
Шупашкарта икӗ кун каялла ҫухалнӑ ватӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтернӗ.
Алексей Сергеевич Сергеев 73 ҫулта, вӑл ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Хальччен ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Вӑл 173 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Ҫухалнӑ чухне тӗттӗм кӑвак кофта, сӑрӑ шӑлавар, хура сланцӑ, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Ӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ:8 800 700-54-52 (хӗрӳ лини), 8 919 666 66 80 (Наталия).

Йӗпреҫ поселокӗнче пуйӑсран тарнӑ 6 арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки mash канал пӗлтерет.
Вӗсем питех инҫех каяйман. Йӗрке хуралҫисем Йӗпреҫ таврашне йӑлтах шыранӑ. Пиллӗкӗшне пӗчӗк ялта, Шуркассинче, тупнӑ. Улттӑмӗшне Йӗпреҫ поселокӗнчи Черноречка микрорайонӗнче тупса тытса чарнӑ.
Аса илтеретпӗр: вӗсем тӗрмере ларнӑ чухне РФ Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунра илсе кайнӑ. Йӗпреҫре чарӑнсан хайхискерсем тарнӑ. Ҫакна машинист курнӑ та тӳрех тивӗҫлӗ службӑсене пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре тӗрмере ларнӑ чухне Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ 6 ҫын тарнӑ. Хальлӗхе вӗсене тытса чарайман.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунсенче илсе кайнӑ. Пуйӑс Йӗпреҫре икӗ минутлӑха чарӑнсан хайхискерсем чӳречене ҫӗмӗрсе тарнӑ-мӗн. Пиллӗкӗшӗ тапочкӑпа пулнӑ, тепри — кроссовкӑпа пулнӑ. Пӗр арҫынни вакунран сикнӗ чухне урине амантнӑ, ҫавна май халӗ уксахлать.
Айӑпланнӑ ҫынсем тарнине машинист курнӑ, вӑл кун пирки тӳрех ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: арҫынсем вӑрланӑшӑн, наркотикшӑн тата ясар шухӑшсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лекнӗ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем кӳршӗ ял-салара шыраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнченпе 18 ҫулти хӗре шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав служби пулӑшу ыйтать.
Валерия Олеговна Васильевӑна тӑванӗсем акан 4-мӗшӗнченпе тупаймаҫҫӗ, вӑл ҫыхӑнӑва тухмасть. Ҫав кун вӑл хура ветровка, шурӑ-хура кӗпе, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ-шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Хӗре курнӑ пулсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (Искрич (Виктория).

Шупашкарти 54 ҫулти Евгения Меньшикова НТВ телеканалпа пыракан «Жди меня» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӑна пиччӗшӗ, Волгоград облаҫӗнчи Владимир Винокуров, шыраса тупнӑ.
Владимир 20 ҫул амӑшне шыранӑ. Вӑл ача ҫуртӗнче ӳснӗ, амӑшӗ ӑна унта хӑварнӑ. Кӑларӑм команди вара Евгенийӑна тупнӑ. Владимирпа иккӗшӗн пӗр амӑшӗ пулнине палӑртнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тӗрлӗ ҫулта ача ҫуртне панӑ.
Евгенийӑпа Владимир пӗртӑвансем пулнине ДНК-тест ҫирӗплетнӗ.

Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи Сӑхӑтпуҫ ялӗнче 39 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар — шӑнса вилнӗ.
Арҫын килтен кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче тухса кайсан таврӑнман. Ӑна шырама пуҫланӑ. Тепӗр виҫӗ кунран ӑна «Импульс» отряд хастарӗсем шырама килнӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын нимпе те чирлемен. Вӑл Чечня вӑрҫинче пулнӑ, ҫавӑн кӑна сывлӑхне витӗм панӑ-мӗн.
Арҫынна шыранӑ чухне ялти камерӑсене те пӑхнӑ. Вӑл хӑш еннелле кайнине палӑртсан ҫавӑнта шыранӑ. Унӑн виллине ял хӗрринче юр ӑшӗнче тупнӑ.

Вӑрнарта пурӑнакан Борис Егорычев велосипед вӑррине ярса тытма пулӑшнӑ. Куншӑн вӑл полицейскисенчен Тав хутне тивӗҫнӗ.
Борис Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑнсӑртран темиҫе велосипед вӑрланӑ арҫынна, шыравра пулнӑскере, Вӑрнарта асӑрханӑ. Вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ӑна сисчӗвлентернӗ, ҫавӑнпа пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ.
Ҫапла Борис Егорычев пулӑшнипе йӗрке хуралҫисем судпа унччен те айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫынна ярса тытнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав ушкӑнӗ Шупашкарта 19 ҫулти каччӑ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӗсем ӑна темиҫе кун шыранӑ. Паян вара ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Нимеҫӗсем унӑн виллине тӗп хуламӑрти кӳлмекре шыв хӗрринче тупнӑ
Палӑртса хӑварар: каччӑ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Канашра саккӑрмӗш кун ӗнтӗ 15 ҫулти хӗре шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа отряд хастарӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Анастасия Владимировна Алексеева авӑнӑн 9-мӗшӗнче киле таврӑнман. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.
Вӑл ырхан кӗлеткеллӗ, 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ тӗттӗм сӑрӑ тӗслӗ. Ҫав кун хура жилетка, шурӑ блузка, хура шӑлавар тата шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак номерсемпе шӑнкаравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 917 660 26 33 (Тучка (Дарья),

Ашшӗ-амашӗ ачине санаторирен илсе кайма пырсан пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Вӗсем ачан телефонне туртса илнӗ. Куншӑн вара лешӗ питӗ кӳреннӗ те вӑрмана тарнӑ.
Ку ӗнер Улатӑр округӗнче пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем санатори таврашӗнчи вӑрманта ачана шырама пуҫланӑ.
Юрать-ха, арҫын ачана санатори водителӗ, ӗҫе кайма тухнӑскер, асӑрханӑ. Ача 1,5 ҫухрӑм аякка кайма ӗлкӗрнӗ иккен. Кун хыҫҫӑн Канашри ҫемьепе полицейскисем калаҫу ирттернӗ, вара вӗсем чиперех киле кайнӑ.
