Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗн фончӗ ҫӗршыври сумлӑ депутатсен списокне хатӗрленӗ. Чи пултаруллӑ 50 депутат шутне Чӑваш Енрен суйланнӑ виҫӗ «халӑх тарҫи» лекнӗ.
Ҫакна та палӑртар, Топ-50 танлаштарӑма ҫурхи сесси вӑхӑтӗнчи ӗҫе тишкерсе хатӗрленӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков ку списокра ҫӳлтен иккӗмӗш йӗркере тӑрать. Асӑннӑ партин тепӗр пайташӗ, Олег Николаев, — тӑххӑрмӗш йӗркере.
Олег Николаевӑн ят-сумӗ пысӑк пулнине сӑнавҫӑсем вӑл Анатолий Аксаковпа пӗрле финанс енӗпе ҫыхӑннӑ темиҫе саккун проектне хатӗрленипе сӑлтавлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӑл интернет-хӑрушсӑрлӑхпа тата онлайн-мессенджерсенчи уйрӑм ҫын кӑтартӑвӗсене хӳтӗлессипе саккун проекчӗсем сӳтсе явнӑ чух та вӑл хастар пулнӑ, хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗн палӑртнӑ.
Алена Аршинова депутат та танлаштарӑма лекнӗ. Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов тата Николай Малов топ-50-на кӗреймен.
Тата тепӗр терӗмӗр те тессе, анчах капла калани тӗрӗсех мар. Шупашкарти 17-мӗш округпа ӗнер иртнӗ суйлавра Владимир Викторов вырӑнне суйланӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне хулари стоматологи пульницин тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Владимир Викторов ертсе пырать.
Ӗнер иртнӗ суйлава парламент депутачӗ пулма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур парти хӑйӗн кандидатне тӑратнӑ: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти — Леонид Волкова, Коммунистсен партийӗ — Андрей Игнатьева, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — Алексей Мурыгина, либерал-демократсем — Алексей Сапожникова. Социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн пӗр партие пӗрлешнӗ пенсионерсем чӑваш парламентне Андрей Никитина суйлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫапах та Алексей Мурыгин пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Вӑл, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Отделфинстрой» предприятире производство енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑрӑшать.
Шпашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем ҫӗнӗ мэра суйлас тесе официаллӑ мар сасӑлав ирттернӗ. Кун пек мелпе депутатсен хӑйсемшӗн те, ытти ҫыншӑн та сасӑлама май пулнӑ. Паян иртнӗ ларура ешчӗке уҫнӑ, пӗтӗмлетӳ тунӑ.
Сасӑлавра Евгений Кадышев ытларах сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе – 24. Вӑл – экономика политикин тата инвестицисен комиссийӗн председателӗ. Халӗ мэр тивӗҫне пурнӑҫлакан Николай Владимиров 10 сасӑ пухнӑ. Владимир Кузин депутатшӑн 4 сасӑ ҫеҫ панӑ.
Тепӗр хутчен палӑртар: сасӑлав официаллӑ мар майпа иртнӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче депутатсем Ирина Клементьевӑна мэра суйланӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе килти ареста лартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта Финансист кунне тата Раҫҫей финанс тытӑмне туса хунӑранпа 215 ҫул ҫитнӗ ятпа халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе хутшӑннӑ.
Уява Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республикӑн финанс министрне Светлана Енилинӑна Леонид Черкесов тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл республикӑра финанс пайӗнче ӗҫлекенсем тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе яваплӑха туйса, халӑх ырлӑхӗшӗн таса чунпа ӗҫленине палӑртнӑ.
Светлана Енилина республика Элтеперӗ ют ҫӗршывсемпе те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене тытнине, республикӑн экономики ҫирӗпленсе пытӑр тесе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ.
Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн.
Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен.
Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Крымра тата Севастопольте пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пулнӑ чух Крым Республикипе Чӑваш Ен парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленине те эпир ҫырнӑччӗ.
Кӑнтӑр енти региона чӑваш парламентӗнчи мӗнпур фракци пайташӗсем кайнӑччӗ.
Паян Чӑваш Ен парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Крымра тата Севастопольте мӗн тӗллевпе пулнине журналистсене пухса каласа кӑтартнӑ.
Унта Василий Чапаевӑн ятне Крымри ҫар пӗрлешӗвӗсенчен пӗрне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та сӳтсе явнине (ун пирки те эпир ҫырнӑччӗ) асӑнса хӑварнӑ.
Валерий Филимонов спикер депутатсем килес ҫул та Крыма каяс ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Документра вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки каланӑ.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк параҫҫӗ. Ҫак йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла.
Кӗскен каласан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ шутланӗ. Муниципалитетсем ӑна юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарассине хӑйсем татса парӗҫ. Ку ачасене ӑшӑ ҫанталӑкра туллин канма май парать-мӗн.
Депутатсем саккун проектне пӑхса тухсан йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Ен Крым тӑрӑхӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне легендарлӑ ентешӗмӗр, дивизин командирӗн Василий Чапаев ятне парасшӑн.
Аса илтерер, ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Ӗнерех Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.
Икӗ регионӑн парламенчӗсен тӗл пулӑвӗнче Валерий Филимонов спикер Крымри ҫар чаҫӗсенчен пӗрне Василий Чапаев ятне парас ыйтупа РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу патне тухас ыйтӑва тишкерме сӗнсе каланӑ.
Кӑҫал Чапаев ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. 1941–1942-мӗш ҫулсенче 25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастополе тӑшмансенчен хӳтӗленӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Чӑваш Енри йыша Валерий Филимонов спикер ертсе пырать. Пирӗн тӑрӑхри делегацие Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур фракцин пайташӗ лекни паллӑ. Чӑваш парламенчӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, йыша коммунистсенчен Александр Андреев, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Сергей Семеновпа Игорь Моляков лекни курӑнать.
Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Владимир Константинов хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлес шухӑша ырласа йышӑннине тата палӑртнӑ.
Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.
Ҫитес уйӑхран Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ертсе пыма пуҫлӗ. Комсомольски районӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ ҫак ҫынна тӑван тӑрӑхри муниципалитета сити-менеджер пулса ертсе пыма паян суйланӑ.
Районти Депутатсен пухӑвне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата сӗннӗ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫнӗ вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Александр Краснова (вӑл – капиталлӑ строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ) тата Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорне Александр Осипова. Уҫҫӑн ирттернӗ сасӑлавра Александр Осипов ҫӗнтернӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Самаркинпа тунӑ контракта вӑхӑчӗ тухнӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӑсса паманччӗ. А. Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни те паллӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |