Мускаври «Обелиск» шырав отрячӗ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене шырать. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. 10-мӗш ҫарӑн 255-мӗш стрелок полкӗн йышӗнче пулнӑ.
«Чӑваш Енри Канаш районӗнчи Караклӑ ял тӑрӑхӗнчи Караклӑ ялӗнче пурӑннӑ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене унта шыраса тупма май килмерӗ. Ҫапах та унӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш Енрех пурӑннине шанас килет», – тесе ҫырнӑ шырав отрячӗн командирӗ Михаил Поляков.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫырнӑ «Донесения о безвозвратных потерях» текен ҫӑлкуҫра Зайцевӑн ял ятне йӑнӑшпа «Кувырки», районне «Калирский район» тесе кӑтартнӑ.
Степан Иванович мӑшӑрӗн ячӗ – Анастасия Федоровна Зайцева.
Степан Зайцев 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем ҫар ҫыннин тӑванӗсене унӑн япалисене парасшӑн тата ӑна ӑҫта пытарнине пӗлтересшӗн.
Ҫӗнӗ ҫулта кашни ачах асамлӑх, парне кӗтет. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене савӑнтарас тесе парнесем пухнӑ. Вӗсене Украинӑна – Донецк тата Луганск облаҫӗсене – ӑсатӗҫ.
Чӑннипе, ведомство кунашкал акцие пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр те Чӑваш Енре Украинӑри ачасем валли парнесем пухнӑ. Ун чухне ку акцие патшалӑх влаҫӗсен органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансемшӗн пӑшӑрханакан ахаль ҫынсем те айккинче юлман.
Кӑҫал Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем Украинӑри кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче тухнӑ вӑрҫӑра шар курнӑ ачасем валли 5 пин парне пухнӑ.
Чӑваш Енри чи ватӑ хӗрарӑмсенчен пӗри, Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Ольга Яфаркина 104 ҫул тултарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтакӑн тӑлӑх арӑмне ҫуралнӑ кун ячӗпе хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ саламланӑ.
Ольга Васильевна Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 1930 ҫулта кул хуҫине кулаксен йышне кӗртсе аякка ӑсатнӑ. Ҫавна пулах ачасен шӑпи тата йывӑрланнӑ.
Пӗчӗк Ульхана Ҫӗмӗрлере пурӑнакан тӑванӗсем илсе килнӗ. Кунта вӑл хурӑнташӗсене кил-тӗрӗшре пулӑшнӑ. Темиҫе ҫултан Ольга Васильевна тӑван ялне таврӑннӑ, 1937 ҫулта качча кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илсе кайнӑ, Ольга Васильевна икӗ пӗчӗк ачапа тӑрса юлнӑ. Кил хуҫи ҫапӑҫу хирӗнче йывӑр амансан килне таврӑннӑ. 1951 ҫулта ҫемье Ҫӗмӗрле хулине пурӑнмах куҫнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Антонина Кудрявцева 100 ҫул тултарнӑ. Ӗҫленӗ ҫулсенче вырӑнти депутата темиҫе хут та суйланнӑскер сумлӑ юбилейне нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак ятпа Антонина Ивановнӑна Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров тата унӑн ҫумӗ Елена Романова ӑшшӑн саламланӑ, чечек ҫыххипе парне тыттарнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Антонина Кудрявцева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Чиперуй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл килмен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Качча тухсан виҫӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ, мӑшӑрӗпе 58 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ. Халӗ Антонина Ивановна хӑйӗн хӗрӗн ҫемйинче канлӗ ватлӑхӗпе киленет.
Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнӑ. Зоя Даниловнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн ертӳҫи Сергей Ванюшкин тата Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин пынӑ.
Зоя Даниловна ҫулне кура мар хастар та вӑй-халлӑ. Ҫавна май вӑл тепӗр юбилейне те паллӑ тума ӗмӗтленет. Виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ хӗрарӑм паянхи кун кӗҫӗннин Михаилӑн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Халӗ унӑн сакӑр мӑнук тата вун икӗ кӗҫӗн мӑнук.
Коллективизаци тапхӑрӗнче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ун хыҫҫӑн самай нуша курнӑ Зоя Морозова «Тыл ӗҫченӗ» тата «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, ытти наградӑпа чыс тунӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ.
Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ.
Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.
Ингушетире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Канашран ӑсатнӑ салтакӑн, паянхи кунчченех хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑскерӗн, юлашкисене тупнӑ.
Шырав ушкӑнӗн хастарӗсем халӗ ҫав салтакӑн, Константин Зотовӑн, тӑванӗсемпе тӑхӑмӗсене шыраҫҫӗ. Канашри ҫар комиссариачӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ информацие тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Константин Андреевич 1915 ҫулта ҫуралнӑ, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ӑна Канашран Житомир хулине 1670-мӗш ушкӑн йышӗпе пӗрле ӑсатнӑ. Мӑшӑрӗ Людмила Хорькова Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче пурӑннӑ.
Унсӑр пуҫне паттӑр салтак пилот пулни, «Ил-2» самолетпа вӗҫни паллӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем тӑванӗсем кӑмӑл тусан салтакӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытармашкӑн пулӑшма хирӗҫ мар.
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ.
Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ.
Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ревокат Моисеев 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ревокат Моисеев стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче пулнӑ. Вӑл 1941 ҫулта Чӑваш Енре йӗркеленнӗ. Ревокат Моисеев связист-телефонист пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫар журналистикине вӗреннӗ.
Салтак Курск пӗккинче йывӑр аманнӑ. Вӑл тӑван тӑрӑха 1945 ҫулта таврӑннӑ, шутҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ та патшалӑх банкӗн управляющине ҫитнӗ.
Ревокат Моисеева Михаил Игнатьев Элтепер та саламланӑ. Ветеран ҫулне пӑхмасӑр районти мероприятисене хастар хутшӑнать. Вӑл халӗ те йӗлтӗр сырма тӑрӑшать.
«Росинформбюро» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта «Техмаш» концерн ҫӗнӗ производство хута ярӗ.
Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче снарядсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ку савут концерн йышне кӗрет.
Сӑмах май, «Техмаш» Тутарстанра пӗчӗк калибрлӑ боеприпассен автоматизациленӗ производство корпусӗсене те хута яма хатӗрленет.
«Техмаш» ӑслӑлӑхпа производство концернӗ — боеприпассем тата ятарлӑ химисем кӑларакан тытӑмри холдинг компанийӗ. Ӑна 2011 ҫулта «Ростех» патшалӑх корпорацийӗ хута янӑ. Ун йышне боеприпас тытӑмӗнчи 50 организаци кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |