Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Паян «Нордвинд» авиакомпанин самолечӗ Шупашкартан Мускава кайма кӑнтӑрла ҫитичченех ҫула тухмалла пулнӑ. Анчах Шупашкарти пассажирсем ӑна кӗтсе илеймен. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 13 сехет те 11 минутра рейс 14 сехет те 25 минутра пулассине хыпарланӑ. Ун пирки ведомствӑна аэропортра пӗлтернӗ иккен.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти авиапассажирсене автобуспа Хусана илсе кайма йышӑннӑ, унтан вӗсем ҫӗршывӑн тӗп хулине самолетпа вӗҫсе кайӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ Шупашкарти аэропортпа телефонпа ҫыхӑннӑ-мӗн, унта вӗсене ҫапла хыпарланӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти аэропорта ҫак кунсенче амбулифт килсе ҫитмелле. Вӑл урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолетран антарма тата вӗсене унта лартма кирлӗ.
Шупашкарти аэропортран ҫитес уйӑхра самолет вӗҫме тытӑнӗ. «МАЧ» (аббревиатурӑна чӑвашлатса куҫарсан вӑл Халӑхсем хушшинчи Шупашкарти аэропорт тенине пӗлтерет) тулли мар яваплӑ общество вӗҫев планне ҫирӗплетнӗ. «Ӗпхӳ — Шупашкар — Ӗпхӳ» авиамаршрутпа «Оренбуржье» компани турттарӗ.
Рейссем ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗҫ. Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хут: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫӗ. Республикӑмӑр тӗп хулинчен вӑл 15 сехет те 45 минутра хускалӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авиапассажирсене Л-410 самолет илсе ҫӳрӗ. Унта 17 ҫын вырнаҫать.
Шупашкартан Ӗпхӗве ҫӳрекенсен билет хакӗн пӗр пайне хыснаран саплаштарнине кура ҫул ӳкҫи ытлс хакла кайса лармалла мар.
Шупашкартан Питӗре вӗҫес килет-и? Шел те, май килмӗ. Хальлӗхе. Мӗншӗн тесен Шупашкартан Питӗре самолетсем вӑхӑтлӑха вӗҫме пӑрахнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрах, рейссене пачах хупман, вӗсем каярахпа пулӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫме чарӑннӑ. «Псковавиа» авиакомпани рейссене вӑхӑтлӑх чарса лартнӑ. Хӑҫанччен? Авиакомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 12-мӗшӗнче самолетсем вӗсме пуҫлӗҫ. Сӑмах май, Шупашкартан Питӗре вӗҫмешкӗн 4 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Тин кӑна Чӑваш халӑх сайтӗнче Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев космонавт ятне парасшӑн пулни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта пулнисем каланӑ тӑрӑх, журналистсем тем пирки те ыйтма ӑнтӑлнӑ: ача ҫураласлӑх шайӗ мӗншӗн чакнине ӑнланасшӑн пулнӑ, ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкки пирки ыйту хускатнӑ, Элтеперӗн сывлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ.
Журналистсенчен пӗри Шупашкарти аэропорта тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ ҫӗршыври виҫҫӗмӗш летчик-космонавт, легендарлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев ятне парас ыйтӑва хускатнӑ. Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа та, хурласа та йышӑнман. Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйтӑва татса париччен халӑхпа сӳтсе явмалла.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗнче туризм фирмисемпе транспорт команийӗсен ӗҫченӗсем ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем тӗп хулара турист сукмакӗсене йӗркелесси тавра калаҫнӑ.
Турагентствӑсен тата ҫынсене транспортпа илсе ҫӳрекен предприятисен ӗҫченӗсем туристсем валли темиҫе тӗрлӗ программӑллӑ маршрутсем хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫемьепе курса ҫӳреме — 3-4 сехетлӗх, шурӑ Шупашкарпа ушкӑнпа паллашмашкӑн 1 сехетлӗх программӑсем. Тӗплӗ хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав маршрутсене Раҫҫей туроператорӗсен реестре кӗртӗҫ.
Тӗл пулнисен тӗллевӗсем кунпа кӑна пӗтмеҫҫӗ-ха. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсем «Шупашкар хулин турист карттине» тата «Хӑнана тарават Шупашкар» буклет кӑларасшӑн. Шӑпах вӗсем Чӑваш Ене килекенсене тӗп хуламӑрпа ҫывӑх паллашма, кӑмӑла килнӗ сукмакпа курса ҫӳреме май парӗҫ.
Хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва хутшӑннисем Шупашкарти аэропортра Туризмпа информаци центрӗн филиалне уҫтарасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакӑ Шупашкарта кӑна мар, республикӑра та курса ҫӳрес текенсен йышне ӳстерме май парӗ.
Шупашкартан Пушкӑртстанӑн тӗп хулине тата каялла самолет вӗҫтерекен «Декстер» авиакомпани ҫапла йышӑну тунӑ. Ҫавна кура ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропортран Ӗпхӗве самолет вӗҫмен.
«Мой город Чебоксары» Шупашкарти халӑхсен хушшинчи аэропортӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнӗнчи информацие илсе кӑтартнӑ. «Шупашкар — Ӗпхӳ — Шупашкар» маршрут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Аэропортӑн ҫирӗплетнӗ расписанийӗпе килӗшӳллӗн, ку авиарейспа самолетсен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен вӗҫмелле пулнӑ. Ӗнерхи кунччен Шупашкартан Ӗпхӗве самолет эрнере виҫӗ хутчен вӗҫнӗччӗ: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: ку авиарейса Росавиаци субсиди уйӑрса пулӑшатчӗ.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлӗ. Ун чухне самолетсем Екатеринбурга вӗҫме пуҫлӗҫ.
Вӑтам Уралти хулана каяс текенсене самолетсем эрнере ик хутчен турттарӗҫ.
АН-24РВ турбовинтлӑ самолет Шупашкарти аэропортран ирхи 9 сехетре хускалӗ, Екатеринбурга вун пӗрте ҫитӗ.
Пассажирсене «Псковавиа» авиакомпани турттарӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкартан Питӗр хулине ҫӳрет. паллашма май пур/ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен самолетсем хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. «Победа» тата «Nordwind Airlines» авиакомпанисем Шупашкартан Мускава кашни кунах, каҫхи 9 сехет те 50 минутра тата 10 сехет те 05 минутра, хускалӗҫ. Питӗр тата Ӗпхӳ хулисене те расписани улшӑнмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине Чӑваш Республикин тӗп хулинче шассине антарман самолет анса ларнӑ. Вӑл «СкайМир» авиакомпанин самолечӗ пулнӑ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ вырӑнлӑ самолет вӑрмансене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӗҫпе вӗҫекен самолетра пилот пӗчченех пулнӑ. Анма тӑрсан вӑл йӑнӑш тунипе шассине антарма манса кайнӑ.
Пилот кӗпепе ҫуралнӑ пулмалла — самолета аэропортра тӗрӗс мар антарса лартнӑ пулсан та вӑл инкек тӳсмен. Аэропортрисем те аварие лекмен. Шассисӗр самолета кайран вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫинчен ангара куҫарса кайнӑ.
Юсавлӑ самолет пӑтӑрмахлӑ анса ларнипе комисси ӗҫлет. Вӗсем инкекӗн чӑн сӑлтавне тата айӑплине тупса палӑртӗҫ.
Аэропорт халӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫлет. Ытти самолетсемшӗн анса ларма чӑрмав пулман.
Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |