ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен Чечня Республикине автобус кайнӑ. Чӑваш полицейскийӗсене унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.
Полицейскисем паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине, ҫула тухнӑ. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра службӑра тӑрӗҫ. Полицейсиксем унта кашни ҫулах командировкӑна каяҫҫӗ. Вӗсене кашни ҫулах ӑсатса кӗтсе илеҫҫӗ.
Ҫурҫӗр Кавказра патрульпе пост службин ӗҫченӗсем, ҪҪХПИ ҫыннисем, ШӖМӗн тӗрлӗ пайӗнче вӑй хуракан прлицейскисем пулӗҫ. Вӗсене инҫетри тӑрӑха ӑсатма ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин килнӗ. Вӑл паттӑрсене йӗркене пӑхӑнма, пӗр-пӗрне пулӑшма суннӑ.
Ку ушкӑн Чечняна ҫитсен унтан тепӗр ушкӑн Чӑваш Ене таврӑнӗ. Вӗсем унта ҫур ҫул командировкӑра пулнӑ.
ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ.
Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future.
Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать.
Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ.
Прокуратура коррупципе вӑйлӑрах кӗрешесшӗн. Ведомство ЧР ШӖМне коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас тӗллевпе вӑйлӑрах ӗҫлетӗр тесе предствалени ҫырнӑ.
Статистикӑна илес тӗк, кӑҫалхи 9 уйӑхра коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чӑнах та пӗчӗкленнӗ. Пӗтӗмпе 207 преступлени уҫӑмланнӑ. Кӑҫал сӗтевпе ҫыхӑннӑ 8 ҫынна ҫеҫ тытса чарнӑ. Пӗлтӗр 52 пулнӑ. ЧР прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, полици япӑхрах ӗҫленӗрен преступленисене уҫӑмлатасси чакнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче коррупцие тупса палӑртас ӗҫе вӑйлатнӑ. Ку таранччен следовательсем патне 32 материал янӑ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 25 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе следстви пырать. Вӑл ҫӗр лаптӑкне коммерци организацине суту ирттермесӗрех панӑ, ҫапла майпа ял тӑрӑхне 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, вӑл чӗрӗ юлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна, суранланнӑскере, медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Ҫӑл виҫӗ метр тарӑнӑш пулнӑ. 33 ҫулти арҫын унта ӑнсӑртран персе аннӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман. Телее, ҫывӑхра тӑванӗсем пулнӑ. Виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ арҫын аманнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ.
Сӑмах май, кунашкал пӑтӑрмах Элӗк районӗнче те пулнӑ. Унта 1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл та унтан хӑй тӗллӗн тухайман, мӗншӗн тесен тӑм ӑшне кӗрсе ларнӑ. Арҫынна ятарлӑ альпснаряженипе усӑ курса кӑларнӑ.
Каҫхи клуба канма пынӑ ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ҫавӑншӑн халӗ хуралҫӑна хупса усрамалла тунӑ. Вилнин тӑванӗсем ҫав вӑхӑтрах хуралҫӑ пӗччен пулман, вӗсем виҫҫӗн пулнине ӗнентереҫҫӗ. Вилӗмпе аӗҫленнӗ пӑтӑрмаха Пӗрремӗш телеканалпа эфира тухакан «Мужское/Женское» кӑларӑмра ҫивӗч хускатнине эпир сайтӑн вырӑсла пайӗнче «Смертельное происшествие в чебоксарском ночном клубе обсудили с Александром Гордоном» статьяра ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ, тепӗр кунхине — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви.
Иртнӗ эрнекун хуралҫӑна хупса усрама йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑнма пултарнӑ ытти ҫынсем тӗлӗшпе те тӗпчев пынине пӗлтерет, унсӑр пуҫне каҫхи клуба хураллакан предприяти ячӗпе пӑтӑрмаха сирменшӗн асӑрхаттару ҫырса панине ӗнентерет.
Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать.
1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ.
Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ.
Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ.
Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗ иртнӗ.
Ларура ют ҫӗршывсенчи ҫынсем РФ гражданинӗ ята илмесӗрех саккунсӑр майпа ӗҫление тӗплӗн сӳтсе явнӑ, йӗрке тумалли мерӑсене тишкернӗ.
ЧР Шалти ӗҫсен министерствин миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Митрафанов кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 474 ҫынна учета илнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — Украинӑран, Узбекистанран, Таджикистанран, Арменирен, Азербайджанран, Туркменистанран, Молдовинчен.
Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусенчен пӗри – халӑх вырӑс чӗлхине пӗлменни тенӗ докладҫӑ.
Канашлура хальхи вӑхӑтра туса ирттермелли тата татса памалли ӗҫсене палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессмпе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнӑ. Ҫав учреждение ҫӗнӗрен туса лартнӑ, ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех. Унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫӗ.
Строительство ӗҫӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ изоляторӑн ҫуртӗнче канашлу ирттернӗ. Унта пакунлисем йышлӑн хутшӑннӑ: Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин, республикӑн прокурорӗ Василий Пословский, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Анатолий Митин.
Лапсартине хута ярсан Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 1648 ҫулта тунине киввине хупӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |