2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Каруев Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей партин йышӑну пӳлӗмӗнче Владимир Путинӑна портретне, икӗ гвоздика вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл портрет ҫине сурнӑ.
Ун чухне ӑна пуҫтахланнӑшӑн 15 талӑклӑха арестленӗ. Анчах Европӑри ҫынсен правине хӳтӗлекен суд ҫакӑ ҫыннӑн правине пӑсни тесе йышӑннӑ: кашнин хӑйӗн шухӑшне палӑртма ирӗк пур. Суд Шупашкарти арҫынна куншӑн 12400 евро памалла тесе йышӑннӑ. Ку 1 миллион тенкӗпе танлашать.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехетре нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте, Шупашкарти Афанасьев урамӗнче, стропальщик 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫав вӑхӑтра ҫӳлти хутра кран ҫинчен строительство материалӗсене пушатнӑ. 42 ҫулти стропальщик ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти хӗр ҫӳлти хутран ӳкни пирки пӗлтернӗччӗ.
Лавккара «VAKMA» маркӑллӑ макарон сутнине курсан ӑна хам та «Макфа» тесе, пӗҫернӗ чухне ирӗлсе каймасть тесе туяннӑччӗ. Анчах киле ҫитсен пӑхрӑм та – ячӗ урӑхларах иккен. Макаронӗ те пиҫсен нимӗрленме тытӑнчӗ.
Икӗ ҫул каялла икӗ фирма тавлашма тытӑннӑ. «Макфа» Шупашкарти «Вакмӑна» суда панӑ, автор правине пӑснӑран /хутаҫӗ те «Макфӑнни» пекех симӗс тата/ пӗтӗм продукцие суту ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларса тӗп тутарма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех 10 миллион тенкӗ тӳлеттерме ыйтнӑ. Кайран 10 пинне чакарттарнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ.
Кӑҫал «Макфа» каллех тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче вӑл тавар паллин правипе ҫыхӑннӑ. «Вакмӑран» 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Суд ларӑвне нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58/1-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Пӗтӗмпе – 4 ҫын: икӗ хӗрарӑм тата 18 ҫул тултарман арҫын ачасем. Пурне те пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасен сывлӑхӗ йӗркеленнӗ, хӗрарӑмсем вара йывӑртарах.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, форточка хупӑ чухне вентиляци каналӗ ӗҫлемен. Вырӑна ҫитне газовиксем газ колонки ҫине заглушка лартнӑ.
Астӑвӑр: килте газ шӑршине туйсанах 04 номерпе шӑнкӑравламалла. Газ хатӗр-хӗтӗрне вара кашни ҫулах специалистсене тӗрӗслеттермелле.
Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ штамӗ – омикрон – пирӗн пата та ҫитнӗ. Унпа чирленӗ пациента иртнӗ эрне вӗҫӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациент омикрон штампа чирленине анализ ҫирӗплетнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Ӑна шурӑ халатлисем сӑнасах тараҫҫӗ. Пациент Шупашкарти пӗр ковид-госпитальте выртать.
Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре омикрон штамм сарӑлма тытӑннӑ. Вирусологсем вӑл питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе уйрӑлса тӑрать.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 26 ҫулти хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тенӗ те тата нумайрах нухрат ҫухатнӑ.
Хӗр каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банкра ӗҫлекен ҫын имӗш. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам хӗрӗн паспорт даннӑйӗсемпе усӑ курса кредит карточки ҫинчи укҫана илесшӗн. "Банк ӗҫченӗ" карточкӑна хӗр нумаях пулмасть илнине, унта мӗн чухлӗ укҫа пулнине тӗрӗс каланӑ.
Палламан ҫын укҫана сыхласа хӑвармалли мел пуррине пӗлтернӗ - ӑна резерв счет ҫине куҫармалла. Ҫапла вӑл 97 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Банка шӑнкӑралама вара кайран тин ӑс ҫитернӗ. Унти ӗҫченсем банкра нимӗнле резерв счет та ҫуккине пӗлтернӗ. Хӗр ултавҫасен аллине лекнине тинех ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна нимеҫӗсем, полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ,унтанпа унран сас-хура ҫук.
"Лиза Алерт" шырав отрячӗ тата ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ килтен кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл таврӑнман, тӑванӗсене те хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен.
Ҫамрӑка 4 кун шыранӑ. Телее, ӑна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Каччӑна тупни пирки паян пӗлтернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 11 сехет те 50 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Дубрава" чарӑну патӗнче 101-мӗш "с" автобус хӗрарӑма ҫапса хӑварни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑччӗ. Вӑл светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Шел те, ҫав хӗрарӑм, 72 ҫултискер, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫав кунах Шупашкарти База проездӗнче васкавлӑ медпалӑшу машини, ачана Республика клиника пульницине илсе каяканскер, аварие лекни пирки пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗр Шупашкарти юра Промтрактор ҫывӑхӗнчи лапама илсе тухнӑччӗ. Ҫав купа ҫуллачченех ирӗлчӗ. Кӑҫал унта пӗр купа та ҫук. Мӗншӗн? Реагентлӑ юр ирӗлсе унти пӗчӗк юханшыва лекнӗ-мӗн. Тавралла курӑк та ӳсмен. Ҫавна май "Дорэкса" штрафланӑ.
СанПинпа килӗшӳллӗн, халӗ юра шыв витмен япала сарнӑ ятарлӑ вырӑна ҫеҫ илсе тухма юрать. Шупашкарта вара унашкалли хальлӗхе ҫук. Ку ыйтӑва юр ирӗлтерекен ятарлӑ япала вырнаҫтарса татса парасшӑн. Ӑна" Дорэкс" туяннӑ, ӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Вӑл 1 сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерӗ.
Малтан тӳре-шара хулари юра Ҫӗнӗ Шупашкарти полигона илсе тухасси пирки шухӑшланӑ. Анчах ку хака ларнине кура кун пек йышӑну туман.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуларан юр илсе тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӑрлач уйӑхӗн вӗҫҫӗччен татса парасшӑн.
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ.
Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ.
Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |