Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Музыкальное приношение» концерт иртӗ. Унпа училище 95 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене уҫӗҫ. Программӑра — хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршысенчи композиторсен хайлавӗсем.
«Чӑваш Енри тата Раҫҫейри пултарулӑх аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен концертне эпир ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗҫӗмех ирттеретпӗр. Кӑҫалхи концерта Мускаври, Чулхулари, Хусанти тата Шупашкарти ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ»,– каласа кӑтартнӑ музыка училищин преподавателӗ Николай Кадыков.
Концерт Шупашкарти музыка училищин Пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Шупашкар—Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав ҫывӑхӗнче, автобус ҫаврӑнса ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Автобусра ларса пынӑ ҫынсенчен 27-шне (вӗсем Чулхуларан) облаҫри клиника пульницине илсе кайнӑ Унсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫын хӑй тӗллӗн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Аманнӑ тепӗр 24 ҫын килте сипленет.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫын аманнӑ, ҫав шутран 13 ҫын йывӑр аманнӑ, 14-ӑн — ҫӑмӑл. 2 ҫын, Чӑваш халӑх сайчӗ ун пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ, вилмеллех аманнӑ.
Автобус рулӗ умӗнче пулнӑ 61 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ.
Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ.
Ыран, раштав уйӑхн 7-мӗшӗнче, 18 сехетре Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Станислав Кондратьев профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Станислав Алексеевич Раҫҫейӗн педагогика вокал пӗрлешӗвӗн хастарӗсенчен пӗри пулнӑ. Унтан ытти аслӑ шкулти вокал преподавателӗсем те сӗнӳ-канаш ыйтнӑ. Вокал ӑсталӑхне ун патӗнче Мускавра, Чулхулара, Пермьре, Хусанта, Йошкар-Олара, Чӗмпӗрте тата ытти хулара пурӑнакансем те вӗреннӗ.
Станислав Кондратьев 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1957 ҫулта Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран Хусанти консерваторири вокал кафедринче пӗлӳ илнӗ. 2002 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлеме пуҫӑннӑ, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вокал кружокне ертсе пынӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн спецалисчӗсем паян Чулхулари ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑнаҫҫӗ.
«Ментальное здоровье — интеграция подходов» (чӑв. Ӑс-тӑн сывлӑхне ҫӗнӗлле сиплесси) ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине социаллӑ учрежденин реабилитологӗ Анна Пушкина тата психологӗ Ксения Казимирова тухса кайнӑ.
Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх медицина унивреситечӗпе Клиника психологийӗн институчӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри паллӑ балетмейстерсене: Людмила Нянинӑпа Владимир Милютина — халалланӑ конкурсӑн гала-концерчӗ иртнӗ.
Хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» II фестиваль-конкурсне Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие асӑннӑ институтсӑр пуҫне Куславккасен ентешлӗх йӗркеленӗ.
Кӑҫалхи конкурса ҫӗршывӑн 7 регионӗнчи 48 пултарулӑх коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енрен, Удмурт Республикинчен, Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула, Курск, Орлов облаҫӗсенчен.
Килес ҫул пирӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Мари Элти Юрино хушшинче «Метеор» ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Чулхулари «Водолет» компани Шупашкартан Мари Элти Юринӑна илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Унта Шереметев замокӗ вырнаҫнӑ.
«Метеор» асӑннӑ маршутпа ҫеҫ хутлӗ-и е Чулхуларан Хусана кайнӑ чухне ҫула май чарӑнӗ-и — министр кун пирки пӗлтермен.
Пӗлтӗртен пирӗн республикӑран шыв тӑрӑх Хусана тата Свияжска «Валдайсем» хутлаҫҫӗ. Вӗсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрет.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) фестиваль иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Культура министерствипе Раҫсейӗн композиторсен союзӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫӗнӗ ятсемпе тата музыкӑри ҫӗнӗ енсемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хутчен иртекен фестиваль вӑхӑтӗнче концертсем тӗрлӗ ҫӗрте пулӗҫ. Ҫав шутра — Мускаври академи филармонийӗ, «Зарядье» концерт залӗ, Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ консерватори. «Мускаври концертсемсӗр пуҫне симфони, камера тата хор программисене ҫичӗ хулара – Барнаулта, Чулхулара, Петрозаводскра, Санкт-Петербургра, Сартура, Хабаровскра тата Шупашкарта — кӑтартӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Раҫҫейри композиторсен союзӗн генеральнӑй директорӗ Карина Абрамян.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш наци культура центрӗ Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе пӗрле анлӑ лару ирттернӗ. Унта Чӑваш наци наукӑпа искусствӑсен академийӗн президентне Евгений Ерагина тата ытти ҫынна йыхравланӑ.
Мероприятие Чулхулари хӑнасем е килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче «Русское собрание» организацин регионти хастарӗ, Пӗтӗм тӗнчери славянсен академийӗн академикӗ Сергей Скатов; ҫавӑн пекех Елена Васканова тата Вадмир Норзимов килсе ҫитнӗ.
Ларӑва Юхма Мишши ертсе пынӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн темиҫе специалисчӗ ҫак кунсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хулинче ӗҫлеме вӗренет.
Асӑннӑ центрта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) пурнӑҫа кӗрет. Вӑл — ҫул ҫитмен амӑшӗсене пулӑшмалли проект.
Городецра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем пухӑннӑ. Вӗсене Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшмалли фонд специалисчӗсем вӗрентеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |