Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Шупашкарта «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинче хир сысни ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ.

Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсем илӗртме пултарнӑ. Тепӗр тесен, ҫав вӑрманлӑ ҫырма тискер чӗрчунсемшӗн лайӑх вырӑн. Унта вӗсем пурӑнаяҫҫӗ. Анчах ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ.

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хир качаки Мускав проспектне тухнӑ. Шел, ӑна машина ҫапса хӑварнӑ, чӗрчун вилнӗ. Хир качакисем унашкал вырӑна тухсан ҫухалса каяҫҫӗ, унталла-кунталла чупма пуҫлаҫҫӗ, стреса пула та вилме пултараҫҫӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
goodfon.ru сайтри сӑн
goodfon.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти лавккара мӗнле ҫимӗҫсем, япаласем йӳнелнӗ? Тӳре-шара хаксене кашни эрнерех тишкерсе тӑрать.

Утӑ уйӑхӗн 19-26-мӗшӗсенче лавккасенче хӑш-пӗр ҫимӗҫсем самай йӳнелнӗ. Тӗслӗхрен, аш-какай консервӗн хакӗ - 150 тенкӗ, ҫӑратнӑ сӗт - 50 тенкӗ, услам ҫу - 25 тенкӗ, шурӑ ҫӑнӑх 12 тенкӗ чакнӑ. Ҫавӑн пекех купӑста, пулӑ консервӗ, сахӑр, кишӗр, сухан кӑштах йӳнелнӗ.

Хальхи вӑхӑтра сахӑра 64-89 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ҫӗрулмипе 27-75 тенкӗпе сутаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80609
 

Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Шупашарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илеҫҫӗ тесе хӑранӑ та ултавҫӑсене 2 миллион та 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.

Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак ҫын ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫапла Шупашкар хӗрарӑмӗ тӗрлӗ телефон номерӗсемпе 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.

Халӗ полици ултавҫӑсене шырать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, 21 сехетсенче, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫуртри 5 пӳлӗмлӗ хваттерӗн балконӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма кил хуҫи хӑйех сӳнтерме пултарнӑ. Анчах хӑй пиҫсе кайнӑ: кӗлетки, ури, алли сиенленнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм пӗр ҫурта сиенлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgtrk.ru
 

Тӗн

Парк, сквер е урам ятне Варнава митрополит ятне парасшӑн. Хальлӗхе хӑшне парассине палӑртман. Ҫавна май «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патне пӗр ҫӗнӗ урама, парка е сквера Варнава митрополит ятне парасси пирки сӗнӳ килнӗ. Варнава Владыка /Кедров Владимир Викторович/ - Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ. Митрополие вӑл 1976 ҫултан пуҫласа хӑй виличчен, 2020 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗччен, ертсе пынӑ. Ҫав тапхӑрта 7 мӑнастире ҫӗнетнӗ, 210 прихут уҫӑлнӑ, Шупашкарти тӗн училищи ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Политика

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл Парашютистсен кунӗ умӗн /утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ/ Шупашкарти аэропортра парашютпа сикнӗ.

Министр папашютпа сикнӗ чухне хӑранине, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна савӑнӑҫ, хӗпӗртӳ туйӑмӗ ярса илнине палӑртнӑ.

Сӑмах май, Алена Елизарова министр тивӗҫӗсене 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.

 

Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Ватӑ хӗрарӑм банка пырса ҫур миллион тенкине илсе тӳрех урӑх счет ҫине куҫарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай такампа телефонпа калаҫнӑ. Ку банк ӗҫченне сисчӗвлентернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.

Кайран 64 ҫулти хӗрарӑм, Норильскран Шупашкара хӑнана килнӗскер, акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ.

Ун патне ирхине хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа вӑрлама тӑнӑ имӗш. Унтан вӑл «полицейскипе» калаҫнӑ. Лешӗ ӑна пулӑшма шантарнӑ.

Малалла яланхи схемах пулнӑ: укҫана илмелле те хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла. Анчах кун пирки банк ӗҫченӗсене каламалла мар. Вӗсем ултавҫӑсемпе пӗр ҫӑвартан имӗш.

Юрать-ха, банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн хӗрарӑм укҫа-тенкӗсӗрех тӑрса юлӗччӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Авӑн уйӑхӗнче Шупашкартан Санкт-Петербурга самолет тӑтӑшрах вӗҫме тытӑнӗ. Сӑмах - «Победа» авиакомпани пирки.

Авӑн уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче Санкт-Петербурга эрнере 6 рейс пулӗ. Самолет кашни кунах, юнкунсӑр пуҫне, вӗҫӗ.

Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра Шупашкартан Питӗре самолет эрнере 4 хутчен вӗҫет: ытларикун, кӗҫнерникун, эрнекун тата шӑматкун.

 

Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Шупашкар-Хусан» тата «Хусан–Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем ҫӳреме тытӑннӑранпа 205 рейс тунӑ, вӗсем 7,8 пин ытла пассажира турттарнӑ. Кашни рейс вӑтамран 95 процента яхӑн тулли — 45 вырӑнлӑ карапра вӑтамран 38 ҫын ларса ҫула тухать.

Кунсӑр пуҫне «Валдайсем» «Шупашкар–Свияжск» тата «Свияжск–Шупашкар» линипе пассажирсене 12 хутчен турттарнӑ.

Навигаци пуҫланнӑранпа Шупашкарти юханшыв порчӗ 1 154 билета каялла йышӑннӑ, вӗсенчен 385 билетне — карап рейса тухманран.

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Шупашкар-Хусан» тата «Хусан-Шупашкар» маршрутпа «Валдай» карапсем кашни кун ирхи 8 тата каҫхи 4 сехетре ҫула тухаҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын полици уйрӑмне сирпӗтессипе хӑратнӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан тамбур алӑкӗ хуппипе тухайман та «112» номерпе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ, алӑка уҫса пама специалиста ярса пама ыйтнӑ. Оператор ку тӗслӗх васкавлӑ шутланманнине, алӑка уйрӑм ҫын службисем укҫалла уҫса парассине пӗлтернӗ.

Тарӑхнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсем патне тата шӑнкӑравланӑ, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 32-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ полицин уйрӑмӗн ҫуртне сирпӗтсе ярассипе хӑратнӑ.

Тамбур ҫӑрин уҫҫине тупса алӑка уҫнӑ хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ, хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине кӑштах йышӑннӑ.

Суд арҫынна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, [193], 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, ... 1030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем