Халӗ кашни район тӗпӗнче тенӗ пекех физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫнӑ. Хӑш-пӗр районта вӗсем темиҫе ҫул ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ, теприсенче вара — уҫӑлаҫҫӗ ҫеҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шӑмаршӑ районӗнчи «Туслӑх» ФСК хута ячӗҫ.
Комплекса уҫма Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров, Чӑваш Енӗн физкультура, спорт тата туризм министрӗ Анатолий Николаев, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ Валерий Петрович Фадеев, «СУОР» ТМЯО тӗп директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн депутачӗ Владимир Федорович Ермолаев килчӗҫ.
ФСК ҫуртӗнче сывлӑха упрамас тесен тем те пур: икӗ бассейн, тренажерлӑ тата фитнес пӳлӗмсем. Кӗрешӳ валли те, теннисла выляма та уйрӑм пӳлӗмсем пур. Ҫурт таврашӗнче ҫавӑн пекех теннис корчӗ, воллейбол тата хоккей вӑййисен лаптӑкӗсем, чупмалли сукмаксем пур. Ача-пӑча валли уйрӑм лаптӑк тунӑ. Туслӑха ҫирӗплетмелли вырӑн чӑн та нумай!
Ҫуртӑн хӗрлӗ хӑйӑвне виҫҫӗн татрӗҫ: Чӑваш Ен президенчӗ, Шӑмӑршӑ районӗн пуҫлӑхӗ тата кире пуканне йӑтассипе чемпиона тухнӑ спорт ветеранне В. Шуряков.