Шупашкарта киле апат-ҫимӗҫ илсе ҫитерекен арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн велосипедне вӑрланӑ.
Унччен маларах офиса пӗр арҫын кӗрсе чипс вӑрлама тӑнӑ. Анчах унти ӗҫчен ӑна ҫакна тума паман. Тепӗр икӗ сехетрен Павлов мичман урамӗнче ун евӗр арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер чипс вӑрлама тӑнӑ арҫыннах. Вӑл хайӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Комсомольскинчи полици уйрӑмне М-12 ҫула тунӑ ҫӗртен 30 тимӗр бетон ҫухални пирки пӗлтернӗ. Подрядчике кӳнӗ тӑкак 350 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсем - Тутарстанри 28-35 ҫулсенчи тӑватӑ рабочи. Вӑрланӑ бетонсен пӗр пайне Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта тупнӑ.
Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӗсен ытти ҫӗре тухса ҫӳреме юрамӗ.
Вӑрнар районӗнчи йӗрке хуралҫисем Оттикӑвӑ ялне вӑрра шыраса пырса кӗнӗ. Унччен судпа айӑпланнӑ 43 арҫын килне ухтарнӑ чухне пакунлисем пӑши пуҫне асӑрханӑ.
Арҫын ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчуна вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче персе ӳкернӗ. Ӑна тирпейленӗ те какайӗпе пуҫне килне илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын офицаллӑ майпа сунарҫӑ шутланмасть, пӑшалне те тивӗҫлипе регистрацилемен.
Саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Пӑшие персе пӑрахса ҫутҫанталӑка 80 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ телефон ҫухатнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, гаджет Ленинла Комсомол урамӗнчи хӑйӗн хваттерӗнче пулнӑ. 85 пин тенкӗ тӑракан телефона 21 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗнпе юнашар хунӑ. Вӑрансан пӑхать те — хаклӑ япала ҫук.
Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл кӳршӗсем патне хӑнана пынӑ, кайма тухсан юнашар кил хуҫисен хваттер алӑкне питӗрменнине асӑрханӑ. Хваттерте пӗр ҫывӑрнӑ, унпа юнашар телефон выртнӑ. Вӑрӑ хаклӑ гаджета ҫаклатса тухса кайнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑрланӑ телефона таҫта ҫухатса хӑварнӑ имӗш.
Халӗ йӗрке хуралҫисем гаджета шыраҫҫӗ.
АВН | 20 |
Бетхалере (Кӑнтӑр Африка Республикинчи Мпумаланга провинцин хули) 40-ри Томас Нгкобо, вӑрланӑшӑн ҫичӗ ҫул шыравра тӑраканскер, полицие ӗҫе вырнаҫма пынӑ, ӑна унтах арестленӗ. МИХсем арҫынна «Кӑнтӑр Африкӑн чи тӑмсай преступникӗ» тесе палӑртнӑ, ҫырать Oddity Central.
2015 ҫулта Томас курьерта ӗҫленӗ, ӗҫ вырӑнӗнче вӑл 1200 долларлӑх япала вӑрланӑ. Менеджерсем ҫакӑн пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем арҫын пирки даннӑйсене базӑна кӗртнӗ.
Томас суд саккинчен ҫичӗ ҫул пытанса пурӑннӑ, анчах пӗррехинче ун пуҫӗнче вырӑнти ШӖМе ӗҫе вырнаҫас шухӑш ҫуралнӑ. Африканец хӑйне полици ретне илме заявлени ҫырнӑ, анчах хуравне кӗтсе илеймен, вара пуҫлӑхсен йышӑнӑвне пӗлес тесе вӑл хӑй участока кайнӑ. Унта ҫитсен ӑна тытса чарнӑ.
Ку шӑматкун Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнчи сутуҫӑ лавккана ҫитнӗ те - алӑкӗ уҫӑ. Шалта никам та пулман, анчах икӗ ещӗк эрех ҫухалнӑ.
Ҫакна кам тунӑ? Кӳршӗ ялта та такам лавккана кӗме хӑтланнӑ-мӗн. Ялти ҫынсем ун умӗнче шавланине илтнӗ. Полицейскисем пӗр ҫын килӗнче шӑпах вӑрланӑ эрех кӗленчисене тупнӑ. Кил хуҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна пӗлӗшӗ илсе килнӗ. Йӗрке хуралҫисем унӑн 49 ҫулти пӗлӗшне тытса чарнӑ. Вӑл судпа унччен те айӑпланнӑ. Лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ лума та ҫавӑнтах тупнӑ.
Шупашкар районӗнчи 31 ҫулти арҫын нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Вӑл каллех тӗрмене ларнӑ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын утӑ уйӑхӗнче кафе умӗнче ҫывӑракан арҫынна курнӑ. Хайхискер ун патне пырса телефонне, банк карттине вӑрланӑ та лавккана кайнӑ. Унта эрех-сӑра, пирус, апат-ҫимӗҫ туяннӑ, таксишӗн тӳленӗ. Ҫапла вӑл 6 пин ытла тенкӗ тӑкакланӑ.
Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ. Судья ӑна йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл тӗрмере харпӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленишӗн ларнӑ.
Шупашкар хулинче 24 ҫулти хӗр каҫхи клуба кайсан телефонсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ун пирки тӳрех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хыпарлаканӗсем — хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫхи клуба ӗҫлекен хуралҫӑсем. Вӗсенчен вара пӗр хӗр пулӑшу ыйтнӑ.
Пике 100 пин ытла тенкӗ тӑракан айфонпа ҫӳренӗ. Хаклӑ япала ҫухаланине хӗр ир енне асӑрханӑ, ҫавӑн пирки хуралҫӑсене пӗлтернӗ. Хуралҫӑсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та, пӗр каччӑ хайхи хӗре бар стойки патӗнче юри кӑштах тӗкнине, унтан пикен джинс шӑлаварӗн кӗсйинчи телефона кӑларса илнине асӑрханӑ. Каччӑна тӳрех тытса чарнӑ.
21 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа унччен айӑпланманскере тӳре пӗр уйӑхри шалу виҫилӗх штраф хурса пама йышӑннӑ.
Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.
Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.
Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин нарячӗ пысӑк михӗ йӑтса утакан арҫынна чарнӑ. Михӗре мороженӑй пулнӑ. Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна?
Михӗре 70 мороженӑй пулнӑ. Ҫак ӳсӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене Президент бульварӗнчи морозильник контейнерӗнчен вӑрланӑ. Пӗтӗмпе 90 мороженӑй йӑкӑртнӑ. Ыттине урампа утнӑ чухне ҫынсене валеҫсе пӗтернӗ.
Ҫак арҫын кунти мар, вӑл - Киров облаҫӗнчен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |