑсӑклӑ.
Шел пулин те 1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн «Ана» журнала кӑларма пӑрахнӑ.
Чӑваш кӗнеке палатине «Шурӑмпуҫ» литература журналӗн ҫӗнӗ номерӗ килсе ҫитнӗ. Калӑн, журнал. Калӑн, сахал-им ун пекки. Анчах ӑна Тутарстан Республикинчи ҫыравҫӑсем пуҫарнипе, Хусан тӑрӑхӗнчен тухнӑ ҫыравҫӑ-ентешсем ырланипе, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе «Сувар» хаҫат ҫумӗнчи «Сунтал» литература пӗрлешӗвӗ кӑларнине мӑнаҫлӑн палӑртмалла.
«Шурӑмпуҫӑн» пӗрремӗш номерӗ 1919 ҫултах кун ҫути курнӑ. Хусанта 5 пин тиражпа пичетленнӗскер 1921 ҫулта тухма чарӑннӑ. 1995 ҫулта хусансем ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Паянччен унӑн тӑватӑ номерӗ кун ҫути курнӑ.
Черетлӗ номере Иван Яковлев ӑсчахӑмӑр ҫуралнӑранпа 165 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Ӑна (хурнала. — Авт. ) редакци чӑваш ҫыравҫисен Сиктӗрмери семинарне хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене шута илсе, чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, малалла аталантарас тӗллевпе хатӗрлерӗ…» — ҫапла ҫырнипе уҫӑлать журналӑн черетлӗ номерӗ. Унта чӑваш диаспорин тата тутар поэчӗсен вун-вун представителӗн хайлавӗ вырӑн тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |