Анчах кӗрешсе мар. Ҫапах та тупӑшма тивех. Юрӗ, ӑнланмалла калар-ха.
Пирӗн республикӑра чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑна палӑртассипе ҫулсеренех конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та пулӗ вӑл. Унта, ытти ҫулти евӗрех, Патӑрьел районӗ хастар хутшӑнать. Кӑҫал вӑл конкурса тӑватӑ енпе материал тӑратнӑ: социаллӑ сфера учрежденийӗсем, кану вырӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем пурӑнакан урамсем тата уйрӑм ҫынсен хушма хуҫалӑхӗсен хушшинче. Малтан асӑннӑ номинацие район центрӗнчи «Паттӑр» ача-пӑчапа спорт шкулӗ тупӑшӑва тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Патӑрьелти почта уйрӑмӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Шӑнкӑртам ялӗнчи Минхайдер Валитов урамӗ, тӑваттӑмӗшӗнче — Патӑрьелти Мир урамӗнче пурӑнакан Тазетдиновсем.
Хальлӗхе вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртасса кӗтмелли ҫеҫ юлать. Сӑмах май, унчченхи ҫулсенче патӑрьелсем кашнинчех палӑрнӑ.
Сансем (6)