Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс ӗнер фурӑпа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, инкек Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫулкаҫҫи ҫинче сиксе тухнӑ. Пысӑк тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ, унта вӑл чарӑнса ларнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби фура рулӗ умӗнче Челепи хулинчи 46 ҫулти водитель пулнине пӗлтернӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑна туртса илме хӑтланса ятарлӑ техника чӗнсе илме тивнӗ, вӑхӑт та иртнӗ. Пуйӑс ҫула тепӗр икӗ сехетрен ҫеҫ тухайнӑ. Локомотиври икӗ пассажир йывӑрах мар аманнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Водитель рейс умӗнчи медицина тӗрӗслевӗ тухмасӑрах руль умне ларнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн тӑватӑ статйипе тӑватӑ протокол ҫырнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Руль умӗнче полицейски ҫав вӑхӑтра ӗҫпе ҫула тухманни паллӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен.
Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн иеспубликӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствин яваплӑ специалисчӗсем те ку факта тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Пиротехника» операци иртереҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата республикӑри ШӖМ ӗҫченӗсем пиротехника сарнӑ, усӑ курнӑ тата сутнӑ чухне йӗркене пӑсакансене палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Самантлӑх киленӳ хакла ларма пултарать: ача-пӑча кӑна мар, аслисем те салют тата ытти ҫавӑн йышши хатӗр-хӗтӗрпе шар кураҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пиротехника ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Ун валли 56 лапам уйӑрнӑ. Вӗсем ӑҫтине пӗлес тесен Шупашкар хула администрацийӗн сайтне пӑхмалла.
Тавар туяниччен продукци пахалӑхӗ ҫинчен калакан сертификата ыйтма сӗнеҫҫӗ.
Салют таврашне хваттерсенче тата пӳртре, газ, нефть пӑрӑхӗсем, чукун ҫул ҫывӑхӗнче, пысӑк вольтлӑ электролини кайнӑ ҫӗрте, ҫивитти ҫине хӑпарса, балконтан тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта сирпӗтме юрамасть.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене 3, должноҫри ҫынсене 15, предприяти-организацисене 200 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Чӑваш Енре тӑватӑ «хура реилтора» тытса чарнӑ. Вӗсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисем тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хура риелторсем» ӗҫкӗҫсемпе, ӑнман ҫемьесемпе ӗҫленӗ, вӗсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем ҫавсене кӑштах укҫа панӑ, унтан темӗнле документсене алӑ пусма ытнӑ. Лешсем ним пирки те шухӑшламан – хушнине пурнӑҫланӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн хваттер е пӳлӗм «хура риелторсен» аллине куҫнӑ.
Пурӑнмалли кӗтессӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем суда ҫитнӗ, анчах вӗсен тавӑҫне тивӗҫтермен. Халӗ ҫав тӑватӑ ҫын ҫакнашкал 16 преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫынсене пӗтӗмпе 8 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. «Хура риелторсене» арестленӗ. Вӗсенчен шар курнӑ ҫынсем вара полицие пырса пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере ШӖМӗн Етӗрнери уйрӑмне пӗр арҫын пынӑ та хайӗн машини ҫинчи эмблема ҫухални пирки пӗлтернӗ. Унӑн машини картишре чиперех тӑнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен пӑхнӑ та – эмблема ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ?
Машина маркин эблемисем ӑҫта ҫухалнине полицейскисем уҫӑмлатнӑ. Шкул ачисем машинӑсен паллисене коллекцие пухнӑ-мӗн. Вӗсене юр ҫинче юлнӑ йӗр тӑрӑх шыраса тупнӑ.
Ачасен аллинчен пӗр арҫын кӑна мар шар курнӑ. Тепӗр ҫичӗ машинӑн та эмблемисем ҫухалнӑ иккен. Вӗсене пухма юратнӑ 11-13 ҫулсенчи ачасене тытса чарнӑ. Вӗсем машинӑсен 20 ытла эмблемине пухнӑ.
Хальлӗхе эмблемӑсене шыраса 20 водитель полицие пынӑ.
Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ.
«Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет.
27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать.
Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет.
Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пакунлисем пӗр зал тулли пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ.
Уяв ячӗпе вӗсене ытти вӑй-хал тытӑмӗнче тӑрӑшакансем саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене тата ветеранӗсене професси уявӗпе саламланӑ, тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн мухтаса тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн ӗҫченӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хуралланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартнине палӑртнӑ. Аслисем вӗрентсе хӑварнине ҫамрӑк ӑрури полицейскисем тӗпе хурса ӗҫленине асӑнса хӑварнӑ. Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ведомствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса пынине, халӑх власть органӗсене шанасси ӳснине те палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.
Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.
Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.
Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |