Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак конкурса пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗршыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев лартсаччӗ.

Ӑмӑрту темине тӗрӗс те ӑнлануллӑ палӑртма пултарайманран хутшӑнакансене эпир икӗ ушкӑна пайларӑмӑр: пӗринче хӗҫпе ҫыхӑнтарса ӳкернисем пулчӗҫ, тепринче — ыттисем. Хаклав ӗҫне пилӗк ҫын хутшӑнчӗ: Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи); Владимир Карсаков («Салам» студин ертӳҫи); Надежда Иванова (Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ); Владислав Николаев («Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ); Николай Плотников (Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ). Хак панӑ чухне 5 баллӑ системӑпа усӑ курса. Вырӑнсене палӑртма пур хаклавҫӑсен те пӗтӗмлетӗвӗсене илсе вӑтам балл тупса, кайран вара историпе кӑшта пулин ҫыхӑннӑ ӗҫсене 1 балл хушса парса. Хаклав хучӗсемпе (кам епле хакланӑ) кунта пуллашма пулать.

Малалла...

 

Шупашкарта ҫынсем каҫмалли вырӑнсене тата водительсене ҫул чиккине кӑтартакан йӗрсене ҫӗнӗ йышши технологипе палӑртма тытӑннӑ.

Сивӗ пластик текенскерпе пӗлтӗр кӗркунне пӗрремӗш хут усӑ курса пӑхнӑ-ха. Специалистсем каланине ӗненсен, ку меслет вӑхӑта ытларах илет, анчах сӑрлани часах пӗтмест. Унчченхи майпа шуратсан, сӑмахран, 2-3 уйӑхранах сӑрӑ тасалма тытӑнать иккен. Сивӗ пластик меслечӗпе усӑ курсан 2-3 ҫула та ҫитмелле-мӗн. Ҫак мелпе Мускав проспектӗнчи, «Раща» ункӑран тытӑнса Кривов урамӗ патне ҫитичченхи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх, Чапаев, Мате Залка, Чернышевский урамӗсенчи йӗрсене сӑрламалла.

Ҫул ҫинчи йӗрсене сӑрлассипе 14 ҫынтан тӑракан тӑватӑ ушкӑн тӑрӑшать тата пӗр техника ҫине тӑрать. Вӗсем, сӑмах май, ҫӗрле те ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫанталӑк тата ӑшӑтсан ҫул-йӗрҫӗсем вӗри пластик меслечӗпе те усӑ курма тытӑнмалла. Ун пек шуратни сывлӑш температури час-час ылмашнине те, хими япалисен витӗмне те йӑпӑр-япӑр парӑнмасть имӗш.

 

Депутатсем ҫак вырӑн пирки те шухӑшлаҫҫӗ
Депутатсем ҫак вырӑн пирки те шухӑшлаҫҫӗ

Шупашкар хулинче тата тепӗр палӑк ҫӗкленмелле. Ӑна сӑваплӑ Павӑлпа Хевроние халаллӗҫ. Православи тӗнне ӗненекенсем вӗсене ҫемьене упракансемпе сыхлакансем евӗр хаклаҫҫӗ.

Хальлӗхе палӑк хакӗ тата вӑл ӑҫта пуласси пирки калама иртерех-ха. Хула депутачӗсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, спонсорсен тата уйрӑм ҫынсем ыр кӑмӑллӑх тӗллевпе укҫа парса пулӑшасса шанни сисӗнет.

Шупашкар хула депутачӗсем палӑк вырӑнне шырама та тытӑннӑ. Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче вӗсем республикӑн тӗп хулинчи икӗ ҫӗрте пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — арҫынсен мӑнастирӗпе Константин Иванов скверӗ хушшинчи вырӑн, тепри — Республика лапамӗнчи чиркӳ умӗ. Ҫапах та палӑк вӑл е ку тӗлте пуласси пирки пӗтӗмлетме иртерех пулӗ. Мӗншӗн тесен ку ыйтӑва архитекторсен сӗнӗвне тата халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса памалла.

 

Тӗнче шайӗнче иртекен Универсиадӑн тӗп символӗ Шупашкар хулине ҫӗртмен 10-мӗшӗнче ҫитет. Тӗнчипе иртекен ҫуллахи XXVII Универсиадӑн Ҫулӑм эстафеттин пуйӑсӗ хӑйӗн ҫулҫӳревне ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланӑ. Кашни хулара Ҫулӑм ҫункӑҫӗ темиҫе сехет ҫеҫ пулать. Шупашкара Универсиада символнӗ ятарлӑ пуйӑспа Йошкар-Оларан илсе килӗҫ. Чӑваш республикинче Ҫулӑм эстафети чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫланса Хӗрле тӳремре вӗҫленӗ. Ҫавӑнтах хулан ятарлӑ тирӗкӗнче Универсиада Ҫулӑмне чӗртӗҫ.

ЧР вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх эстафета маршручӗ хулан пысӑк университечӗсем тӑрӑх иртӗ, асӑннӑ мероприятие пин студент тата ытти хула ҫынни хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62767.html
 

Хӗвеллӗ ӑшӑ кунсем ҫитнӗрен таврара велосипед, мотоцикл, скутер йышши транспортсемпе ҫӳрекенсен йышӗ кунран-кун ӳссе пырать. Самаях «ҫуран чупакан урапа» транспорчӗпе усӑ куракансем ялсенче те хуласенче те ҫитерӗклӗх. Ҫавна май ШӖМ ӗҫчахӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх юлашки кунсенче Шупашкарта вӑрӑ-хурахсем хушшинче велосипед вӑрласси «йӑлана» кӗре пуҫланӑ. Нумай чухне вӑрӑсем хуҫасӑр вӑхӑтлӑха юлнӑ ик урапалла транспорта халӑх йышлӑ вырӑнсенче «уралантарма» тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗ пуҫламӗшӗнче Чернышев урамӗнчи пӗрлӗх тамбур ҫурт-йӗрӗнче 39 ҫулхи арҫынӑн «тимӗр лашине» вӑрланӑ авӑ мӗн. Вара ку ирсӗр ӗҫ велосипед хуҫине 4 пинлӗх шырлӑх кӳнӗ. Ҫавӑн пекех 9-мӗш ПИлӗкҫуллӑх проспектенчи 22 ҫурт ҫумӗнче 9 пин тенкӗлӗх тӑракан велосипеда вӑрласа кайнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче Ҫӗнтерӳ урамӗнче вӑрӑ-хурах шкул ҫулхи ачан «тимӗр тихине» вӑрлама хӑяйман.

Тепӗр пулӑмра вара велосипед хуҫи магазина кӗрсе тухнӑ хушӑрах вӑрӑ транспорта «кӳлсе кайнӑ».

ШӖМ ӗҫченӗсем велосипедсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартма юраманнине чӗнсе калаҫҫӗ, ятарлӑ ҫӑрасемпе усӑ курсан та пулицайсен шухӑшӗпе лайӑх пулӗччӗ.

Малалла...

 

Пӑрачкав районӗнчи Анастасово ялӗнче пурӑнакан Мария Кочеткова ҫак кунсенче хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хура-шурне пайтах курнӑ тесе шӑпах ун пек ҫынсем пирки калаҫҫӗ те халӑхра.

Хӑйӗн чылай тус-тантӑшӗ евӗрех Мария Александровна та вӑрҫӑра мӑшӑрне ҫухатнӑ. Пӗчченех вӑл икӗ хӗрпе ывӑлне ура ҫине тӑратнӑ. Пурнӑҫ урапи тӗрлӗрен ҫаврӑнать те, паянхи куна илсен, аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ пяанхи кун пирӗнпе ҫук ӗнтӗ. 100 ҫулхи ватта паян тӑванӗн ывӑлӗ пӑхса тӑрать. Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗ те ватӑ амӑшӗ патӗнчен татӑлмасть тесе хыпарлать Пӑрачкав район администрацийӗн сайчӗ. Ҫирӗп кинемей 88 ҫула ҫитичченех хушма хуҫалӑх тытнӑ.

100 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев хӑй пырса ҫитнӗ.

Сӑмах май, 100 ҫул урлӑ каҫма пултарнисенчен Мария Кочеткова — ку тӑрӑхри иккӗмӗш ҫын. Унччен кун-ҫулӑн ҫав каҫалӑкӗнчен Евдокия Мазеева иртейнӗ, анчах вӑл пӗлтӗр леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ.

 

Борис Борлен
Борис Борлен

Илле Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине ҫут тӗнчерен Борис Борлен сӑвӑҫ уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ытларикун, унӑн килӗ патӗнче 9 сехет ирхине иртӗ — Шупашкар, Иван Яковлев проспекчӗ, 8 ҫурт, 185 хваттер. Ваҫлей Митта премийӗн лауриатне (ытти чыслӑ ятсене паман ӑна) тӑван ялӗнче, Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассинче пытарӗҫ.

Борлен Борис Леонтьевич 1934 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш педагогика институтӗнче илнӗ. Пушкӑрт Республикин шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ, «Хыпар» хаҫатӑн Пушкӑртстанри ятарлӑ корреспонденчӗ вырӑнӗнче самай хушӑ тӑрмашнӑ. Хусанта тухакан «Сувар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Борис Леонтьевич тӑрӑшнипех Пушкӑртри Стерлӗ хулинче чӑваш ачисем валли ятарлӑ курссем, педагогика училищинче чӑваш уйрӑмӗ уҫалнӑ.

Унӑн ҫак кӗнекесем пичетленсе тухнӑ: «Асатте ялӗнче» (П. Ҫӑлкуҫпа пӗрле, 1994); «Пӑрттас патшапа Сӑвар Турханӗ» (1998); «Кӗсменрен тӑкаҫҫӗ кӗмӗл» (1999); «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗнӗ самана» (2001) тата ыттисем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i955.html
 

Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать
Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать

Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ.

Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова.

Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн.

Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62705.html
 

Юнкун, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫей вӑрман лартса-ӳстерес кунне уявлать. Шӑпах ҫак кун ҫунҫанталӑка, ҫӗршыв илемне юратакансене пурне те Йӑлӑм енчи вӑрмана пушарпа сиенленнӗ вырӑнсене сыватма — йывӑҫсем лартма, тирпейлӗх кӳме — чӗнеҫҫӗ.

Акцине хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансен Республика тӳремне 7:45–8:00 сехете пухӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем пурне те автобуспа Йӑлӑм енне илсе кайӗҫ.

Хутшӑнакансене вӗри апатпа сӑйлӗҫ. Йывӑҫ лартас ӗҫ тулли кӑмӑлпа, кӑсӑклӑ иртессе шантараҫҫӗ. Ушкӑнпа килекенсене парнесемпе чыслама паллӑртнӑ.

Акцие хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем ҫак адреспа регестрациленме пултараҫҫӗ: http://vk.com/topic-53444776_28109752

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62691.html
 

Кӑҫалхи Ҫӗнтерӳ кун уявӗ Шупашкарта самаях кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Савӑк кӳнӗсӗр пуҫне хула ҫыннисемпе хӑш-пӗр ветерансен кӑмӑла хуҫакан пулӑмсемпе те тӗл пулма килчӗ — Ҫӗнтерӳ кунне уявлани ҫынсен ҫипуҫӗ ҫинче ятарлӑ паллӑ евӗр асӑнмалӑх юлнӑ иккен.

Кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявлама Шупашкарти хӗрлӗ тӳремре нумаййӑн пуҫтарӑннине пурте асӑрхарӗҫ пулӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗ умне те концерта пӑхма пынӑ ҫынсем сахал марччӗ.

Сценӑран инҫех мар 7 сарӑ тӗслӗ сак вырнаҫнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кӑшт маларах ҫеҫ сӑрланӑ пулнӑ имӗш. Сак ҫинчи сӑрӑ вара типсе ҫитеймен-мӗн. Уява пынӑ ҫынсен каланӑ тӑрӑх сак ҫывӑхӗнче «Сӑрланӑ» асӑрхаттару хучӗ те пулман, ҫавӑнпа канса илес тӗлӗшпе сак ҫине сахал мар ҫын ларнӑ — хӑйсен ҫипуҫӗсене варалатнӑ.

Сак «капкӑнне» лекнӗ ҫынсем хушшинче шел пулин ветерансем те пулнӑ.

— Эпӗ кӳлмек тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канас тесе ҫывӑхри сак ҫине ларма шутларӑм — шӑлавара та, курткӑна та варалатрӑм.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62692.html
 

Страницӑсем: 1 ... 943, 944, 945, 946, 947, 948, 949, 950, 951, 952, [953], 954, 955, 956, 957, 958, 959, 960, 961, 962, 963, ... 993
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнăç хавхи пысăк. Ĕçсем ăнса пыччăр тесен сирĕн çĕнĕ союзниксем тупмалла. Ку эрне вăхăта çемьепе ирттерме, спортпа туслашма, сипленме ăнăçлă. Карьера картлашкипе хăпарас шанчăк пур. Йывăр эрне хыççăн эре-сăра патне пымасан аванрах.

Авӑн, 21

1883
141
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
112
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
83
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
47
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
10
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та