Шупашкарти пӗр аптека ӗҫченӗ суя укҫа пама хӑтланнӑ преступника тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна ШӖМ тав тунӑ.
Ҫамрӑк арҫын аптекӑра пилӗк пинлӗх суя укҫапа тӳлеме хӑтланнӑ. Провизор ӑна детектор ҫинче тӗплӗн тӗрӗсленӗ, унтан лупӑпа пӑхнӑ. Укҫа суя пулнине асӑрхасан вӑл полицейскисене чӗнмелли пускӑча вӑрттӑн пуснӑ. Анчах арҫын теме сиссе тарма ӗлкӗрнӗ.
Хулари пӗр камерӑсенчен пӗри преступникӑн урапин номерне ӳкерсе юлнӑ. Унтан полицейскисем ҫав урапа ӑҫталла ҫул тытнине йӗрленӗ, ытти регион йӗрке хуралҫисене асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна Новосибирск хулинче тытса чарнӑ. Ушкӑнри ҫамрӑксенчен 5 пинлӗх 100 ытла суя укҫа туртса илнӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суда ярса парӗҫ. Преступниксене тытса чарма пулӑшнӑ Татьяна Никифоровӑна вара полици полковникӗ Сергей Павлов тав туса парнепе тата чечек ҫыххипе чысланӑ. Хӗрарӑм полицейскисене пӗрремӗш хут мар пулӑшать-мӗн. Вӑл тата аптекӑри хуралҫӑ пулӑшнипе малтан та суя укҫапа тӳлеме тӑнӑ ҫынна тытса чарнӑ.