Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ.
Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ.
Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет.
Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ.
Сӑнсем (4)
Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ.
Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина.
«Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн ҫӗнӗ правительстви йӗркеленни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотов республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пырӗ.
Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫум пулса тимленӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗпе тӗл пулсан Владимир Доброхотов Михаил Игнатьева вӑл асӑннӑ строительство предприятине пилӗк ҫул ертсе пыни пирки пӗлтернӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. 2011 ҫултанпа предприятире шалу виҫӗ хут ӳснӗ-мӗн. Владимир Доброхотов «Дорэкс» талӑкӗпех ӗҫлени пирки те пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май хӑш-пӗр ведомствӑсем улшӑнчӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Малашне ӗҫлӗх енӗпе уйрӑм служба ӗҫлемӗ. Ку тивӗҫе Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурнӑҫлӗ. Ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса панӑ. Тивӗҫлӗ Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сергей Дмитриев ертсе пыракан министерствӑн республикӑри интернат учрежденийӗсен, ветерансен ҫурчӗсен, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисен ӗҫне йӗркелесе пымалла. Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Димитриев хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ.
Паян, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу пулнӑ ку.
Михаил Игнатьев Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен интересӗсӗне хӳтӗлеме сӗннӗ. Николай Федоров Михаил Васильевича тав тунӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗрле ӗҫлӗпӗр кӑна мар, ҫӑмӑлах мар ыйтусен хуравӗсене те шырӑпӑр».
Михаил Игнатьев республикӑра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ суйланӑ курса малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ку обществӑпа политикӑна ҫирӗплетессипе, халӑхӑн пурнӑҫне лайӑхлатассипе йышӑннӑ.
Николай Федоров хальхи вӑхӑтра геополитика лару-тӑрӑвне тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени республикӑри пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пулнине каланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен кабинетне отставкӑна янӑ, кун пирки официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
«Правительствӑна отставкӑна яракан хушӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статьисемпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ», — тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ министрсене суйличчен Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене Иван Моторина шаннӑ. Отставкӑна янӑ пулин те унта хальхи министрсемех ӗҫлӗҫ — ҫӗнӗ правительство суйличчен.
Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ.
Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем.
Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле.
Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та, республикӑна ертсе пырас шухӑшлӑ ытти кандидат пекех, паян суйлава хутшӑннӑ. Суйлава Михаил Васильевич Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ 629-мӗш номерлӗ суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар. Мӑшӑрӗпе тата ачисемпе. Унта вӑл хӑйӗн сассине тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакан кандидатшӑн панӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ май Михаил Игнатьев суйлав тивӗҫлӗ шайра иртессине шаннине пӗлтернӗ.
Суйлава Михаил Васильевич ачисемпе пырса иртни пирки пӗлтертӗмӗр те, унӑн ывӑлне Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнчен асӑнмалӑх парне панӑ. Ҫакна вӑл Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӑн ывӑлӗ пулнишӗн мар, суйлава пӗрремӗш хут хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ. «Паян эпӗ пӗрремӗш хут суйларӑм. Хама Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн ҫынни евӗр туйса илтӗм», — тенӗ Михаил Игнатьев ывӑлӗ журналистсене.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |