Шупашкар хула администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗнче санкцилемен каяш купи тупнӑ. 50 пин тӑваткал метр лаптӑк ӑптӑр-каптӑрпа тулнӑ-мӗн.
ЧР прокуратурин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 пин тӑваткал метрта «Поречье» организаци ӗҫленӗ. Лаптӑка тӑпрапа, хӑйӑр хутӑшӗпе, строительство материалӗн юлашкийӗпе, бетон хатӗрӗсемпе, пиломатериалсемпе тултарнӑ.
Паллах, ку лаптӑк ку тӗлӗшпе усӑ курмалли мар. Ку тавралӑха варалать. Ҫитменнине, ку саккуна пӑсни те. Ҫавна май организаци ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Суда тавӑҫ ыйтӑвне те тӑратнӑ. Унта организацин ҫав лаптӑкри ҫӳп-ҫапа пуҫтармаллине палӑртнӑ.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пукане театрне йӗркеленӗ. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем хӑйсен пултарулӑхне аталантараҫҫӗ.
Пукане театрӗнче «Калинушка» клуба ҫӳрекенсем ӗҫлеҫҫӗ. Ватӑскерсем вырӑс халӑх юмахӗсене кӑтартаҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть комплекслӑ центр ҫумӗнчи ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасене вӗсем юратнӑ «Волк и семеро козлят» юмахне кӑтартнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, хастарлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Комплекслӑ центрта вара хӑйсене аталантармалли условисем пур.
Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници Раҫҫейре чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Танлаштарӑмра вӑл Кисанти (Рязаньти) хыҫҫӑн ҫӳлтен иккӗмӗш картлашкара тӑрать.
Раҫҫейре пӗрремӗш звенора шутланакан 16,5 пин медицина организацийӗ шутланать. Ҫав шутра ведомствӑн тата патшалӑхӑн мар поликлиникӑсем 6,5 пин. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫумӗнчи хаклавҫӑсем пин ытла поликлдиникӑна тишкернӗ. Аслисен поликлиникисен чи лайӑх вуннӑшне Мускаврсием виҫҫӗн лекнӗ, ача-пӑча валли ӗҫлекеннисем вара ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пачах та кӗмен. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Сӑнавҫӑсем уйрӑм юридици сӑпачӗллӗ учрежденисене — ача-пӑчан 325 поликлиникин, аслисен 422 поликлиникин тата аслисене те, ачасене те пулӑшу кӳрекен 536 поликлиникӑн ӗҫне тишкернӗ хыҫҫӑн танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейне вут-ҫулӑм чӗреллӗ поэт тесе хаклакан ҫак поэтӑн портретне парнеленӗ. Ытти ҫапла ӗҫсенчен вӑл чӑннипех те уйрӑлса тӑрать. Ӑна тӗрлесе тунӑ.
Портрет авторӗ — Юрий Григорьев. Юрий Владимирович парнелӗх япаласене компьютерпа хатӗрлессипе тата пӗр-пӗр темӑпа пӗчӗк парнесем тӑвассипе ӗҫлет. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Григорьев вӗҫӗмех шыравра. Поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳркенмен ҫав ҫын поэтӑн портретне тӗрлес шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл хура ҫиппе пурнӑҫланӑ. Автор ҫакна поэт поэзи тӗнчинче ҫӗнӗ пусӑ сухаланипе, чӑваш поэзийӗн аталанӑвне йӗр хӑварнипе ӑнлантарнӑ.
Ҫеҫпӗлӗн тӗрленӗ портретне музейҫӑсем 1969-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче пичетленнӗ «Ҫӗн кун аки» кӗнекесемпе юнашар вырнаҫтарнине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.
5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.
Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.
Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ.
«Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ.
Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен.
Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать.
«Шупашкар хула Депутачӗсен пухӑвне суйланас текенсем укҫа та, пӗрне пӗри те шеллемеҫҫӗ», — пӗтӗмлетет Александр Белов журналист республикӑн тӗп хулин депутачӗсен президиумӗн ларӑвӗнче суйлав умӗн саккунлӑ мар технологисене усӑ курнине сӳтсе явни пирки хыпарланӑ май.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӗп вӑя хӑйсене хирӗҫ янӑ тесе шухӑшлать пулсан, тӗнче тетелӗнче ытти парти пайташӗсем администраци мелӗпе усӑ курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах муниципалитетӑн суйлав комиссийӗ пӑшӑрханма темле сӑлтав ҫук тесе шухӑшлать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти умсуйлавне (праймеризне) ирттернӗ чух такамсем апат-ҫимӗҫ лавккара тӳлевсӗр илме май пур тесе сертификат валеҫнӗ-мӗн. Хаклӑ хутпа ҫынсем палӑртнӑ кун лавккана ҫул тытнӑ. Анчах кассӑна ҫитсен вӗсенчен укҫа ыйтсан лешсенчен хӑшӗсем депутатсем улталарӗҫ тесе йӗрсе ярасси патнех ҫитнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти хаҫатне валеҫекенсене машина ҫӑвӗпе сапни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Суйлав ҫывхарнӑ май хура технологисемпе тата усӑ курма пултарӗҫ-ха.
Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен ассоциацийӗ Право тата экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш йӗркелеме йышӑннӑ.
Йыша ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющийӗ компанийӗсен, «Шупашкар хулин ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» муниципалитет учрежденийӗн ӑслӑ-тӑнлӑ ертӳҫисене, юрисчӗсене, экономисчӗсене кӗртнӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Строительство министерстви.
Эксперт канашне ерсте пыма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятйиӗсен ассоциацийӗн ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗн право ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ҫумне Владимир Храмова ертсе пыма йышӑннӑ. Ӑна Шупашкарти «Волжский-3» управляющи компани пуҫлӑхӗ пулӑшса пырӗ.
Канаш управляющи компанисене кулленхи ӗҫре сиксе тухакан кӑткӑс самантсене татса пама пулӑшса тӑмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |