Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӗмпӗр

Чӑвашлӑх
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑтартакан «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле театра юратакансем унчченех кайса курма ӗлкӗрнӗ пулӗ-ха. Эпӗ вара ӗнер ҫеҫ ҫитсе килтӗм. Вӑл спектакле курма маларах мӗншӗн кайманни тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Аса илтерем: спектакле Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ.

Тӳрех палӑртам: кайнишӗн пӗртте ӳкӗнмерӗм. Куракансем сцена ҫинчи артистсенчен кӑшт кӑна йышлӑрах пулнин сӑлтавне вара пӗлеймерӗм. Те пурте курса ӗлкӗрнӗ, те ялти клубра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен шайӗнчи камитсене кӑмӑллать халӑх.

Спектакле, ман шутпа, кашни чӑвашӑнах кайса курмалла. Хӑйӗн-ывӑл хӗрӗпе чӑвашла калаҫман ашшӗ-амӑшне чи малтан кӑтартмалла пек туйӑнчӗ. Тата — ӳсекен ӑрӑва. Чӑваш ывӑл-хӗрне.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ мухтавлӑ Константин Иванов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Фёдоров Павлов йышшисем тӑван халӑхӗн литературине, театрне тата профессилле музыкине пуҫарса яма пултарнӑ. Малтанласа ҫав ӗмӗт юмахӑн туйӑннӑ-тӑр такамшӑн. Анчах вӗри юнлӑ та хӗрӳ ҫамрӑксем ӗненнӗ, шаннӑ, ӗҫленӗ. Вак халӑхӑн пӗтмелле мар тесе тапаҫланнӑ вӗсем.

Малалла...

 

Республикӑра
sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ
sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.

Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.

Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.

Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.мвд.рф видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен пике килне каникула кайма билет илес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

Пӗрремӗш курсра вӗренекенсер билет туянса хурас тенӗ. Ҫула май лартса каякансен сервисӗнчи пӗр каҫӑпа иртсе унта банк реквизичӗсене кӑтартнӑ. Кӗҫех хӗрӗн картти ҫинчен 10 пин тенкӗ ытла укҫа ҫухалнӑ та.

Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Ҫул-йӗр
"Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ
"Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫил-тӑмана пула паян ирхи 5 сехетрен Чӑваш Енре, Тутарстанра тата Мари Элте федераци трассисенче йывӑр тиевлӗ машинӑсене, автобуссене ытлашши ҫӳреме чарнӑ. Ку «Атӑл» М-7,«Ҫӗрпӳ - Чӗмпӗр» А-151, «Вятка» Р-176 ҫулсене пырса тивет.

Кунсӑр пуҫне «Восток» М-12 ҫулӑн пӗр пайне, Канашран Шали таран, хупнӑ.

 

Раҫҫейре
"Сельская правда" архивӗнчи сӑн
"Сельская правда" архивӗнчи сӑн

Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче юр скульптурӑсен «Зимний хутор» фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Евгений Акимовпа Александр Иванов хутшӑннӑ.

Вӗсем юртан, пӑртан скульптурӑсем туса Гран-прие тивӗҫнӗ. Ентешсем казахсен темипе кӳлепесем хатӗрленӗ.

Палӑртмалла: фестивале 8 команда хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн заданийӗ пулнӑ. Ҫанталӑк вара самаях сивӗ тӑнӑ: 23 градус.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92858
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, раштав уйӑхн 7-мӗшӗнче, 18 сехетре Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Станислав Кондратьев профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.

Станислав Алексеевич Раҫҫейӗн педагогика вокал пӗрлешӗвӗн хастарӗсенчен пӗри пулнӑ. Унтан ытти аслӑ шкулти вокал преподавателӗсем те сӗнӳ-канаш ыйтнӑ. Вокал ӑсталӑхне ун патӗнче Мускавра, Чулхулара, Пермьре, Хусанта, Йошкар-Олара, Чӗмпӗрте тата ытти хулара пурӑнакансем те вӗреннӗ.

Станислав Кондратьев 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1957 ҫулта Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран Хусанти консерваторири вокал кафедринче пӗлӳ илнӗ. 2002 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлеме пуҫӑннӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал кружокне ертсе пынӑ.

 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӗмпӗрте концерт лартса парӗ. Унта чӑваш артисчӗсем «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» программӑпа кайӗҫ. Аса илтерер: шӑпах ҫав программӑпа коллектив хӑйӗн 100-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ.

Когцерт Кӗпӗрнаттӑр керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унччен вара унта чӑваш тумӗн «Нарспи» фестивалӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.

 

Экономика

Чӑваш Енри продукци Индие ӑсанӗ. Кунта сӑмах «Вӑтам Атӑл — Каспи тинӗсӗ — Персид заливӗ» пӗрлехи суту-илӳпе логистика маршрутне йӗркелесси пирки пырать. Вӑл маршрут — «Ҫурҫӗр — Кӑнтӑр» пӗтӗм тӗнчери транспорт коридорӗн пӗр пайӗ.

Ятарлӑ килӗшӗве республика Элтеперӗ Олег Николаев тата Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Разумков «Раҫҫейре туса кӑларнӑ» пӗтӗм тӗнчери экспорт форумӗнче алӑ пуснӑ.

Проект Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи портсенчен, Атӑлҫипе Раҫҫейӗн Евопӑри пайӗнчен продукцие Каспи тинӗсӗ хӗрне, унтан Персид заливӗпе Инди таран ӑсатма май парӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан икӗ арҫынна ҫынна вӑрланӑшӑн явап тыттарасшӑн.

Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Асӑннӑ округри Восход посёлокра 53 ҫулти арҫынна пӗрисем ӑн кӗртсе илме шухӑшланӑ. Хӑйсем ӳсӗр пулнӑ.

53-ри арҫын пӗрин арӑмне кӳрентернӗ-мӗн. Ҫавӑншӑн хайхисем тавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсем арҫын патне килне кайнӑ. Унта ӑна хӗненӗ хыҫҫӑн машина ҫине лартса тухса кайнӑ. Арҫынна Чӗмпӗр облаҫне илсе ҫитернӗ. Унта та ӑна машинӑра тытнӑ. Шар курнӑ этеме, юрать, тухса тарма май килнӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Тинехпи вулавӗсем» конференци иртӗ. Унта музейсенче ӗҫлекенсем ҫӗршывӑн 14 хулинчен пуҫтарӑнӗҫ.

Кӑҫалхи Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине Мускаври Дарвин музейӗнчен, К.А. Тимирязев ячӗллӗ биологи музейӗнчен килсе ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти, Чикмери, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Глазоври, Елабугӑри, Кироври, Оренбургри, Самарти, Тольяттинчи, Ӗпхӳри музейҫӑсем пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 34
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть