Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑнкӑртам

Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх канашӗн председателӗ Юрий Попов Патӑрьел районӗнче иртекен республикӑри яш армейецсен юхӑмӗн 45-мӗш «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне уҫнӑ пулнӑ.

Чӑваш Енре, ытти тӑрӑхсемпе танлаштарсан, ку вӑйӑсем йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен финалне 45 ҫул пухӑнаҫҫӗ.

Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пухӑнас умӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗренӳ учрежденийӗсенче 20 яхӑн пултарулӑх, практика, теори конкурсӗ иртет, вӗсене ҫулсерен 30 пин ача хутшӑнать. Вӑйӑсен пӗрремӗш этапӑн ҫӗнтерӳҫисем (шкулсем, училищесем, техникумсем) районсенчи тата хулари финалсене хутшӑнаҫҫӗ, унта пурӗ 5 пин яхӑн ача тухать. Республика шайӗнчине вара районсемпе хуласенчи пӗтӗмлетӳллӗ вӑйӑсенче мала тухнӑ пине яхӑн ҫамрӑк хутшӑнать.

Паянхи куна илсен Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫумӗнчи «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра чӑн та ҫар лагерӗсем вырнаҫнӑ тейӗн. Вӑййа хутшӑнакансен пиллӗк кун хушшинче уҫӑ сывлӑшра пурӑннисӗр пуҫне ятарлӑ зачетсемпе нормативсем памалла пулӗ.

Малалла...

 

Ыран Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Пӗтӗм Раҫҫейри ялти экономика форумӗ» иртӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вырсарникун вара йӑлана кӗнӗ «Шӑнкӑртам вулавӗсем» 9-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех кунта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлӗ. Патӑрьел районӗпе Тутар, Мордва Республикисенчи районсем малашне пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тума палӑртнӑ. Шӑнкӑртам вулавӗсем программине тӗп сапур мечетӗн 3D форматлӑ интерактивлӑ моделӗн презентацине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Бурнаш ячӗллӗ премине тивӗҫнисене чыслӗҫ.

 

2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳпе ӑслӑлӑх Министерстви 197№ хушу кӑларнӑ — чи лайӑх вӗрентевҫӗсене палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫӗр пин тенкӗ парӗҫ.

 

Вӗсен хушшинче Патӑрьел районӗнчи вӗрентевҫӗсем те пур:

* Карягина Эвелина Арсентьевна (Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи);

* Михайлова Алевтина Валерьевна (Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкул вӗрентевҫи);

* Ишмуратова Сания Мевлетовна (Шӑнкӑртамри тӗп пӗлӳ паракан шкул вӗрентевҫи)

 

Сумлӑ ята тивӗҫнӗшӗн вӗсене пурне те саламлатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

С.Т.Аксаков ячӗллӗ Чӗмпӗр обаҫӗнчи ҫамрӑксемпе ачасен вулавӑшӗ «Хӗрлӗ чечек» («Аленький цветочек») ятлӑ конкурс ирттерме палӑртнӑ.

Шӑнкӑртамти шкул вӗренекенӗсем ку ӑмӑртӑва сиктерсе хӑварас темерӗҫ, хутшӑнма шутларӗҫ.

Пурӗ виҫӗ номинаци:

* Юмах вулатпӑр;

* Юмах ҫыратпӑр;

* Юмаха илемлететпӗр.

Конкурса 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Хальхи вӑхӑт тӗнле пӗрремеш номинацине хӑйсен ӗҫӗсене пурӗ 5 ача ярса панӑ. 6 вӗренекен юмах ҫырнӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Лейсен Ильясова «Планерка в лесу» ятпа юмаха эрешленӗ. Шӑнкӑртамри ача-пӑча вулавӑшне ҫӗнӗ ӗҫсем килсех тӑраҫҫӗ — вӗсене пурне те ӑмартӑва ярса параҫҫӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр, пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илессе шанатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

НАР
10

Кӗрешӳ
 Карссем | 10.02.2008 22:46 |

Тутар республикинчи Ҫӗпрел районне кӗрекен Хулаҫырма ялӗнче Николай Угаслов парнисене ҫӗнсе илессишӗн чӑваш кӗрешӳ ӑстисем ӑмӑртрӗҫ. Кавир ҫине ҫӗр спортсмен ытла, Тутарстан, Чӑваш Ен, Чӗмпӗр паттӑрӗсем тухрӗҫ. Уйрӑм ушкӑнсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Чӑваш республикин Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗн кӗрешӳҫисем ҫӗнсе илчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта Тутарстанри Ҫӗпрел районне кӗрекен Матак паттӑрӗсем, кавир хуҫисем вара виҫҫӗмӗшсем.

Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 11

1913
112
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ.
1919
106
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ.
1920
105
Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ
1937
88
Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем