Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: «Чувашторгтехника» Израиле каять

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 09.10.2016 18:15 | 1420 хут пӑхнӑ
Экономика
 «Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов
«Чувашторгтехника» пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов

Израиле кӑна мар, Филиппин Республикине те, Малайзине те, Сингапура та, Китая та, Вьетнама та, Кӑнтӑр Африкӑна та, Турцине те. Ҫук-ха, предприяти хӑй куҫса каймӗ. «Чувашторгтехникӑра» кухня валли кӑларакан оборудовани ҫавӑн пек инҫе ӑсанать.

Предприяти пуҫлӑхӗ Наиль Хайрутдинов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чувашторгтехника» кӗҫех Великобритание, Швецине, Данине, Норвегине ҫитесшӗн. Экспорт калӑпӑшне ӳстерсе пынине пула предприяти производство хӑватне малашне татах пысӑклатасшӑн.

Михаил Игнатьевпа Наиль Хайрутдинов ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. Предприяти пуҫлӑхӗ регион ертӳҫине пӗлтернӗ тӑрӑх, продукцин 17 проценчӗ экспорта ӑсанать. Газпа ӗҫлекен ҫӗнӗ йышши оборудовани кӑларма пуҫласа производство калӑпӑшне 30 процент ӳстересшӗн.

#хуҫалӑх, #Элтепер, #Чувашторгтехника, #Филиппин Республики, #Малайзи, #Сингапур, #Китай, #Вьетнам, #Кӑнтӑр Африка, #Турци, #Великобритани, #Швеци, #Дани, #Норвеги, #тӗлпулусем, #правительство

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org