Паян, пуш уйахӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Япони киновӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫак мероприятин тӗп теми — Япони режиссерӗн Ясудзиро Одзун пултарулӑхӗ. Вӑл 1903–1963 ҫулсенче пурӑннӑ.
Ҫак режиссер хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗн классика кинематографине ҫеҫ кӑтартмасть. Вӑл тӗнче классикӗ те. Унан фильмографинче сасӑсӑр хура-шурӑ лентӑсем те, сасӑллӑ тӗслисем те пур.
Фестивальте Одзун тӗрлӗ жанрне кӑтартӗҫ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче темиҫе теҫетке картина ӳкернӗ. Фестивальте «Токийская повесть» драмӑпа (1953), режиссерӑн «Цветок равноденствия» пӗрремӗш тӗслӗ фильмӗпе (1958), «Поздняя осень» (1960) унӑн юлашки лентӑсенчен пӗринпе киленме май пулӗ. Камитсене те кӑтартӗҫ. Фестиваль йӗркелӳҫисем Япони режиссерӗн ӗҫӗсем паянхи кун та ҫивӗч пулнине палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль аслисемшӗн те, пӗчӗккисемшӗн те кӑсӑклӑ пулмалла. Ачасем валли Ямамото Нидзон «Миери и волшебный лес» фантастика юмахне кӑтартӗҫ. Вӑл экран ҫине 2007 ҫулта тухнӑ. Фильм — ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗ пирки.
Япони киновӗн фестивалӗ Шупашкарта пушӑн 26-мӗшӗччен пулӗ.
Пӗрре шухӑшлатӑн та чӑваш чӗлхи чӑвашсене мар, ытти халӑхсене ҫеҫ кирлӗ пек туятӑн. Вӗсем унта, чикӗ леш енче, ӑна хаваспах вӗренеҫҫӗ, пирӗннисене вара темшӗн хистесе вӗрентме тивет.
Ак, нумай пулмасть, Японирен хыпар килнӗ. Унта пурӑнакан Нао Кудо чӑваш чӗлхине вӗренме шут тытнӑ. Чи малтанах вӑл Геннадий Дегтярёв хатӗрленӗ «Изучаем чувашский язык» кӗнекене алла илнӗ. Инҫетри ҫӗршывра ӑна епле туянни паллӑ мар, анчах вӗренӗве ҫӑмӑллатма дискӗ пулман имӗш унӑн. Чӑвашла вӗренекен каччӑ кӗнеке авторӗнчен ҫак диска ытсан Геннадий Дегтярёв пӗр шутласа тӑмасӑрах ӑна пулӑшма шутланӑ, аудиофайлсене тӗнче тетелӗ урлӑ ярса панӑ.
Нао Кудо иккен, Токиори ют чӗлхесен университетӗнче вӗренет, унта вӑл вырӑс чӗлхине ӑша хывать. Раҫҫей поэзипе кӑсӑкланнӑ май вӑл Геннадий Айхин сӑввисемпе интересленсе кайнӑ — вӗсене вӑл пирӗн поэтӑн тӑван чӗлхипе вуласшӑн иккен. Ҫитес ҫул яппун студенчӗ Чӑваш Ене те килсе каяс шухӑшлӑ. 2014 ҫулта Геннадий Айхи 75 ҫул тултарнине шута илсен ҫак ҫулҫӳрев уншӑн чӑн та пӗлтерӗшле пулмалла.
Япун ҫӗршывӗ утравлӑ пулнӑран вӗсен апат-ҫимӗҫӗнче шыв курӑкӗ сахал марри никама та тӗлӗнтермӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне эпир шкул саккинченех астӑватпӑр — ҫӗр айӗнчи пурлӑх тӗлӗшӗнчен вӗсем пирӗнешкелех. Пирӗн пекех чухӑн. Ҫавӑнпах пулӗ вӗсем топливо тумалли тӗрлӗ меслет шыраҫҫӗ.
Тырӑ таврашран топливо тума пуҫлани пирки чылайӑшӗ илтнӗ пуль — биотопливо текеннипе ҫӳрекен урапасем те тӗнчере сахал мар. Японири AHI корпораци вара ҫавна валли шыв курӑкӗпе усӑ курасшӑн иккен. Ҫитес вӑхӑтра тума та тытӑнмалла.
Шыв курӑкӗ ҫине куҫни, паллах, лайӑх пурнӑҫран мар. Авиатопливо хакланса та хакланса пырать, ҫӗр сахал пулнипе яппунсене тырӑран та топливо туса илме йывӑр. Шыв курӑкӗ вара — ҫителӗклӗ пулас. Тата 10 хут йӳнӗрех те ларать имӗш (тырӑран хатӗрленинчен).
Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Япунире ҫын евӗрлӗ андроидсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, вӗсен марафонри пек 42 ҫухрӑм (ункӑ ҫула 422 хут ҫаврӑнса тухма тивӗ) утса-чупса тухмалла пулӗ. Ӑмартӑва икӗ ураллӑ андроидсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ — йӗркелекенсем пилӗк робота тупнӑ та ӗнтӗ.
Андроидсен ҫак вӑрӑм ҫула пӗр чарӑнмасӑр тухма тивӗ, батарейсене улӑштарнӑ чухне тата пӗчӗк юсав ирттернӗ чухне ҫеҫ тӑхтав тума юрать. Ҫапла май пӗтӗм ҫула тухмашкӑн вӗсене 3 кун кирлӗ пулӗ. Йӗркелекенсем ӑмӑрту нарӑсан 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ тесе шутлаҫҫӗ — вӑл кун Япунире ҫынсен хушшинче марафон пуҫланӗ.
Ҫак кунсенче Японин Хоккайдо утравӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ Хакодатэ хулинче Пӗтӗм тӗнчери юрӑпа ташӑ фестивалӗ иртет. Вӑл ҫурлан 5-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 11-мӗшччен тӑсӑлӗ. Унта пирӗн Чӑваш Республикинчен Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ кайнӑ.
Яппунсене чӑваш юррисемпе ташшийӗсем питӗ кӑмӑла кайнӑ тет. Хакодатэ хулан мэрӗ Масанори Нишио концерта курса хавхаланнӑ хыҫҫӑн тав сӑмахӗ калама хӑйех тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн ертӳҫи Ольга Корольковӑна грамота пама та хӑй аллинчен панӑ. Концерта пынӑ яппунсем те чӑваш юрри-ташшипе ҫывӑхрах паллашма Чӑваш Ене ҫитсе курма хатӗррри пирки пӗлтереҫҫӗ.
Паян, ҫурлан 10-мӗшӗнче фестивале хутшӑнакан ушкӑнсем гала-концерт кӑтартӗҫ. Ҫапла май вара Хакодатэ хулинче ҫынсем чӑваш юрри-ташшипе ҫӗнӗрен паллашма пултараҫҫӗ.
РБК сайтӗнчи «Боль Японии» статья
Тӗнчери калӑпӑшӗпе иккӗмӗш экономика халиччен те ура ҫине тӑраймасть – политикӑна пула.
Японин "ҫухатнӑ вунпӳлӗхӗн" ӗмӗлки АПШ-на та йӗрлесех пырать. Америкӑн хаплатнӑ ипотекӑ "супӑнь хӑмпин" хумӗсем халӗ те урӑх финансӑ пасарӗсенче туйӑнаҫҫӗ. Япунсен ипотекӑпа тӗплӗх "супӑнь хӑмпийӗ" 1990 ҫулта пӑчланнӑ, каялла тавӑрман ҫав тери нумай кредит пуххи тулса ҫитнӗ, вӗсен пӗтӗм сумми ҫӗршывӑн 1/5 ШПП таран шутланать. Экономика 12 ҫул иртсен ҫеҫ каллех ҫӗкленме тытӑнса, 2005 ҫул тӗлне ӗнтӗ, финансӑ хыпӑнӑвӗпе кивҫенлӗх дефляцийӗ (хаксем ӳкни) Японишӗн хыҫала юлаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗршывӑн паянхи номиналлӑ ШПП хӑйӗн 90-мӗш ҫулсенчи чи ҫӳллӗхне ҫитеймеҫҫӗ-ха.
Паллах, ҫав чухнехи Японипе хальхи АПШ хушшинчи пӗрпеклӗхсем пур, вӑл — финансӑ кризисӗ чӑн экономикӑна сиен кӳме пултарни. Ҫапах уйрӑмлӑхӗсем чылайрах.
Японири ӳсӗмӗ АПШ-ринчен ҫӳлерех кайнӑ пулнипе Японири рецесси те америкӑринчен калӑплӑрах шутланать. Тӗслӗхрен, тӗплӗх пасарӗ ӳкни. Хӑйӗн 1999 ҫулхи тӳпипе танлаштарсан S&P 500 америка индексӗ 8% кӑна ӳкет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |