Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Япони хуҫалӑхӗн чирӗ.

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
tvn 05.03.2008 17:48 | 1932 хут пӑхнӑ

РБК сайтӗнчи «Боль Японии» статья

 

Тӗнчери калӑпӑшӗпе иккӗмӗш экономика халиччен те ура ҫине тӑраймасть – политикӑна пула.

Японин "ҫухатнӑ вунпӳлӗхӗн" ӗмӗлки АПШ-на та йӗрлесех пырать. Америкӑн хаплатнӑ ипотекӑ "супӑнь хӑмпин" хумӗсем халӗ те урӑх финансӑ пасарӗсенче туйӑнаҫҫӗ. Япунсен ипотекӑпа тӗплӗх "супӑнь хӑмпийӗ" 1990 ҫулта пӑчланнӑ, каялла тавӑрман ҫав тери нумай кредит пуххи тулса ҫитнӗ, вӗсен пӗтӗм сумми ҫӗршывӑн 1/5 ШПП таран шутланать. Экономика 12 ҫул иртсен ҫеҫ каллех ҫӗкленме тытӑнса, 2005 ҫул тӗлне ӗнтӗ, финансӑ хыпӑнӑвӗпе кивҫенлӗх дефляцийӗ (хаксем ӳкни) Японишӗн хыҫала юлаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗршывӑн паянхи номиналлӑ ШПП хӑйӗн 90-мӗш ҫулсенчи чи ҫӳллӗхне ҫитеймеҫҫӗ-ха.

Паллах, ҫав чухнехи Японипе хальхи АПШ хушшинчи пӗрпеклӗхсем пур, вӑл — финансӑ кризисӗ чӑн экономикӑна сиен кӳме пултарни. Ҫапах уйрӑмлӑхӗсем чылайрах.

Японири ӳсӗмӗ АПШ-ринчен ҫӳлерех кайнӑ пулнипе Японири рецесси те америкӑринчен калӑплӑрах шутланать. Тӗслӗхрен, тӗплӗх пасарӗ ӳкни. Хӑйӗн 1999 ҫулхи тӳпипе танлаштарсан S&P 500 америка индексӗ 8% кӑна ӳкет. «Nikkei 225» биржӑ индексӗ 1989 ҫулхи тӳпипе танлаштарсан иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ таран (70 % яхӑн) ӳкет. Сутӑллӑ куҫман пурлӑх ӗҫӗсенчи ӳсӗмӗн тӳпипе ӳкӗнӗвӗ хушшинчи кӑтартӑвӗсем те икӗ ҫӗршывра ҫав тери уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Пысӑкрах уйрӑлӑвӗ — кашни ҫӗршыв экономикӑри ҫак лару-тӑрӑва мӗнле лекни тата унтан мӗнле тухма тӑрмашни. АПШ ертӳлӗхӗ ҫак кӑткӑс ипотекӑ пасарне пӑхса тӑрса вӑхӑтлӑ виҫе хушисемпе йӗркелесе пыман пулсан та, тӗплӗх пасарӗн индексӗ ӳкнӗ чух финансӑллӑ тата фискаллӑ хавхаллантару виҫисемпе ӗҫсене вырӑнлӑ хутшӑннӑ. Японинче ҫак ӗҫсем вара урӑхла хӗрсе пынӑ. Финансӑна йӗркелесе тытса пыраканнисем япӑх ӗҫ-хӗле хыпарласа ҫеҫ тӑнӑ, ертӳлӗхӗ вара пасарӑн хакӗсене ҫӳле хӑваланӑ ӗҫ-пуҫа хутшӑнса ҫывхаракан арпашу ҫине темиҫе ҫул хушши хӑяккан ҫеҫ пӑхса тӑнӑ.

Политикӗсем халиччен те япун экономикин аталанӑвне чарса пыраҫҫӗ. 1990 ҫултанпа нумай улшӑнусем иртрӗҫ пулин те, ҫаврӑмлӑ ӳкнӗ тапхӑрӗнчи тытӑмлӑх ҫитменлӗхӗсем курӑнаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла Японин хӑвачӗ Китайран пысӑкрах, ҫӗршыври нумай паллӑ компанисем, Америка хӑйӗн вӑйӗсене пӗтерсен, тӗнче экономикине пулӑшма пултараҫҫӗ тесе шутланӑ пулсан, халӗ вара ҫакӑнпа килӗшме сӑлтав юлмарӗҫ, ҫак ӗмӗт юрӑхсӑра ҫеҫ тухать. Японири ҫӗнӗ инвестицисен тухӑҫлӑхӗ АПШ-инчен икӗ хут начартарах. Япаласем сахал сутӑнаҫҫӗ – компанисем хӑйсен ӗҫ ҫыннисене ӗҫ укҫисене хӑпартма васкамаҫҫӗ. Экономикӑн бюрократи йӑнӑшӗсемшӗн хаклӑ тӳлеме тивет, Японие сутӑ-илӳ, конкуренци енӗсенчен пӗтӗмӗшлӗ реформӑсем кирлӗ: вӗсемсӗр экономика аталану тапхӑрне куҫаймасть.

Ҫур ӗмӗр тытӑмлӑхра тӑракан Японин либераллӑ-демократиллӗ партийӗ ҫак ыйтусене уҫса парас ӗҫе хӑйӗнчен аяккалла сирсе ячӗ. Халӗ Дзюнъитиро Коидзуми премьер-министӑрӑн (2001 — 2006) реформа ӗҫӗсене пӗтерсе хунӑ, ӗҫ пулӑмӗсем каялла пыраҫҫӗ.

Японин икӗ партине те шалти тавлашусем — ҫамрӑк модернизатӑрсемпе юнашар ватӑлса пыракан консерватӑрӗсемпе социалисчӗсем — хавшаклатаҫҫӗ. Политикӑ арпашӑвӗнче либераллӑ демократсен ватӑ фракцийӗсем – бюрократ-консерватарсем, ҫурт тӑвакансем тата фермерсем – хӑйсен сӗмне тавӑраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах Демократи партийӗн ертӳҫи Ичиро Озава, малтан реформатӑр шухӑшлӑскер, халӗ ӗлӗкхи туптавлӑ либераллӑ демократсем евӗр калаҫма пуҫларӗ.

Ҫапах Япони политикӗсем килӗшӳ еннелле сулӑнма тӑрӑшмалла. Ака уйӑхӗнче бюджет пирки калаҫусем тытӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки япун политикӗсем хирӗҫӳрен иртсе каймалла тесе хистенӗ; хӑшпӗррисен шухӑшӗпе – Японин Либераллӑ демократи партийӗпе Демократи партийӗн "мӑн коалици"туса хумалла (ҫакӑн пирки Фукуда тата Озава чӳк уйӑхӗнче каланӑ) тенӗ. Ҫапах ҫак план пурнӑҫа кӗреймерӗ, ӑна ЯДП ертӳҫисем йышӑнмарӗҫ: вӗсен шучӗпе, ҫакна ӗҫ-пуҫа пула Япони пӗр партиллӗ политика системине куҫма пултарать, ку ӗнтӗ экономикӑра улшӑнусем тумалли мелсене пӗтерсе хума ҫеҫ пултарать.

Тем пулсан та, консенсус, Японишӗн чи майлӑ вариант пулса тухать. Е, пӗтӗмӗшлӗ суйлавӗсем – ку вара умлӑ-хыҫлӑ темиҫе суйлав та пулӗ – анчах та ҫав вӑхӑтсенче партисен шалти хирӗҫлӗ ӗҫӗсем хӗрсе кайма та пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, тутлӑ ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗрешекен кандидачӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тӑрӑшмалла.

Темле пулсан та, шанчӑкӑн йӑлтӑрккисем те пур. Тӗрлӗ партисенчи ҫӗнетӳ шухӑшлӗ политиксем, ӑслӑхҫӑсем тата усламҫӑсем сӗмлӗ Sentaku ("суйлав" тата "лайӑх тасату" сӑмахсемпе пӗр енлӗ) ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӗсен тӗллевӗ — чиновниксемпе тулса ларнӑ политика системине , «Токио» тӑрантӑвӗпе" пурӑнакан вырӑнти политиксен шутне чакарасси. Вӗсем ахаль япунсем хушшинче инҫемар шухӑшлӑ политиксене сасӑ памалла мар тесе суйлав умӗнхи тата кулленхи ӑнлантару ӗҫӗсене ертсе пыраҫҫӗ.

Чылай политик шутланӑ тӑрӑх, пӗтӗмӗшлӗ суйлавсем пӑтрашӑну ҫеҫ хушса парӗҫ. Ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ йӗркелӗхӗпе иртӗхсе пурӑнакан политика класӗн ҫак ӗнтӗ тӗп аргуменчӗ пулса тӑрать. Ҫаплах та, суйлакансемшӗн ҫирӗплӗ йӗркелӗх тӑвасси кирлӗрех, паллах.

 

© 2008 The Economist Newspaper Limited. Пӗтӗм прависене хӳтӗленӗ.

#Япони, #тӗнче хыпарӗсем, #экономика

 

Комментари:

2008.03.07 00:05
тусăмсем пĕлеççĕ
чăваш сайтĕнче тĕнче хыпарĕсем савăнтараççĕ... мĕншĕн тесен пирĕн уçăнас пулать. хамăр çинчен анчах калаçсан аталанмăпăр эпир... тĕнче хыпарĕсем чăвашла çырни лайăх япала. tvn, тавах сана.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем