Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче чӑваш ачисем ҫеҫ мар, ытти наци ывӑл-хӗрӗ те пӗлӳ илет. Унти шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса чылай ҫул тӑрӑшакан Алина Николаева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем «тӑрӑшаҫҫӗ, пултаруллӑ. Чӑваш чӗлхипе литература урокӗсенче пире пӗртте кичем пулман. Урӑхла пулма та пултараймасть!
Пирӗн кунта таджик та, вырӑс та, мӑкшӑ та пур, ҫапах та пурте чӑвашла вӗренме тӑрӑшатпӑр», — тесе хыпарланӑ. Унта сӑмах улттӑмӗш класран вӗренсе тухнӑ ачасем пирки пырать.