Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 13 районта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 265,7 пин гектар вырнӑ, е мӗнпур лаптӑкӑн 99,1 процентне вырнӑ. Пӗтӗмпе 708,0 пин тонна тӗш тырӑ вырса илнӗ, тухӑҫ гектартан 26,7 центнер тухнӑ.
Ҫӗрулми 6,1 пин гектартан 133,0 пин тонна пуҫтарса илнӗ, е кашни гектартан — 217,5 центнер. Ҫӗр улмине 12 муниципалитетра кӑларса панӑ.
Пахчаҫимӗҫе 843 гектартан 14,5 пин тонна пуҫтарнӑ. Тухӑҫ вӑтамран кашни гектартан 172,2 центнер тухнӑ. Ку культурӑна виҫӗ районта пуҫтарса илнӗ.
Кӗрхисене аграрисем 79,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра хальхи вӑхӑтра ҫине тӑрсах ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ.
Ытти ҫулти ырӑ йӑлана малалла тӑсса кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлени пирки каланӑ. Анчах, Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен самай пысӑкрах.
Хаксем мӗншӗн пысӑкраххине планеркӑра тишкермен-ха, анчах ӗҫҫине хӑвӑртлатмалли пирки калаҫнӑ. Ҫанталӑк паян уяр та, ыран темле пулӗ. Кӗркунне енне сарӑ хӗвеле кӗтсе лараймӑн. Вырмана хӑвӑртрах вӗҫлес тесен кӳршӗллӗ хуҫалӑхсен пушӑ вырма техникипе те ҫине тӑрса усӑ курмаллине палӑртнӑ.
Елчӗксем вырмана хатӗр. Кӑҫал ӗҫе каярах пуҫӑнни, паллах, хуҫалӑхсене пӑшӑрхантарать. Ҫанталӑк лайӑх тӑрсан «Рассвет» хуҫалӑх вырмана тухма палӑртнӑ.
Елчӗк районӗнче кӑҫал 40 пин те 122 гектар ҫинче тыр-пул акнӑ. 22 пин гектарӗ – пӗрчӗллӗ тата парҫа йышши культурӑсем. Акнӑ вӑрлӑхӑн 30 яхӑн проценчӗ элитлӑ пулнӑ.
Хуҫалӑхсем тухӑҫлӑ тыр-пулӑ туса илсе выльӑх йышне ӳстерме палӑртнӑ. Районта кӑҫалхи ҫур ҫулта мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 400 ытла пуҫ хушӑннӑ.
«Рассвет» вырмана тухма 4 ҫӗнӗ комбайн илнӗ. Техника 7 метр сарлакӑшне илет. Курӑка пӗр е икӗ валпа хӑварать. Хуҫалӑхра 1430 гектар ҫӗр. 610-шӗ ҫинче – тыр-пул. Вӗсем тыр-пула лайӑх пухса кӗртме талпӑнаҫҫӗ.
Паян инкеклӗ лару-тӑру пирки асӑрхаттаракан тата ӑна сирекен комисси ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине йышӑнма сӗннӗ. Ку – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ку ял хуҫалӑха япӑх витӗм кӳрет.
Утӑн 18-мӗшӗ тӗлне пур ҫӗрте те тӑпрара нӳрӗк ытлашши пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта ку кӑтарту 4-5 хут ӳснӗ. Синоптиксем ҫурла уйӑхӗнче те ҫумӑр нумай ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
Сивӗ ҫанталӑка тата ҫумӑр ҫунине пула ҫурхи культурӑсене икӗ эрне каярах акма тытӑннӑ, ҫӗртме варринче ҫеҫ вӗҫленӗ. Выльӑх апатне хатӗрлемешкӗн те ҫумӑр кансӗрленӗ.
Хальлӗхе вырмана тухман-ха. Ытти чухнехипе танлаштарсан, кӑҫал 3 эрне кая юлнӑ. Ҫавна май ҫухату 20-25 пин тоннӑпа танлашма пултарать. Ҫӗрулми ҫухатӑвӗ – 30-35 тонна. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку 500 миллион тенкӗ тӑкакпа танлашӗ.
Улатӑр районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ҫулма тытӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ муниципалитетӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑша Улатӑр районӗнче 3643 гектар акнӑ. Ку культурӑпа ӗҫлекенсем районта виҫӗ хуҫалӑх: «НДН Агро» тулли мар яваплӑ обществӑн Тӑвайӗнчи филиалӗ 3193 гектар акнӑ, «Родина» общество — 350 га, «Авангард» общество — 100 га.
Асӑннӑ тӑрӑхшӑн ку культура ҫӗнӗ темелле. Ӑна туса илме тытӑнни ытла нумаях пулмасть. Маларах ку культурӑна «НДН Агро» акса пӑхнӑ. Халӗ, ав, ӑна кура тата икӗ хуҫалӑх хутшӑннӑ. «НДН Агрора» сакӑр комбайн вырать. Паянхи куна илсен 270 гектар ҫинчен 403 тонна хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарса кӗртнӗ.
Улатӑр районӗнчи хуҫалӑхсем пахчаҫимӗҫ пуҫтарса кӗртессипе те малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Республикӑри хуҫалӑхсенче ӗнерхи куна тӗштырӑна тата пӑрҫа йышши культурӑсене мӗнпур вырма лаптӑкӗн 99,5 проценчӗ ҫинчен пухса кӗртнӗ. 13 районта ку ӗҫе вӗҫленӗ. Кашни гектар пуҫне тухӑҫ вӑтамран 22,5 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫпа Елчӗк (28,0 ц/га) тата Вӑрнар (27,7 ц/га) районӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑларассипе тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса илессипе те хуҫалӑхсем малалла тимлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтри яваплӑ тепӗр ӗҫ — кӗр аки. Ӗнерхи куна кӗрхисене 87 пин гектар акнӑ, унсӑр пуҫне ҫу туса илмелли культурӑсем 0,8 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӗрхисене акассипе планпа пӑхнине Элӗк (100,3% акнӑ), Йӗпреҫ (100,1%), Хӗрлӗ Чутай (100,0%), Муркаш (101,8%), Пӑрачкав (100,0%), Ҫӗмӗрле (128,2%) тата Елчӗк (100,0%) районӗсенче пурнӑҫланӑ.
Кӑҫал кӗрхисене пирӗн республикӑра 100 пин гектар акса хӑварма палӑртнӑ. Эрнекуна илсен, 91,1 пин гектарӗ валли ҫӗре сухаласа хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Процентпа пӑхсан, ку вӑл 91,1 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫ кӑтартӑвне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви иртнӗ ҫулхипе те танлаштарса кӑтартнӑ: ҫулталӑк каялла планпа пӑхнин 82,5 процентне хатӗрленӗ пулнӑ.
Вырма хуҫалӑхсенче вӗҫленсе пырать. Маларах асӑннӑ министерство район администрацийӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, хуҫалӑхсемпе фермерсем тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 98,4 процент ҫапса тӗшӗлеме ӗлкӗрнӗ. Кунта куккуруса кӗртмен. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ӑна симӗс апатлӑх кӑна мар, тӗшӗлеме те ӳстереҫҫӗ.
Тыр-пула Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче вырса пӗтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тыр-пул выраҫҫӗ. Ытларах тӗшӗлесе илекен нумайрах укҫа лекесси паллӑ-ха. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнчи хуҫалӑхсенчи комбайнерсем тата механизаторсем хушшинче ятарласа ӑмӑрту та йӗркеленӗ. Ӗлӗкхилле, совет саманинчи пек.
Вырмара тар тӑкакансен ӗҫне хаклакансем ӗнер иртнӗ эрнери ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Комбайнерсенчен «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Евгений Гаврилов мала тухнӑ. Вӑл пӗр эрнере 225 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ. Механизаторсенчен «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн «Авангард» филиалӗнчи Владислав Герасимова палӑртнӑ. Вӑл кӗрхисене 275 гектар акнӑ. «Колос» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи Сергей Максимов водитель тӗштырӑна 620 тонна турттарса мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпел тыттарнӑ тата районта тухса тӑракан «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫата ҫырӑнса панӑ.
Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ.
Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать.
Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ.
Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Анчах ун вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫак тӗллевпе Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн ертӳҫи А. Соловьев хуҫалӑхсене куллен тухса ҫӳрет, уй-хирти кӗрхи ӗҫсене хутшӑнакан техника юсавлӑхне тӗрӗслет.
Тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра комбайнсем ҫинче 2 огнетушительтен кая мар, ҫавӑн пекех 40 литр шыв, хӑйӑр кирлӗ. Тимӗр икӗ кӗреҫе, йывӑҫран пӗр кӗреҫе, шӑпӑр е швабра пуррине те вӑл пӑхать. пушар тухсан ӑна хупласа хума брезент кирлӗ.
Нумаях пулмасть специалист «Эмметево» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Труд» ялхуҫалӑх производство кооперативӗнче, Таяпа Энтринчи А. Петров хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пулса унти комбайнсене хакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |