Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта пурӑннӑ ҫынна шыранине пӗлтерет. Ҫакӑн пирки ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Ҫухалнӑ ҫын Николай Никанорович Одинцов ятлӑ, 1968 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Уголовлӑ шырав управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫутӑ ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чух арҫын хура тӗслӗ футболкӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, ҫутӑ пушмакпа пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫухалнӑ Николай Одинцов куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет.
Ҫухалнӑ ҫын ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсене е ӑна курнисене (8352) 39-40-94 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта вӑйӑ автомачӗсене тӗп тунӑ. Вӗсене рейдсем вӑхӑтӗнче туртса илнӗ.
Полицейскисем рейд ирттернӗ чухне вӑйӑ автомачӗсене туртса илеҫҫӗ. Автоматсем пуҫиле ӗҫсенче ӗнентерекен япала вырӑнӗнче пулаҫҫӗ, кайран вӗсене тӗп тӑваҫҫӗ.
Нумаях пулмсть Шупашкарти пӗр предприятире 60 ытла вӑйӑ автоматне утилизациленӗ. Хаклӑ техникӑна, хуҫисене нумай тупӑш кӳнӗскерсене, наччасрах пресласа утилизациленӗ, вӑл тимӗр-тӑмӑра ҫаврӑннӑ.
Полицейскисем саккуна пӑсса азартлӑ вӑйӑсене йӗркелекенсене тупса палӑртас тӗллевпе малашне те ӗҫлӗҫ.
Чӗмпӗр хулине тӗрӗк ушкӑнне кӗрекен чӗлхесене тӗпчекен Синджаро Казама унти чӑвашсемпе тӗл пулма килсе ҫитнӗ. Токиори университет профессорне Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗсем Олег Мустаевпа Тимӗр Хуначи кӗтсе илнӗ. Чӑваш халӑх сайтне Олег Мустаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнана вӗсем яраплансен портӗнче кӗтсе илнӗ.
Яппун профессорӗ Чӗмпӗре ҫитнӗ-ҫитмен Иван Яковлев патриарха пуҫ тайма кӑмӑл тунӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Синджиро Казама Шупашкара, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, килнӗ. Ун чухне профессор чӑваш диалекчӗсемпе те кӑсӑкланнӑ. Тӗрлӗ халӑх диалектне пухса профессор словарь кӑларасшӑннине пӗлтернӗ.
Хӑнана ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗренекен Анна Ижетникова пулӑшнӑ. Вӑл профессор ыйтнӑ 150 сӑмаха тури чӑвашсен диалекчӗпе куҫарса панӑ тата чӑвашла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене диктофон ҫине ҫырса илнӗ.
Ҫемьесене упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш Енре «Сохраним семью» (Чӑв. Ҫемьене упрар) проект пурнӑҫланать. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви шухӑшласа кӑларнӑ.
Проект тӗллевӗ — ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене, уйрӑлас патне ҫитнӗ арӑмӗпе упӑшкине психологи пулӑшӑвӗ парасси. Проекта загс органӗсен ӗҫченӗсем, Шупашкарти Ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрекен центр психологӗсем, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗнче тӑрӑшакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, семинарсемпе психологи тренингӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене те ҫемье пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫемьесем арканасси пирӗн республикӑра юлашки 5 ҫулта пӗчӗк тесе ӗнентерет ЧР Юстици министерстви. Ҫемье арканнин 1000 ҫын пуҫне илнӗ кӑтартӑвӗпе пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхри коэффициент 2,9 пулнӑ. Ку вӑл Федерацин Атӑлҫи регионӗнче чи пӗчӗкки иккен.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар» универмаг патӗнче кӗрешӳ енӗпе уҫӑ первенство пулӗ. Ӑмӑртӑва спорт кӗрешӗвӗн кирек мӗнле тӗсӗнче те хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе 20 ытла заявка килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ виҫе категорийӗнче вӑй виҫӗҫ.
Ӑмӑрту 17 сехет те 15 минутра пуҫланӗ. 16 сехетре спортсменсене виҫӗҫ. Виҫе категорийӗсенче ҫӗнтернисене медальпе тата дипломпа чыслӗҫ. Первенство триумфаторне тӗп парне кӗтет: чӗрӗ така.
Ыран универмаг умӗнче кирек пуканне йӑтас енӗпе те ӑмӑрту иртӗ.
Паян Шупашкарта ҫӗнӗ савут уҫӑлнӑ. Вӑл Индустри паркӗнче вырнаҫнӑ.
Турбокомпрессорсем тӑвакан тата вӗсене юсакан «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмине уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, «Турбоком» компанисен ушкӑнӗн тӗп пуҫлӑхӗ Владимир Овчаренко хутшӑннӑ. Предприятин учредителӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков. Савута уҫма май килнишӗн вӑл республика Правительствине ырласа сӑмах каланӑ. Владимир Овчаренко Шупашкар тата Чӑваш Ен ҫыннисене усӑ тӑвассишӗн тӑрӑшма шантарнӑ.
«Турбоком-Инвест» хӑйӗн маркипе турбокомпрессорсем ӑсталӗ, ыттисен ҫав продукцине юсӗ. Турбокомпрессорсене завод ҫӑмӑл тата тиев турттаракан машинӑсем, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх промышленноҫӗ валли 100 ытла тӗрлине кӑларӗ.
«Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хулари тӳре-шара тата «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗн командисем хоккейла вылӗҫ.
Шупашкарсен командине Чӑваш Ен тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пырӗ, «Вӗршӗнсен» командирӗ Сергей Осяйкин полковник пулӗ.
Куракансем валли матчсӑр пуҫне тӗрлӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче. Хоккей курма пынисем пилотсемпе калаҫайӗҫ, вӗсемпе сӑн ӳкерӗнейӗҫ.
Шупашкарти тӳре-шара тата пилотаж ушкӑнӗ унччен те хоккейла вылянӑ. 2015 ҫулта вӗсен юлташла ӑмӑртӑвӗ 5:5 шутпа вӗҫленнӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Унта кирек кам та кайса курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
233 пассжирӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ икӗ пилот пирки сайтра тин кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Крыма вӗҫме тухнӑ Airbus A321 куккурус уйне анса ларнӑ. «Жуковский – Симферополь» маршрутпа вӗҫнӗ самолет сывлӑша хӑпарнӑ чухне чарлансен ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Кайӑксем двигателе лекнӗрен пушар тухнӑ, техника ӗҫлеме пӑрахнӑ. Экипаж инструкципе килӗшӳллӗн ӗҫленӗ: двигателе сӳнтернӗ, шассие пуҫтарнӑ та уя анса ларнӑ. Самолетра ҫав вӑхӑтра 233 пассажир пулнӑ. Самолет штурвалӗ умӗнче Дамир Юсупов командир тата иккӗмӗш пилот Георгий Мурзин пулнӑ. Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ.
РФ Президенчӗ Анапӑра канашлу уҫнӑ май ҫак икӗ пилота Раҫҫей Паттӑрӗн ятне парассине пӗлтернӗ. Экипажӑн ытти пайташӗсем Паттӑрлӑх Орденне тивӗҫӗҫ.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш телерадиокомпанин операторӗ Виктор Степанов 50 ҫул тултарнӑ. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ӑшшӑн саламланӑ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Витьӑпа 26 ҫул хушшинче чылай кӑларӑм хатӗрлерӗмӗр, нумай тӑвар ҫисе ятӑмӑр. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗскер, «Хыпарта» (Коммунизм ялавӗ) ӗҫленӗ Валерьян Степанов журналист ывӑлӗ, хӑйӗн пирки «Эп Элӗк ачи» тет. Чӑвашла пӗлнӗрен унпа ӳкерме пушшех ҫӑмӑл. Ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа ҫӗнӗ ӳсӗмсем сунатпӑр, ӗҫтешӗм!» — тесе шӑрҫаланӑ Марина Карягина.
Телеоператорӑн ытти ӗҫтешӗ те юбиляра ырласа Фейсбукра ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Унпа пӗр коллективра ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти Иван Яковлев проспектне юсама пуҫлӗҫ. Хальхинче 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа Ашмарин урамӗ таран ҫӗнетмелле. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май транспорта ҫав вӑхӑтра урӑх ҫулпа ҫӳретӗҫ. Чару троллейбуссене пырса тивмӗ ҫеҫ.
Транспорт ырантан, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, тавран ҫӳрӗ. Шупашкар хулинчи «Алкеш — Энергетиксен поселокӗ» маршрутпа хутлакан 7-мӗш номерлӗ автобус ҫав вӑхӑтра Иван Яковлев проспектӗнчен 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектне пӑрӑнса кӗрӗ, унтан Эгер бульварӗпе, Ф. Орлов тата Ашмарин урамӗсемпе Иван Яковлев проспектне, Канаш шосси ҫине тухӗ.
«Луч» кинотеатр — «Фин долини» микрорайон» маршрутпа ҫӳрекен 44-мӗш маршрут Ашмарин урамӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗ, Канаш шосси патне ҫитсе ҫаврӑнса илсе Ашмарин тата Ф. Орлов урамӗсемпе, Эгер бульварӗпе, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе Иван Яковлев проспектне тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |