Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вырма

Ял хуҫалӑхӗ

Йӗпреҫ районӗнчи мӗнпур хуҫалӑх кӗрхи тырра вырма тытӑннӑ. Ку вӑл — ӗнерхи кун тӗлне илсен. Анчах вӗсен хушшинче ҫак ӗҫе вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ хуҫалӑх та пур.

«Искра» (чӑв. Хӗлхем) колхоз кӗрхисене пӗлтӗр 105 гектар акса хӑварнӑ. Ҫав лаптӑкран унтисем 200 ҫапса тӗшӗленӗ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 22,5 центнера ларнӑ. Ку вӑл районти вӑтам тухӑҫран кӑштах пӗчӗкрех-ха, мӗншӗн тесен ытти хуҫалӑхсене илсен кӗрхисем вӑтамран 25-шар центнер тухаҫҫӗ.

Ӗҫе хӑвӑрт вӗҫленӗ «Искра» пирки каласан, кӗрхи тулла «Палессе» тата «Нива» комбайнсемпе вырнӑ. Алексей Кузьмин ҫамрӑк комбайнер «Палессе»-пе 164 тонн ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫуртрисене вырма тухичченех хуҫалӑх механизаторӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене иккӗмӗш хут ҫулса пуҫтарӗҫ.

Районӗпе вара кӗрхисене паянхи куна 1000 гектар ытларах вырнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Вырма пуҫланнӑ вӑхӑтра республикӑра кашни ҫулах тӗш тырӑн хакне палӑртаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ, тӗпрен илсен, республикӑри предприятисем ӑна мӗн хакпа туянмаллине йышӑнни пирки пырать.

Чӑваш Енре тӗштырӑна туянакан патшалӑх предприятийӗсен шутне «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» хыснан унитарлӑ предприятине тата «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен обществине кӗртме пулать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем 171,14 пин тонна тӗштырӑ туянма хатӗр.

Нумаях пулмасть республикӑра тыр-пулӑн чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, маларах асӑннӑ предприятисем тӗштырӑна унтан йӳнӗрехпе туянмӗҫ.

3-мӗш класс шутланакан апат-ҫимӗҫ туллин тоннине 8730 тенкӗпе илме йышӑннӑ, 4-мӗш класлине — 8600 тенкӗпе, 3-мӗш класран кая мар пахалӑхлӑ ыраша — 7200 тенкӗпе.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑри чылай хуҫалӑхри евӗрех Елчӗк районӗнчи «АСК – Яльчики» тулли мар яваплӑ общество ӗҫченӗсем те хирти тыр-пула тӑкаксӑр пухса кӗртессишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.

Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, кунти хуҫалӑхра кӗрхи тулла 300 га ҫапса тӗшӗлемелле.

Вырмара «Дон-1300», «ACROS-530», «Палессе-12» комбайнсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ комбайнерсем: Г. Парамонов, В. Яшин, А. Пудовкин, В. Сидоров, Г. Лазерев — йӗркеллӗ тытса пыраҫҫӗ. Кӗрхи тулӑ гектартан вӑтамран 30 ытла центнер тухать.

Ҫапса тӗшӗленӗ тыр-пула Г. Егоров, А. Можаев, В. Савинов, А. Мартынов, С. Павлов водительсем вӑхӑтра турттараҫҫӗ.

Кӗрхисен лаптӑкӗсем пушанса пынӑ май сухаласах пыраҫҫӗ. Кунта В. Григорьев тракторист пысӑк хастарлӑх кӑтартнине пӗлтереҫҫӗ.

Йӗтем ҫинче те ҫак кунсенче ӗҫ шавӗ лӑпланмасть. Тӗш-тырӑ аласа тасатса кӗртекенсем агрегатсене чӑрмавсӑр ӗҫлеттереҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑри 17 районта кӗрхи тыр-пула пухма тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан вырмана кӑнтӑр енчи районсем тухаҫҫӗ. Кӑҫал вара Ҫӗрпӳ районӗ уй-хире чи малтан тухнӑ.

Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗнче акмалли лаптӑка ҫулсерен пысӑклатса пыраҫҫӗ. 3800 гектара ҫӗр ҫине тулӑпа ыраш ҫеҫ мар, рапс, йӗтӗн, горчица, хура тул, пӑрҫа, ясмӑк та акнӑ. Йӑлтах хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене ӑсатаҫҫӗ вӗсем. Фермер Турципе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.

Хуҫалӑхра тулла республикӑри вӑтам кӑтартуран ытларах пухса илеҫҫӗ. 1 гектартан 30 центнертан кая мар выраҫҫӗ вӗсем. Комбайн пучахсене ҫеҫ вырать, туни хӗл каҫма юлать. Ҫапла ҫӗре тутлӑлантарасшӑн.

Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 хуҫалӑх вырмана тухнӑ. Хальлӗхе 380 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ, 930 тонна тырӑ ҫапнӑ. Ҫанталӑк парсан вӗсем икӗ эрнере ӗҫе вӗҫлесшӗн.

Хальлӗхе республикӑра 2 пин ытла гектар ҫинчен тыр-пул пухса кӗртнӗ. Вӑтамран 1 гектартан 27 центнер туса илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтарту хальлӗхе Патӑрьел районӗнче. Вӗсем 1 гектартан 44 центнер тырӑ туса илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13355
 

Ял хуҫалӑхӗ

Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пуринчен малтан тенӗ пек вырса пӗтернӗ. Унта тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 22,7 центнер тухнӑ. Пӗтӗмпе унта пӗрчӗллисемпе пӑрҫа йышшисем 20,6 пин гектар йышӑнаҫҫӗ.

Планпа палӑртнӑ лаптӑка республикӑри ытти чылай районтан маларах вырса пӗтернӗ муниципалитета правительство телеграмми ярсах саламланӑ. Ӑна республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ ҫырнӑ.

«Сире тата районти ял хуҫалӑх организацийӗсен ӗҫченӗсене пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пуҫтарса кӗртес плана ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ ятпа саламлатӑп. Палӑртнӑ тӗллеве эсир республикӑра малтисенчен пӗри пурнӑҫласа ӗҫе лайӑх йӗркелесен кирек епле йывӑрлӑха та ҫӗнме май пуррине ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ҫирӗплетсе патӑр. Илнӗ хӑвата хирти ӗҫсене вӗҫличчен тытса пырасса шанатӑп. Сире, хисеплӗ Николай Петрович, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ҫӑмӑл мар та питӗ ӗҫре малашне те ӑнӑҫу сунатӑп», — тенӗ Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин ячӗпе янӑ ҫырура.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.

Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.

Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.

Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.

Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Патӑрьел районӗнчи тӑватӑ хуҫалӑхра вырма вӗҫленнӗ. Унти «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче, «Красное Знамя» тата «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗсенче, «Батыревский» улма-ҫырла питомникӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ.

«Батыревский» обществӑра пӗрчӗллӗ культурӑсене 1062 гектар ҫинче акса ӳстернӗ. Тухӑҫ гектартан 30 центнер тухнӑ. «Красное Знамя» кооперативра тухӑҫ гектартан 25 центнера яхӑн ларнӑ.

Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи хуҫалӑхсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 13,5 пин гектар ҫинче акса тунӑ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 21 центнера яхӑн ларнӑ.

Вырма вӗҫленӗ хуҫалӑхсем халӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинче тимлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ тата кӗрхисене акаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Канаш районӗнчи чылай хуҫалӑх тырра типӗтме май ҫуккипе нушаланать. Унти нумай хуҫалӑхра жатка та, подборщик та ҫук тесе хыпарлать Валентин Григорьев хаҫатҫӑ. «Ҫавӑнпа тырра вырса пӑрахса ҫилпе кушӑхтарма май килмест», — вӑрттӑнлӑха уҫать журналист.

Чӑн та, чылай ҫул каялла хресченсем ҫак меслетпе анлӑ усӑ курнӑ. Халӗ тырра тӳрех вырса тӗшӗлеҫҫӗ. Тырӑн нӳрӗклӗхӗ 20 процентран ытларах пулсан ӑна элеваторсем йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вырӑнта типӗтме тивет. Анчах ку енӗпе каллех йывӑрлӑх сиксе тухать — районӗпе те 4 сушилка кӑна. Пуррисем ыттисене типӗтсе пама килӗшсен те тӗш-тырӑ туса илессипе тимлекен районти 22 предприятипе 40 ытла хресчен-фермер хуҫалӑхӗшӗн ку вӑл ҫӑлӑнӑҫ мар.

Тӗш-тырӑ пухса кӗртес, ӑна типӗтес ыйтӑва район администрацийӗнче канашлура та сӳтсе явнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑн уй-хирӗнче хӗрсе ӗҫҫи пырать. Паянхи куна илсен 11 районта вырмана тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал хуҫалӑхсен 290,5 пин гектар ҫинчен тӗш тырӑ пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 3 пине яхӑн гектар ҫинчен ҫулса илнӗ, 2,2 пинӗ ҫинче вырнипе пӗрлех тӗшӗленӗ те. Паянхи куна тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,3 центнера ларать.

Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хуҫалӑхсем малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 80,8 пин тонна утӑ, 173,9 пин тонна сенаж, 33,9 пин тонна силос янтӑланӑ. Утӑпа сенажа планран ирттерсе хатӗрленӗ пулсан, силоса палӑртнинчен хальлӗхе 17 процентне ҫеҫ хурса хӑварнӑ. Вӑтам тени чӑннипех те вӑтам тенине пӗлтерет. Вӑрмар районӗнче утта утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлнех планпа палӑртнин 630 проценчӗ таран хатӗрленӗччӗ, Куславкка районӗнче — 410 процента яхӑн. Ҫав вӑхӑтрах Красноармейски районӗнче ҫурри таран та ҫитейменччӗ.

Выльӑх апачӗ хатӗрленипе, тӗш-тырӑ вырнипе пӗрлех хуҫалӑхсем кӗр аки валли те ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем тата хресчен фермер хуҫалӑхӗсем уяр тӑракан кашни кунпа усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче 7763 гектар ҫинчи тырра вырса кӗртнӗ. Ку 83,3% танлашать. Аграрисем пӗтӗмпе 17078 тонна тырӑ пухса кӗртнӗ.

Районти Ульянов ячӗллӗ ЯХПК, «Агромир» тулли мар яваплӑ общество, Ю.Никифоров, С.Терентьев фермер хуҫалӑхӗсем ӗҫсене вӗҫленӗ ӗнтӗ.

Элӗк районӗнче 86 гектар ҫинчи ҫӗрулмине пухса кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех кӗрхисене акмашкӑн анасене хатӗрлеҫҫӗ. 1650 гектар акнӑ ӗнтӗ. Ку палӑртнин 48,5%.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 18

1979
45
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи