Пысӑк процентлӑ пӗчӗк укҫа паракан кредит организацийӗсемпе ҫыхланмалла маррине темле асӑрхаттарсан та ҫынсем авӑра ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан П. хушаматлӑ хӗрарӑмпа унӑн хӗрӗ те ҫавӑн пеккисенчен пӗринче, «Деньги сейчас» ятлинче, 2017 ҫулта ҫулта 40 пин тенкӗ илнӗ. Илме илнӗ те, анчах тӳлесе татма май килмен.
Хӗрарӑмсем укҫана тӳлементен вӗсен парӑмне кредит учрежденийӗ «Инкас Коллект» текен тулли мар явапла обществӑна шыраса илме шаннӑ. 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хайхин ӗҫченӗсем парӑлисем патне персе ҫитнӗ. Йӗркене пӑхӑнсан вӗсен хӑйсенпе паллаштармалла, мӗн калаҫнине диктофонпа ҫырса илмелле, ҫырса илесси пирки систермелле.
Парӑма шыраса илме пынисенчен пӗри ҫеҫ хӑйӗнпе паллаштарнӑ иккен, хваттерте калаҫнине те ҫырса илмен. Коллектор агентствине ЧР Арбитраж судӗнче тишкерсе 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарти шкулсенче бомба хуни пирки паян кӑна хыпарларӑмӑр. Хулари суту-илӳ центрӗсене те пырса тивнӗ ку. Вӗсенче те бомба хуни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсене эвакуациленӗ, анчах нимӗнле бомба та тупман.
Кунашкал суя хыпарсем Раҫҫейӗпех сарӑлнӑ-мӗн. Хӑш-пӗр регионта шкулсене, ытти учреждение бомба хуни пирки хыпар ҫитнӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышӗнче.
Шупашкарта паян йӗрке хуралҫисем шкулсене кӑна мар тӗрӗсленӗ. «Палладиумра», «Пӗрремӗш лапамра», Ленинград урамӗнчи нумай функциллӗ центрта та бомба пирки суя пӗлтерӳ пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта 2-мӗш поликлиникӑна тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсемпе йӗрке хуралҫисем ҫурта 2 сехете яхӑн тӗрӗсленӗ.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кунашкал «суя хыпарсем» Магнитогорскра пуҫланнӑ. Унтан Камчаткӑра, Хабаровскра, Иркутскра, Кемӗрте, Екатеринбургра, Ярославльте, Сыктывкарта, Рязаньте, Владимирта пулнӑ. Бомба пирки хыпар организацисен электронлӑ почтине килнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ 2019 ҫулхи хысна проектне пӑхса тухнӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре сывлӑх сыхлавне пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Кӑҫал ку тытӑма 20 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Кунсӑр пуҫне хушма укҫа та килмелле: 2 миллион ытла тенкӗ. Укҫан ҫурри ытла ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн кайӗ, вӗсене пульницӑсене, поликлиникӑсене, ФАПсене вырнаҫтарӗҫ.
Медицина учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетмешкӗн 432 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу машинисене паркне тепӗр 24 «тимӗр урхамах» килмелле. Кун валли 113 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Хушма укҫапа Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницине те юсӗҫ, Ленин проспектӗнчи строительство поликлиникине тӑвас ҫӗре те нухрат ярӗҫ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Шупашкарти темиҫе шкулта бомба хуни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитсе ачасене эвакуациленӗ, бомба пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ачасене шкултан кӑларса ҫывӑхри ача-пӑча пахчисене вырнаҫтарнӑ.
«Про Город» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 1-мӗш гимназие, 1, 2, 38, 40, 55, 56, 61-мӗш шкулсене ҫавӑрса илнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Сӑмах май, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче бомба хуни пирки суя шӑнкӑрав пулнӑ.
Елчӗ районӗн прокуратурине малашне Сергей Фирсов ертсе пырӗ. Ӑна асӑннӑ район прокурорӗ пулма ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн генеральнӑй прокурорӗн приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юстицин аслӑ канашҫи Сергей Фирсов 1978 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан Сергей Фирсов Шупашкарти прокуратурӑра тӗпчевҫӗ пулнӑ, унта аслӑ тӗпчевҫе ҫитнӗ, кайран Муркаш районӗн прокурорӗн ҫумӗ, каярах прокурорӗ пулма шаннӑ. 2014 ҫултанпа Сергей Фирсов Ҫӗмӗрлери районсем хушшинче прокурор пулса ӗҫленӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алевтина Федоровӑна ҫирӗплетнӗ.
Алевтина Федорова — министерствӑра ҫӗнӗ ҫынах мар. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Вӗренӳ отраслӗнчи опычӗ вара тата пуянрах. Истори, географи учителӗ пулма вӗреннӗскер Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Каярах ӑна унта директорӑн ӑслӑлӑхпа методика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тата кӑштахран директор пулма шаннӑ. Алевтина Федорова Раҫҫейӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.
Педагог специальноҫне алла илнипех ҫырлахман вӑл. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ, М.А. Шолохов ячӗллӗ аслӑ шкулта патшалӑха тата муниципалитета ертсе пыма хӑнӑхнӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «По обе стороны кулис» (чӑв. Чаршав ик енче) савӑнӑҫлӑ программӑна йыхравлаҫҫӗ. Унта Шупашкарти тӗрлӗ театрсем хутшӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Театр ҫулталӑкне халалланӑ мероприятире И.С. Тургенев, Н.А. Островский, Н.В. Гоголь пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем «Элегия», «Без вины виноватые», «Женитьба» спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Маргарита Финогентова тата Татьяна Бахтина та пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Н.В. Гоголь хайлавӗпе лартнӑ «Ночь перед Рождеством» пӗр актлӑ спектакле кӑтартӗ.
Ҫак арҫынннӑн икӗ иномарка, Екатеринбургра хваттерте пай, АН-28 самолет пур. Чухӑнах мар, анчах вӑл Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫулти ывӑлӗшӗн тата 5-ри хӗрӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 2 миллион тенкӗ.
Арҫыннӑн уйӑхне 40 пин тенкӗ алимент тӳлемелле пулнӑ, анчах вӑл хӑнк та туман. Парӑм пысӑккине кура приставсем ӑна куҫакан тата куҫман пурлӑха регистрацилеме чарнӑ, ҫавӑн пекех унӑн пӗр иномаркине арестленӗ.
Кун хыҫҫӑн ҫеҫ ашшӗ вырӑнтан тапраннӑ. Кӗҫех ачасен амӑшӗ арҫын алимента йӑлтах тӳленине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ исполнительнӑй сборшӑн 160 пин тенкӗ кӗсйинчен кӑларнӑ.
Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей первенствинче Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти Олимп хатӗрленӗвӗн училищинче вӗренекен Полина Андреева темиҫе медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршыври пилӗк рекорда ҫӗнетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерстви хыпарлать.
13-17 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче иртекен ӑмӑртусене ҫӗршыври 220 хӗрпе каччӑ хутшӑнать, вӗсенчен улттӑшӗ — Чӑваш Енрен: Полина Андреева, Ксения Александрова, Александра Степанова, Артур Никонов, Андрей Портнов тата Максим Матвеев. Геннадий Иванов тренерӑн вӗренекенӗ Полина Андреева тӗрлӗ меслетпе вӑй виҫсе икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш спортсменки 17 ҫулти хӗрсен йышӗнче — виҫӗ, 20 ҫултисен хушшинче ӑмӑртса икӗ рекорда ҫӗнетнӗ.
Голландинче ҫул ҫӳревпе пулнӑ ҫынсем Шупашкара заправкӑна кӗрсе тухнӑ.
Электрокарпа ҫул ҫӳрекенскерсен зарядки ларас патнех ҫитнӗ. Шупашкарта вӗсем «Чӑвашэнерго» предприятин заправки патӗнче чарӑннӑ. Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫутӑ зарядкин станцийӗ пирӗн республикӑра пӗртен пӗрре ҫеҫ-мӗн.
Шупашкарти электрозаправка станцийӗ тест мелӗпе ӗҫлет, ҫавна май машина аккумуляторне вӑл тулевсӗр зарядкӑласа парать. Запраквкӑпа усӑ курас тесен чип-карточка кирлӗ. Ӑна «Чӑвашэнергӑн» филиалӗнче тӳлевсӗр параҫҫӗ. Электромобиле регистрацилени пирки хут ҫеҫ ыйтаҫҫӗ.
Голландирен Германипе Финлянди витӗр килекенскерсем Хусанти, Елабугӑри, Ижевскри тата Пермьри ҫавӑн пек станцисене те ҫула май пахалассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |