Килте саккунлӑ мар майпа упракан хӗҫ-пӑшала полицейскисене тавӑрса парсан укҫа тӳлӗҫ. Унччен те хавхалантарнӑ-ха. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗпе РФ Шалти ӗҫсен министерствин хулари управленийӗ икӗ енлӗ килӗшӳ тунӑ.
Хӗҫ-пӑшалпа хӗҫ-пӑшал хакӗ пӗр мар. Яка кӗпҫеллӗ пемелли сунар пӑшалне тавӑрса парсан 8 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Маларах уншӑн 2 пин тенкӗ кӑна лекнӗ. Мина, граната, снаряд, кӑскетнӗ кӗпҫеллӗ винтовка полицейские тавӑрса парсан 10 пин тенкӗ пама тытӑннӑ. Маларах уншӑн 2–3 пин тенкӗрен ытла лекмен. Каснӑ кӗпҫеллӗ сунар пӑшалне тавӑрса парсан та хавхалантармалли укҫана шеллемӗҫ. Малтанхи пек 2 пин тенкӗ мар, 8 пинех парӗҫ. Детонатор йышши вак-тӗвеке йӗрке хуралҫисем патне ҫитерсен те ахаль тумӗҫ. Маларах 800 тенкӗ тӳленӗ тӗк халӗ тепӗр 200 тенкӗ хушса тӳлеме пуҫланӑ.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ кадр улшӑнӑвӗ пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те хыпарласа тӑнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче те улшӑну пулнӑ. Сӑмахран, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР ШӖМӗн пуҫлӑхӗн ҫумне 52-ри Ольга Кузнецовӑна лартнӑччӗ.
Ӗнертенпе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пайне урӑх ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа министр ҫумӗ Олег Яковлев паллаштарнӑ. Пуҫлӑх пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Унччен те вӑл шалти ӗҫсен пайнех ертсе пынӑ. Шупашкар районӗнчине. Министр ҫумӗ Олег Яковлев Кириллов пирки «хӑйӗн ӗҫне пӗлекен тата юратакан ҫын» тесе шухӑшлать иккен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пая унччен ертсе пынӑ Григорий Григорьев ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинчи яваплӑ пуканран пӗрне хӗрарӑма шаннӑ. Вӑл пӗр-пӗр пай е управлени пуҫлӑхӗ те мар — министрӗн ҫумӗ.
Ҫак яваплӑ та хисеплӗ ӗҫе Ольга Кузнецова ятлӑ ҫынна шаннӑ. Хӗрарӑм унччен министрӑн ҫумӗн должноҫӗнче вӑхӑтлӑх шутланнӑ. Нумаях мар — кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса. Харӑсах Ольга Викторовна ЧР ШӖМӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
52 ҫулти Кузнецова юстици полковникӗ шутланать. 1995 ҫулта вӑл Самарти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1988 ҫултах ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене кӑҫалхи нарӑсра куҫса киличчен 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса Самар хулинчи шалти ӗҫсен управленийӗнче следстви пайне ертсе пынӑ.
Правӑна сыхлакансене укҫа хӗсӗкки пӑшӑрхантарать иккен. Кулленхи ӗҫри чӑрмавлӑ самантсем тата ытти пирки пакунлисем правӑна сыхлас ыйтупа ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ.
Преступление кам тунине палӑртасси ӳссе пырать пулин те татса паман ыйтусем те пур иккен. Сӑмахран, «Хӑрушсӑрлӑхсӑр хула» программӑна укҫа-тенкӗ уйӑрасси. «Паян эпӗ Мускавра Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ коллегирен таврӑнтӑм. Унта пире правӑпа ҫыхӑннӑ программӑсене ҫителӗксӗр укҫа-тенкӗ уйӑрнишӗн кӑна ӳпкелерӗҫ. Укҫа-тенке перекетлеме пӑхсан та ҫак направленисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма сире эпӗ питӗ ыйтатӑп», — тенӗ эрнекун республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов. ЧР ШӖМ министрӗ хӑйсен унчченхи тӑкакӗсем ахаль те пысӑк пулман тесе каланӑ.
Кунсӑр пуҫне пакунлисем Чӑваш Енре ДНК-лаборатори кирлине палӑртнӑ. Халӗ генетика экспертизине Хусанта ирттерме тивет. Лаборатори йӗрке хуралҫисене кӑна мар. Ыттисене те кирлӗ пулма пултарать. Пӗлтӗр ку ыйтӑва археологсем хускатнӑ.
Сӑнсем (24)
Ӗнер Федерацин налук службин республикӑри управленине кам ертсе пырассине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршывӑн Финанс минситерствин хушӑвӗпе ҫак должноҫе Марина Петрована шаннӑ. Ҫак ятпа управленире канашлу иртнӗ.
Канашлӑва тӗрлӗ шайри пуҫлӑх пухӑннӑ: Федерацин налук службин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинчи пуҫлӑхӗ В.Н. Губанов, федерацин Чӑваш енри инспекторӗ Г.С. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи И.Б. Моторин, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗн ҫумӗ — финанс министрӗ С.А. Енилина, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи А.П. Мигушов, ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ А.В. Тимофеев, республика прокурорӗн ҫумӗ И.Г. Сахаров, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Л.И. Черкесов.
Налукҫӑсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ май Губановпа Федоров Петрован ӗҫлес пултарулӑхӗ пысӑк тесе ырланӑ. Управленин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Ольга Никинӑна та ӗҫшӗн тав тунӑ.
Марина Валерьяновна 1970 ҫулта Вӑрнарта ҫуралнӑ. Бухгалтер учечӗпе аудичӗ енӗпе специальноҫ алла илнӗскер налук службине 1995 ҫулта ӗҫлеме пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инспекцире вӑл пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, инспекцин пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Наркополицейскисем наркотик сутакансемпе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ пулин те «шурӑ вилӗм» пур пӗрех пуҫӗпех пӗтмест-ха. Юлашки вӑхӑтра шкул ачисенчен те наркотик туртса илме пуҫларӗҫ те… Ку мӗн патне илсе ҫитерӗ?
ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем наркотика хирӗҫ кӗрешнине сӑнлакан фильмра ӳкерӗнни паллӑ пулнӑ. Ӑна чӑваш режиссерӗ Владимир Синяев ӳкернӗ. Кун пирки ЧР Прокуратури пӗлтерет.
Ӳнер фильмӗ наркобаронӑн синкерлӗ шӑпи пирки. Вӑл хӑйӗн серепине хӑйех лекнӗ. Фильм куракансене наркомани ыйтӑвӗ ҫивӗч пулнине, вӑл ҫын пурнӑҫне тӗп тунине ӗнентересшӗн.
Полицейскисем Прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ эпизода хутшӑннӑ. Унта — наркоушкӑна тытмалли мероприяти пирки. Фильм экран ҫине кӑҫал тухмалла.
Чӑваш Енре ҫухалнӑ укҫа, банкнота, медаль хуҫине шыраҫҫӗ. Ӑна Муркаш районӗнче тупнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан ҫын кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче тимӗр укҫа тата банкнота пуххине илсе килнӗ. Укҫасем — тӗрлӗ патшалӑхӑн.
Кунсӑр пуҫне полицейскисен аллине медаль лекнӗ. Унта Антонова Анна Владимировна ятне ҫырнӑ, 1963 ҫулта панӑ.
Халӗ полицейскисем коллекци хуҫине тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын ҫурта пӗлтӗр ака уйӑхӗнче ҫеҫ туяннӑ. Нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗнче, вӑл кил хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Ф-1 гранатӑна шӑпах ҫавӑн чухне сакайӗнче тупнӑ вӑл. Хӑрушӑ япала пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна гранатӑна хӑй ирӗкӗпе панӑшӑн укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӑна 5 пин тенкӗ памалла. Халӗ граната мӗнле майпа унта лекнине тӗпчеҫҫӗ.
Ведомство хӗҫ-пӑшала хӑйсен ирӗкӗпе пани пуҫиле ӗҫрен хӑтарнине аса илтерет. Кунсӑр пуҫне укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унӑн виҫине муниципалитетсем хӑйсем палӑртаҫҫӗ.
«Атӑлҫи ТГК» АУОн Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти «Промтрактор» акционерсен обществине ӑшӑсӑр хӑварасшӑн иккен. Ҫапла утӑм патне завод парӑма кӗрсе кайнине пула ҫитнӗ-мӗн. Раштавӑн 25-мӗшӗнче «Атӑлҫи ТГК» ӗҫченӗсем ӑшша чарса лартнине палӑртассишӗн «Промтрактора» кӗме ӑнтӑлнӑ, анчах лешсем кӗртменнине кура Чӑваш Енӗн ШӖМӗн ӗҫченӗсене чӗннӗ. Вӗсене те тӳрех хапӑл туман-ха савутра. Лешсем официаллӑ майпа ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑна полицейскисене кӗртнӗ.
Парӑм пирки каласан, раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне парӑм виҫи 44,6 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ку вӑл кӑҫалхи пуш, юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑшӑпа усӑ курнишӗн пухӑнса кайнӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗ тӗлне заводӑн 52,5 миллион тенкӗ куҫармалла пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн энергетиксем кутӑнлашасси енне кайнӑ, парӑма татмасан ӑшша пуҫӗпех чарса лартасси пирки асӑрхаттарнӑ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксем Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ.
«Промтрактор» хӑйне энергетиксем «тапӑннипе» килӗшесшӗн мар-мӗн. Ун шучӗпе ӑшӑ парассине малтанласа кӑштах чарнӑ хыҫҫӑн кӑна пуҫӗпе чарма ирӗк пур. Ку вӑл ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн ҫапла-мӗн.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла.
Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ.
Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |