«Наци кросне» ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртӗ. Мероприяти републикӑри районсемпе хуласенче иртӗ. Чи пысӑк старт Шупашкарта пулӗ.
Кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, мероприяти кӳлмекре, Юрламалли уйра, иртӗ. Кроса хутшӑнакансене 8 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен регистрацилӗҫ. 11 сехет те 45 минутра мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Чи малтан 3 ҫухрӑм чупакансем старта тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӳсӗмрисем тӗрлӗ дистанцие чупӗҫ. Юлашкинчен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чыслӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ.
Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре Шупашкарти Николаев урамӗнче инкек пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем пынӑ чухне ҫамрӑк арҫын, 30 ҫултискер, сарӑмсӑр вилнӗ.
Андриян Николаев урамӗнче пӗр ҫуртӑн фасадне ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫак арҫын леса ҫинче ӗҫленӗ. Хайхискер асӑрханман – аялалла ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ мудпулӑшу, полици ҫитнӗ. Анчах ҫамрӑк арҫыннӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ – вӑл сывлама пӑрахнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьепе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртне Шупашкарта пурӑнакан Черновсене йыхравланӑ. Ҫемье Чӗмпӗр хулинче авӑн уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче иртнӗ Ҫемье йӑлисен фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.
Ирина тата Николай Черновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа — 13 ҫул. Вӗсем тӑватӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫемьере пӗрне-пӗри хисеплеҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ.
«Ҫулталӑк ҫемйи – 2019» конкурсра вӗсем муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, халӗ финалти ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Чӗмпӗрти конкурсра Черновсем чӑвашсен йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ, ҫемье йӑлипе паллаштарнӑ, авалтан упранса пынӑ, хӑйсен ашшӗ-мӑшӗ вӗрентнине ӑша хывса пурӑннине кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫемьене республика чысне хӳтӗленӗшӗн мухтаса тав тунӑ, ачасене юратса, тӗрӗс тӗкел ура ҫине тӑратнӑшӑн ырланӑ.
«Чӑвашсен хитре кӗписене эсир тӑхӑннӑ. Чӑвашлӑха юратни курӑнать. Йӑла-йӗркене тытса пыни пушшех хавхалантарать. Раҫҫей культурин уйрӑлми пӗр пайӗ ҫакӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче троллейбус мӑкӑрланма тытӑннӑ. Тӗтӗм 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен общество транспортӗнче тухнӑ.
Ку пӑтӑрмаха Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Кун пирки ЕДДС пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Алексей Петров каласа кӑтартнӑ.
Троллейбусра тӗтӗм тухнине каҫхи 7 сехетре асӑрханӑ. Ун чухне троллейбус Максим Горький проспекчӗпе пынӑ. Тӗтӗм водитель кабининчен тухнӑ. Юрать, никам та - водитель те, пассажирсем те – шар курман.
Шупашкарти общество транспорчӗсенче каллех улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет.
Транспорт ыйтӑвне Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Унта пилӗк маршрут ҫинче пулакан улшӑнусене пӑхса тухнӑ. Ку транспорта урӑххипе улӑштарассине пырса тивет.
Мэри пӗлтернӗ тӑрӑх, контрактпа килӗшӳллӗн 5-мӗш, 37-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш тата 33-мӗш маршрутсемпе вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ку килӗшӳ 10 ҫуллӑха пулӗ.
Ҫӗнӗ транспортсем кӗҫех, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Авӑнӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче темиҫе ыйту пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра – пӗр депутата мандантсӑр хӑварас ыйту та.
Сӑмах – Алексей Никитин депутат пирки. Унччен маларах ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тата коррупципе кӗрешекен управлени тӗрӗслев ирттернӗ. Алексей Никитин декларацире хӑйӗн тата мӑшӑрӗн счечӗсене пурне те кӑтартманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Счетсем ҫинче вара – вун-вун миллион тенкӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн материалсене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ярса панӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухнӑ та Алексей Никитина мандатсӑр хӑварма йышӑннӑ.
«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр.
Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
«Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.
Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ.
Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика.
Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |