Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӑрӑсем

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ.

Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ.

Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79515
 

Хулара
rosbalt.ru сайтри сӑн
rosbalt.ru сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицие пынӑ. Киле таврӑннӑ чухне ӑна такам тапӑнса 13 пин тенкӗ тӑракан телефонне вӑрланӑ.

30 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле хупахран таврӑннӑ, утса пынӑ чухне ӑна такам хыҫалтан тӗкнӗ те аллинчи телефонне вӑрласа тарнӑ.

Вӑрра тупнӑ. Ҫав ҫын та хупахра пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавӑнта вӑл ют ҫын телефонне куҫ хывнӑ ахӑртнех. Тытса чарнӑ тӗле ун ҫумӗнче телефон пулман. Ӑна шырама тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79390
 

Пӑтӑрмахсем
www.forsmi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.forsmi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи ферма ҫивиттине витнӗ тимӗре такам вӑрлама пуҫланӑ. Пурлӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ураланнӑ.

Ферма япӑха-юхӑна пуҫланӑ пулин те унӑн хуҫин вӑрра иртӗхтерес килмен. Пуҫтаха тупса палӑртма йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Пакунлисем вӑрра йытӑпа шыранӑ. Титан Кросс ятлӑ полици йытти кирлӗ йӗр ҫине тӳрех лекнӗ. Вӑл пытанса ларнӑ каччӑсен тӗлне ҫитсе тухнӑ.

18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем хӑйсен айӑпне ҫийӗнчех йышӑннӑ, анчах фермӑн хуҫи пуррине вӗсем пӗлмен те иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ.

35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ.

«Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн варринче Йӗпреҫре пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн кредит тата пенси куҫмалли карточкӑсем ҫухалнӑ. Хӑҫан? Ватӑскер лайӑх астуман та, унӑн килне пӗрмаях шавлӑ ушкӑн пухӑннӑ.

Телефон ҫине укҫа тӑкакланни пирки пӗлтерекен смс-ҫырусем килме тытӑнсан ҫеҫ кинемей карточкӑсем ҫухалнине ӑнкарса илнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: карточкӑсемпе Мускавра тата Мускав облаҫӗнче лавккасенче тӳленӗ. Ҫав шавлӑ ушкӑнри пӗр ҫын ҫеҫ ҫав регионта пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

47 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хайхискер кинемей ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса каясса кӗтнӗ, унтан карточкӑсене вӑрланӑ та Мускава тухса кайнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Хӗрарӑм Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулнӑ чухне кафене кӗрсе апатланнӑ та ӑнсӑртран банк карточкине ҫухатнӑ. Вӑл ҫуккине тепӗр кун ҫеҫ, карточка ҫинчен укҫа пӗтме пуҫлани ҫинчен хыпарлакан смс-ҫырусем килме тытӑнсан, асӑрханӑ.

Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Карточкӑна тупнӑ ҫынна икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ, карточкӑпа тӳленӗ вырӑнсенче ӗҫлекен сутуҫӑсемпе калаҫнӑ.

Карточкӑна райцентртан инҫех мар вырнаҫнӑ ялта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын тупнӑ. 44 ҫултискер спорт костюмӗ, темиҫе кӗпе тата калуш туяннӑ, 3 пин ҫур ытла тенкӗ пӗтернӗ.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78883
 

Республикӑра
вести35.рф сайтри сӑн
вести35.рф сайтри сӑн

Улатӑр мӑнастирӗнчи послушник тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме тесе укҫа куҫарса панӑ. Анчах вӑл ултавҫӑ тӗлне лекнӗ иккен.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче послушник полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче тӗн ҫыннине йывӑр чиртен сипленме укҫа пухни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ, ӑна Константин атте чирли пирки пӗлтернӗ. Послушник 5 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен Улатӑр ҫынни лешӗн сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе шӑнкӑравланӑ. Анчах телефон абоненчӗ ҫыхӑнура пулман. Послушник кун хыҫҫӑн полицие кайнӑ.

Полицейскисем ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Пушкӑртстанри 37 ҫулти арҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78735
 

Хулара
kem.kp.ru сайтри сӑн
kem.kp.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын киле таврӑннӑ чухне гаражӗ патӗнчен иртсе кайнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑ пулнине курах кайнӑ. Хайхискер ӑна ҫаратма пуҫланине ӑнланнӑ та вӑрра тытса чарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтрах полицие шӑнкӑравланӑ.

Ку ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ют ҫын гараж алӑкне уҫса кӗнӗ, велосипеда, электроинструмент тултарнӑ сумкӑна урама кӑларса хурса вӑрлама хатӗрленнӗ.

Ҫак ӗҫе тӑваканӗ- 55 ҫулти арҫын. Йӗрке хуралҫисем ӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн кунӗ тӑкакшӑн 17 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78713
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта автомастерской ӗҫченӗ маршруткӑсемпе ҫӑмӑл автомобильсен салонӗсене уҫса кӗнӗ, унти япаласене вӑрланӑ. Вӑл е ҫӑрана ватнӑ, е чӳречене.

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Восточнӑй урамри автомастерской территорийӗнче тата унтан инҫех мар вырӑнта виҫӗ маршруткӑна кӗнӗ. Салонсенчен темиҫе пин тенкӗ укҫа, видеорегистратор, автомагнитола, инструментсем тата водительсен япалисем ҫухалнӑ.

Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмаха тӗрӗслеме тытӑнсан территорири йытӑ сасӑ паманнине ӑнланса илнӗ. Ҫавна май пакунлисем унччен пуҫиле ӗҫпе аппаланнӑ пӗр ӗҫчен пирки шухӑшланӑ. Чӑн та, 34-ри арҫын вӑрӑ ӗҫӗпе ӳсӗрле хӑтланнӑ иккен. Видеорегистратора ӑҫта хунине те вӑл манса кайнӑ. Ӑна ҫывӑхри чӑрӑш патне чавса чикнине аран-аран аса илнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ