Германин тӗп хулинче, Берлинта, Шупашкарти кӑвакалсене кӑтартнӑ. Кун пирки Виктор Чугаров Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри фотограф сӑнланӑ кайӑксене Берлинта кӑна мар, Мюнхен хулинче те кӑтартнӑ.
Асӑннӑ ҫӗршыври ҫав хвласенчи метросенче «Foto des Tages» (Пӗр кунти сӑнӳкерчӗк) ярӑмпа тӗрлӗ илемпе паллаштараҫҫӗ. Шупашкар кӳлмекӗнчи кӑвакалсене нимӗҫсем ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, пӑхса киленме пултарнӑ.
Аса илтерер: Виктор Чугаров режиссер-документалист тӗрлӗ ҫӗршывра, ҫав шутра Германире те, пулса «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкернӗччӗ.
Agabazar // 7418.6.1180
2020.12.21 16:24 | |
Хăçан ÿкерсе илнĕ? |