
И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче филологи пӗлӗвӗ илекен студентсем патӗнче ҫак кунсенче ку чухнехи пултаруллӑ чӑваш поэчӗ Василий Кервен тӗлпулура пулчӗ. Паллӑ сӑмах ӑсти поэзи ӗретӗнчи сонет жанрӗпе паллаштаракан, Н.Н. Осипов доцент ирттернӗ, уҫӑ занятине хутшӑнчӗ.
Чӑваш сонет ӑстисен йышӗ пысӑк мар. Теветкел, Кервен, Айдаш тата пӗр икӗ хушамат асӑнма пулать. Сонет поэзи ӗречӗн кӑткӑс жанрӗсенчен пӗри. Ӑна шухӑшӑн ҫирӗп йӗркине пӑхӑнса хайламалла, 14 йӗркерен тӑракан лирикӑллӑ хайлавра ҫирӗплетни, иккӗленни, пӗтӗмлетни пулмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫаврасенчи рифмӑсен те, малтанхи тӑватшар йӗркерен тӑракан икӗ строфинче рифмӑсем ҫавра (абба) е хӗреслӗ (абаб), юлашки виҫшер йӗркерен тӑракан икӗ строфан хӑйсен рифмине пӑхӑнмалла. Ҫак меле ал ҫеммине ҫавӑрнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ – Теветкел чӑвашла сонетсем ҫырас енӗпе чи пултаруллисенчен пӗри. Вӑл акӑлчан поэчӗн Шекспирӑн пур сонетне те чӑвашла куҫарнӑ. Кервенӗн те сонет хайлас енӗпе ӑсталӑх пысӑк. Вӑл чылай хайлав ҫырнӑ ҫак жанрпа. Вӑл сонет канонне тӗп-тӗрӗс тытса пыраканӗсенчен пӗри. Унӑн сонет кӑшӑлӗсем те пӗрре анчах мар.

И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки «КазанДА» конкурсра ҫӗнтернӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: ку конкурс Хусанта иртнӗ, унта ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 4-мӗш курс студентки Алсу Сафиуллина I степенлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Вӑл «Вокал. Соло. Эстрада юрри» номинацире мала тухнӑ.

ЧР вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нина Алимасова ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 85 ҫулта пулнӑ.
Нина Александровна Брянск облаҫӗнчи Клинцы хулинче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкара килсе ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Чӑвашгражданпроект» проект институтӗнче, «Чӑвашрембыттехника» реклама мастерскойӗнче ӗҫленӗ.
1969 ҫулта Нина Александровна И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен унта студентсене вӗрентнӗ, чылай ҫул декан ҫумӗ те пулнӑ.
Вӑл педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулнӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем вӑтам ӗмӗрте хула пулнӑ вырӑнта шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш сурт адреспа вырнаҫнӑ.
Тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшаканӗсем - Н.С. Мясников, Е.П. Михайлов, Л.В. Сивова ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем. Вӗсемпе пӗрле И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн тӗлӗнче XVI-XVII ӗмӗрсенче йывӑс Кремль пулнӑ.

Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта «Хальхи тата иртни» мурала ӳкерсе пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна «ФормАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова ӳкерет.
Мурал Хӗвеллӗ бульварти 12-мӗш ҫурт стени ҫинче пулӗ. Яна ӑна пӗр эрне каялла ӳкерме тытӑннӑ. Халӗ ҫӳлти фона туса пӗтересси кӑна юлнӑ.
Палӑртмалла: Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче магистратурӑра вӗрент.

Шупашкарта тепӗр мурал пулӗ. Ӑна Хӗвеллӗ урамӗнче ӳкерӗҫ. Мурал «Хальхи тата иртни» ятлӑ пулӗ. Авторӗ — «ФормаАРТ» фестивале хутшӑнакан Яна Ежова.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче «ФормАРТ» фестиваль улттӑмӗш хут иртет. Унта 18-35 ҫулсенчи ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал фестивале Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ преми парӗҫ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑншӑн – 150 тата 100 пин тенкӗ.
Яна Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ӗҫлет, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра магистратурӑра вӗренет.

Чӑваш эстрада юрӑҫи Ольга Осипова пӗтӗм тӗнчери «Музыка караванӗ» хит-парадра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн «Пӗлӗт, пӗлӗт» юрри 500 юрӑран чи лайӑххи пулнӑ.
Ольга хӑйех юрӑсем ҫырать. Вӑл ултӑ чӗлхепе юрлать. Кунсӑр пуҫне «Юхха» фильмра ӳкерӗннӗ, унти трюксене хӑйех пурнӑҫланӑ.
Палӑртмалла: Ольга Элӗк тӑрӑхӗнчи Атмалкассинче ҫуралнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирёв «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер¸ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
46 ҫулти Иван Снигирев — опера юрӑҫи. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗреннӗ. Унта преподаватель пулса та ӗҫленӗ, 2004 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшать. 2011-2012 ҫулсенче вӑл П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче соло кафедринче стажировкӑра пулнӑ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче археологипе истори музейӗ пур-мӗн. Кун пирки Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗслекен Александр Степанов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Чӑннипе каласан официаллӑ майпа ӑна уҫман-ха, анчах та уҫма пӗтӗмпех хатӗр. Экскурсие Николай Мясников, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ирттерчӗ — чӑн-чӑн специалист, чӑн-чӑн экскурсовод. Музей ҫав тери пуян. Тӗлӗнмелли япаласем те пур. Вӗсенчен пӗри гуннсен хуранӗ. Ӑна Тутарстанри пӗр чӑваш ялӗ ҫумӗнче тупнӑ», — хыпарланӑ вӑл.

Раштавӑн 7-мӗшӗнче чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ пулӑшнипе шкул ачисен 2-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Кун пирки «Хавал» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конференци тӗллевӗсен шутӗнче вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстерессине, тишкерӳ ӗҫне аталантарса пырассине, ӑслӑлӑха кӗме ҫул уҫса парассине, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарассине,
вӗренекенсен ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарассине кӗртнӗ.
Конференцие 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ.
