Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑмаршӑ

Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.

Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.

Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем.

Малалла...

 

Ларура
Ларура

Тунтикун, утӑн 19-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑра район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ 36-мӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Ун ӗҫне, депутатсемсӗр пуҫне, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ пӗрремӗш ыйтупа иккӗмӗш суйлаври Шӑмӑршӑ район Пухӑвӗн депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ суйлавне ирттересси ҫинчен депутатсем район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ Л.Н.Портнова пӗлтернине итленӗ. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене суйласси ҫинчен» Саккунӗн 5-мӗш статйипе, Шӑмӑршӑ район Уставӗн 12-мӗш статйипе никӗсленсе район депутачӗсен Пухӑвӗн ларӑвӗ иккӗмӗш суйлаври Шӑмӑршӑ район Пухӑвӗн депутачӗсен суйлавне 2010 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ. «Шӑмӑршӑ районӗн 2010 ҫулхи пӗрремӗш ҫурҫулти социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсем ҫинчен» ыйтупа ларура район администрацийӗн экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Э.Э.Жамкова туса панӑ доклада сӳтсе явса, депутатсем ҫак кӑтартусене шута илнӗ. Кун йӗркинчи виҫҫӗмӗш ыйтӑва пӑхса тухса, депатутсем Шӑмӑршӑ районӗн муниципаллӑ харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха ял тӑрӑхӗсен харпӑрлӑхне парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ.

Малалла...

 

«Туслӑх» ФСК
«Туслӑх» ФСК

Халӗ кашни район тӗпӗнче тенӗ пекех физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫнӑ. Хӑш-пӗр районта вӗсем темиҫе ҫул ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ, теприсенче вара — уҫӑлаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шӑмаршӑ районӗнчи «Туслӑх» ФСК хута ячӗҫ.

 

Комплекса уҫма Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров, Чӑваш Енӗн физкультура, спорт тата туризм министрӗ Анатолий Николаев, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Петрович Фадеев, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн депутачӗ Владимир Федорович Ермолаев килчӗҫ.

ФСК ҫуртӗнче сывлӑха упрамас тесен тем те пур: икӗ бассейн, тренажерлӑ тата фитнес пӳлӗмсем. Кӗрешӳ валли те, теннисла выляма та уйрӑм пӳлӗмсем пур. Ҫурт таврашӗнче ҫавӑн пекех теннис корчӗ, воллейбол тата хоккей вӑййисен лаптӑкӗсем, чупмалли сукмаксем пур. Ача-пӑча валли уйрӑм лаптӑк тунӑ. Туслӑха ҫирӗплетмелли вырӑн чӑн та нумай!

Ҫуртӑн хӗрлӗ хӑйӑвне виҫҫӗн татрӗҫ: Чӑваш Ен президенчӗ, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ тата кире пуканне йӑтассипе чемпиона тухнӑ спорт ветеранне В.

Малалла...

 

Шӑмӑршӑ шкулӗ
Шӑмӑршӑ шкулӗ

Шӑмаршӑ шкулӗн спорт пӳлӗмӗнче район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ, унта организацисенчи, учрежденисенчи, предприятисенчи ушкӑнсем тата ҫавӑн пекех районти ял командисем хутшӑнчӗҫ. Спорт ӑмартӑвне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ.

Пурӗ 8 ушкӑн хутшӑнчӗ — кашни хӑйне кура вӑйлӑ, кашни хӑйне кура ӑста.

3-мӗш вырӑншӑн кӗрешнӗ вӑйӑра район администрацийӗн команди (ертӳҫи Денисов Н.) ҫӗнтерчӗ — вӗсем тытӑҫура Мишер Палтиел шкулӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ. Мишер Палтиел шкулӗн вӑйӑҫисен командирӗ Сорокин Р. Тӑрӑшрӗ пулин те, тӑваттӑмӗш вырӑна ҫеҫ йышӑнма пултарчӗҫ.

Мала вара «Васан» ушкӑн (командирӗ Гордеев Ю.) тухрӗ — вӗсем район администрацийӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тата район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикипе культура уйрӑмӗн грамотипе чысларӗҫ.

Ял тӑрӑхӗсенчи ушкӑнсенчен чи матуррисем Васансем пулчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Карапай Шӑмӑршӑри ушкӑн йышӑнчӗ, виҫҫӗмӗшне — Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ. Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ вара — тӑваттӑмӗш кӑна.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та