Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк уйӑхӗпех тӑчӗ. Ҫакна пула ял хуҫалӑхӗ шар курать. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗнӳ панӑ: уй-хирте ҫӗрлесерен те ӗҫлемелле. Ҫапла ҫеҫ пахча ҫимӗҫ юр айне пулмӗ, кун пек ҫеҫ сивӗтиччен пухса кӗртме ӗлкӗрӗпӗр.
Хальлӗхе уй-хирти пахча ҫимӗҫе ҫурри ҫеҫ пухса кӗртнӗ. «Пӗтӗм техникӑпа усӑ курсан йӑлтах пухса кӗртме 7–9 кун кирлӗ», — тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Республикӑри ултӑ районта чӑнах та ҫӗрлесерен те ӗҫлеҫҫӗ. Анчах каллех ҫумӑр ура хурать. Йӗпе-сапара техникӑпа уя тухаймӑн-ҫке-ха. Аграри пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Апла пулин те ҫакӑ паллӑ: кӑҫал ҫӗрулми тухӑҫӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сахалрах пулӗ.