Шупашкарта пурӑнакан Фаина Сивова паян 95 ҫул тултарнӑ. Ун патне ҫав ятпа ҫӗршыв Президентӗнчен ӑшӑ салам килсе ҫитнӗ.
Фаина Фёдоровна Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл шкулта вӗренме пуҫланӑ. 1944 ҫулта ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах вӑл вырӑнти машинӑпа трактор станцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан счетовод, кайран бухгалтер пулса тӑрӑшнӑ. 1962 ҫулта хӗрарӑм Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан Культура ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ.
Кинемейӗн 1 ывӑл, 1 хӗр, 2 мӑнук, мӑнукӗн ачи пур.
Шупашкарта пурӑнакан Наталья Ершова 100 пин тенкӗ выляса илнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ.
Наталья «Что? Где? Когда?» (чӑв. Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?) телекӑларӑма кӑсӑклӑ ыйту ярса панӑ. «Пӗрисем ӑна хӑйӑр ҫинче хӑвараҫҫӗ, теприсем хӗрлӗ эрех этикетки ҫинче, виҫҫӗмӗшӗсем — мӑйӑр миххи ҫинче, тӑваттӑмӗшӗсем — ваза ҫинче. Пӗрисем ӑна йӑлана кӗнӗ йӗркепе палӑртнӑ, теприсем пачах палӑртман», — ҫакӑн пек ыйту хатӗрлене студентка. Вӑййа хутшӑнакансем ун хуравне пӗлеймен.
Шупашкарти Оксана (Ксения) Фёдорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш эрешӗ) конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Геннадий Иванов-Орков искусствовед пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ ал ӑсти хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ 10 ҫын ҫак уйӑхра хӑйсен сумлӑ юбилейне кӗтсе илӗ.
Вӑрӑм ӗмӗрлисен пурнӑҫ условийӗпе Шупашкар хулнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплексла центр ӗҫченӗсем кӑҫӑклансах тӑраҫҫӗ.
90 ҫултан иртнисене юбилейпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та саламлать. Вӑл вӗсене саламла открыткӑсем ярса парать.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Павлов кунӗсем» фестивале халалланӑ мероприятисен ярӑмӗнчи черетлӗ концерт иртӗ. Тӗрӗсрех, унпа фестиваль вӗҫленӗ.
Училище сцени ҫине учрежденин чи лайӑх коллективӗсем, унтан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем (вӗсем паян ҫӗршыври тӗрлӗ хулара ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ) тухӗҫ.
Уяв программинче – тӗнче тата хамӑр ҫӗршыври классика хайлавӗсем тата чӑваш композиторӗсен сочиненийӗсем янӑрӗҫ.
Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 153 ҫӗнӗ троллейбус илсе килмелле. Вӗсене финансированин комбинациленӗ мелӗсемпе усӑ курса туянӗҫ. Ку таранччен ятарлӑ казначейство кредичӗсем пулӑшнипе 47 ҫӗнӗ автобус туяннӑ ӗнтӗ.
Ҫапла троллейбус паркне ҫӗнетесшӗн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссен вӑтам ӳсӗмӗ 6 ҫул таран пӗчӗкленнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ.
Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ.
Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Васильевсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кремльти концертра пулнӑ. Ҫавӑнта кайса курма вӗсем Ирина Дубцован «Главное – семья» (чӑв. Чи кирли – ҫемье) мультимеди проектӗнче ҫӗнтернӗрен тивӗҫнӗ. Унта Васильевсем «Спорт ҫемйи» номинацире палӑрнӑ.
Ирина тата Владимир Васильевсем – ҫичӗ ача амӑшӗпе ашшӗ. Чи асли — 20 ҫулта, кӗҫӗнни — 2-ре. Васильевсен ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ҫемье пуҫлӑхӗ Владимир — каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина — каратэпе хура пиҫиххин пӗрремӗш данне тивӗҫнӗ.
1 пин тенкӗлӗх укҫа ҫине мӗн ӳкерессине суйлаҫҫӗ. Списокра – 25 символ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ те пур.
Укҫа Атӑлҫи федераци округне халалланӑскер пулӗ. Халӗ хӑш хулари паллӑ вырӑна сӑнлассине суйлаҫҫӗ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ.
Шупашкар хулине кӗрекен Йӑлӑмра пурӑнакан Агниса Григорьева паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Сӗнтервӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ҫамрӑклӑхӗ, ытти тантӑшӗнни евӗрех, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене тивнӗ. Торф кӑларакан предприятире ӗҫленӗ, кайран шкулта кочегарта тӑрӑшнӑ. Унтан мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Туберкулез диспансерӗнче санитаркӑра тӑрӑшнӑ.
Юбилей ячӗпе кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина тата Шупашкар хулин Йӑлӑмри территори управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |