Ҫӗрпӳ районӗнчи комбайнерсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тыр-пул выраҫҫӗ. Ытларах тӗшӗлесе илекен нумайрах укҫа лекесси паллӑ-ха. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнчи хуҫалӑхсенчи комбайнерсем тата механизаторсем хушшинче ятарласа ӑмӑрту та йӗркеленӗ. Ӗлӗкхилле, совет саманинчи пек.
Вырмара тар тӑкакансен ӗҫне хаклакансем ӗнер иртнӗ эрнери ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Комбайнерсенчен «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Евгений Гаврилов мала тухнӑ. Вӑл пӗр эрнере 225 тонна тырӑ ҫапса тӗшӗленӗ. Механизаторсенчен «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн «Авангард» филиалӗнчи Владислав Герасимова палӑртнӑ. Вӑл кӗрхисене 275 гектар акнӑ. «Колос» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи Сергей Максимов водитель тӗштырӑна 620 тонна турттарса мала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вымпел тыттарнӑ тата районта тухса тӑракан «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫата ҫырӑнса панӑ.