
Тӑван чӗлхене каҫса каясла юратни пирки нумай калаҫма пулать пулӗ. Чӑваш эрешеллӗ тум тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те, ҫулталӑкра пӗрер хутчен чӑваш чӗлхи ҫинчен мухтав юрри евӗр сӑвӑ янӑратма та. Анчах чӑвашлӑха ачасене те пама пултарсан ҫеҫ сывлӑша ахаль ҫеҫ янӑратни пулмӗ.
Красноармейскинче пурӑнакан Михайловсем тӑван чӗлхене упраса хӑварссишӗн нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.
Зинаида Михайлова ачасене Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти сахал мар йӗркелет.
Виталий Михайлов 1989 ҫултанпа Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа исккуство тата литература пӗрлӗхӗн правлени председателӗ тата унӑн ҫумӗ, ҫав вӑхӑтрах Нестер Янкас ячӗллӗ преми паракан комисси ертӳҫи. Унсӑр пуҫне Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн яваплӑ секретарӗ, тӑван тӑрӑх историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе ырми-канми тӑрӑшать, округра турист маршручӗсем уҫассипе тимлет.
«Зинаидӑпа Виталий виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен ҫичӗ мӑнукӗпе савӑнса пурнаҫҫӗ», — кун пирки эпир Виталий Михайловӑн Контактри страницине вуласан пӗлтӗмӗр.

Шупашкарта чӑваш чӗлхи учителӗсен хула фестивалӗ иртнӗ. Ӑна тава тивӗҫлӗ педагога Галина Абрамовӑна халалланӑ.
Фестивале чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен вун-вун учитель хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Йӑласене упраса хӑварса хальхилле мӗнле вӗрентмелле? Ҫак ыйту пӗлтерӗшлӗ вырӑнта пулнӑ.
Воспитани ыйтӑвне те тимлӗх уйӑрнӑ. Ӑсталӑх класӗсенче вара пултарулӑхпа паллаштарнӑ: театр постановкисем, наци тӗрри… Ҫаксемпе те уроксенче усӑ курма май пуррине сӳтсе явнӑ.
Фестиваль чӑваш чӗлхи пурӑнма ӑнтӑлнине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе панӑ.

Муркаш районӗнчи Калайкассинче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Ку мероприяти ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Фестиваль пирки Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Тӗрлӗ енлӗ пуян ҫак фестиваль кунта кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ.
Фестивалӗн пӗр пайӗ - «Тӑван кил-йышран хакли ҫук, тӑван чӗлхерен асли ҫук» ҫавра сӗтел.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ӗҫтешсемпе чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫрӑмӑр, ачасене тӑван халӑха юрӑхлӑ ӳстерес тесе малалла мӗнле ӗҫлемеллине сӳтсе яврӑмӑр», – хыпарланӑ чӑваш чӗлхи учителӗ.

Чӑваш Енри педагогсем телешоуна хутшӑнма пултарӗҫ. «Раҫҫей» телеканалпа кӑтартакан «Классная тема» телешоун пиллӗкмӗш тапхӑрне хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ.
Учительсен ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Ырласан вӗсем хӑйсен ӗҫне федераци телеканалӗпе кӑтартма пултарӗҫ.
Телекӑларӑма физика, хими, биологи, математика, географи, истори, вырӑс чӗлхипе литературин учителӗсем хутшӑнайӗҫ.
Заявка париччен анкета ҫырмалла, предметпа тест тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, видеовизитка хатӗрлемелле. Шоура ҫӗнтернӗ вӗрентекенӗн федераци каналӗпе кӑтартма каларӑмсен ярӑмӗ хатӗрлес шанчӑк пур.
Шоун тӑваттӑмӗш тапхӑрӗнче Шупашкарти Светлана Мыльникова ҫурма финала лекнӗ. Вал Арктикӑпа паллаштаракан видеоурок хатӗрленӗ.

Республикӑра чи лайӑх класс ертӳҫисене палӑртнӑ. Пилӗк лауреат пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Максим Донин (Улатӑрти 6-мӗш гимнази), Татьяна Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗ), Наталия Качалина (Шупашкарти 45-мӗш шкул), Александра Митрофанова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул), Ирина Рындина (Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха шкулӗ).
Палӑртса хӑварар: финалта пӗтӗмпе18 педагог кӗрешнӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ыхраҫырми шкулӗнче вӗренекен Чӑваш Ишек ачисем Сурхурире Ҫветке чупнӑ.
«Тантӑш» хаҫатра хыпаралнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем авалхи йӑла-йӗркене питӗ ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Кукамӑшӗ-асламӑшӗнчен, ашшӗ-амӑшӗнчен ачасем тӑрса юлманни, ламран лама пыракан уявсене ӑша хывни савӑнтарать те, тӗлӗнтерет те. Сурхурире ҫеҫ мар, Мӑнкунра та, Ҫӑварнире те кашни ҫулах хастар вӗсем. Ку эрнере шкулта ку уява ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Кулакова йӗркеленӗ.
Вӗренекенсем шкула икерчӗ, йӑва, кукӑль-пӳремеч пӗҫерсе кайнӑ. «Юрласа-ташласа савӑннӑ хыҫҫӑн урама тухса тӑвайккинчен ҫунапа ярӑннӑ, спорт лапамӗнче кӑвайт чӗртсе, чир-чӗр кайтӑр тесе Ҫӑварни карчӑкне ҫунтарнӑ», — пӗлтернӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Контактри» пабликӗнче.

ЧАССР тата Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, дирижер, педагог тата мусӑкҫӑ Эдуард Борисов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри ӗнер тапма пӑрахнӑ.
Маэстро 87 ҫула кайсан пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти музыка училищин преподавателӗ пулнӑ. Эдуард Геннадьевич 1939 ҫулта Ижевск хулинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх консерваторине тӑмра класне пӗтернӗ, 1966 ҫулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗрентме пуҫланӑ. Унта вӑй хунӑ тапхӑрта вӑл 300 ытла мусӑкҫӑ-специалиста хатӗрленӗ.

Шупашкарти педагог Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри ҫулталӑк методисчӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Лариса Анатольевна Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗнче вӑй хурать, педагогика практикин уйрӑмне ертсе пырать, вӑл — педагогика наукисен кандидачӗ.
Конкурса 82 регионти 1800 ҫын хутшӑннӑ. Лариса Анатольевна вӗсен йышӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Вӑл «СПО преподавателӗ» номинацире мала тухса 100 пин тенке тивӗҫнӗ.

Шупашкарта «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн хула тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса хутшӑнакансем пурте питӗ пултаруллӑ, тавҫӑруллӑ, ӑслӑ, хастар» пулнӑ.
Вӗрентекенсем «Меслетлӗх лаҫҫи», «Ӑсталӑх лаҫҫи», «Чӑвашлӑха упрар!» пултарулӑх лаҫҫи» ӑмӑртусенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Пӗррӗмӗш вырӑна Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлекен Роза Морозова йышӑннӑ, иккӗмӗшне — 40-мӗш шкулти Татьяна Николаева, виҫҫӗмӗшне — 33-мӗш шкулти Ирина Диарова.

Мускав хулинче кӑрлачӑн 26-27-мӗшӗсенче тӑван чӗлхе, ҫав шутра вырӑс чӗлхи вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ӑсталӑх лаҫҫи иртнӗ.
Унта ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алина Петрова та пулнӑ. Мускавран вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса таврӑннӑ.
Хӗрарӑм халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, хӑйӗн урокӗнче Элӗк тӑрӑхӗнчи туй арӑмӗн тумӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
